20 марта 2013 г.
Район администрацийĕн вырăнти ял тăрăхĕсенчи кунĕсене ирттерессин хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Графикпа килĕшÿллĕн çак шайри ĕç мартăн 13-мĕшĕнче Москакасси ял тăрăхĕнче иртрĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн ертÿçи В. Никитин, райадминистрацин информаципе тивĕçтерессин пай пуçлăхĕ В. Лаврентьев, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци врачĕ Г. Спаскин тухрĕç.
Чи малтанах ĕç ушкăнĕ халăха ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ. Чуна ыраттаракан çакăн пек ыйтусем пулчĕç – çул-йĕр тăвасси, юсасси; шывпа тивĕçтересси; йăлари хытă каяша пуçтарасси тата тиесе тухасси; нумай ачаллă çемьесене çĕр парасси.
Çынсен ыйтăвĕсене тишкернĕ хыççăн ял тăрăхĕн активĕ Москакассинчи ИКЦра пухăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата район территорийĕнчи инфраструктура проекчĕсене пурнăçлассипе, çавăн пекех ытти ĕçе вăя кĕртессипе паллаштарчĕ, тĕрлĕ çитменлĕх тĕлĕшпе кашни отрасль çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Асăннă ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне ытти ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштарчĕ. Паллах, кунта акционерсен «Шупашкарти «Сеспель» хупă обществин ырă витĕмне палăртмалла. Москакассинче вырнаçнă пысăк калăпăшлă предприяти бюджет тытăмне пысăк тÿпе хывать, ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Матросов пухăннисем умĕнче çулталăкра пурнăçланă ĕç-хĕл çинче чарăнчĕ, малашнехи тĕллевпе паллаштарчĕ. Çуркуннене кĕтĕмĕр ĕнтĕ, юр ирĕлнĕçемĕн вара тавралăха ку таранччен пухăннă, тĕрĕсрех каласан, хамăр пăрахнă тасамарлăх илемсĕрлетĕ. Çакăнпа кĕрешесси – хăйне майлă пысăк йывăрлăх, мĕншĕн тесен кашнин ăнланулăхĕ тĕрлĕрен. Çавăнпах та пулĕ йăлари хытă каяша маларах палăртнă вырăна пухасси, ăна тиесе тухасси пур çĕрте те кăткăс ыйтусенчен пĕри, унсăр пуçне çак ĕçĕн тÿлев шайне йĕркелесси те. Тен иккĕмĕш хут усă курмалли чĕр тавар йышăнассине тивĕçлĕ шайра йĕркелеменни те витĕм кÿрет пулĕ.
– Кунта кашни çыннăн пуçарулăхĕ, ăнланулăхĕ кирлĕ. Пирĕн тавралăх – пирĕн тăван кĕтес, апла пулсан хăтлă та тирпейлĕ кил-çуртра пурăнма та меллĕ. Çавăнпа та йăлари каяша йĕркене пăхăнса пуçтарар тата ăна кирлĕ çĕре ăсатар, хуçалăхри мĕн пур тасамарлăхпа тавралăха варалар мар, – терĕ А. Матросов.
Ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăн мар, çавна май кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те сахал мар пурнăçланаççĕ. Çĕнĕ урамсене çутăпа тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Вăрманкас Хачăк, Ахмане ялĕсенчи çул проекчĕсене тăвассипе ĕçлеççĕ. Урамсене хăтлăх кĕртесси – кулленхи тимлĕхре. Москакасси ялĕнчи Молодежная тата Зеленая урамсенчи картишсенче юсав ĕçĕсене вĕçлеме палăртнă.
Москакассинчи ИКЦ ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертÿçи Г. Голубева паллаштарчĕ. Асăннă центрта реконструкци ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн çĕнĕ сăн-сăпат кĕнĕ, кунта халĕ хăтлă. Ялти çынсен канăвне, пушă вăхăтне тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн кунта чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех пултарулăх ушкăнĕсем те ялсене концертпа тухса çÿреççĕ.
Урамра чупса çÿрекен йытăсем тăтăшах калаçтараççĕ, кунта чи малтанах вĕсен хуçисен йĕркесĕрлĕхĕ пирки асăнмалла. Енчен те вăл «маншăн ик айкки те тăвайкки» тет пулсан, ăна явап тыттарни кирлех. Штраф укçи тÿлесе курсан тен урăхла шухăшлĕç вĕсен хуçисем. Тăватă ураллă тус вара пур енлĕ хăрушлăх кăларса тăратать, ача-пăча урамра выляса çÿрет, çавăн пекех урнин чирĕ пурри те асăрхануллăрах пулма хистет.
Урнин чирĕ тата сыснан африка чуми – хăрушшисен шутĕнче. Чылайăшĕ астăвать пулĕ пĕрремĕш чир район территорийĕнче те пулнине. Çавăн пекех африка чуми те пирĕнтен инçех мар регионсенче алхаснине шута илнĕ.
– Енчен те ветеринари специалисчĕсем сирĕн хуçалăхри чĕр чуна вăл е ку чиртен вакцина тума чĕнсен, айккинче ан юлăр. Çак ĕçсене йăлтах сыхлăх тĕлĕшпе пурнăçлатпăр, – терĕ Москакассинчи ветеринари участокĕн ертÿçи Н. Пинарина пурне те асăрхануллă та тимлĕ пулма ыйтса.
Çÿлерех асăннă ĕçсене йĕркелессинче ял старостин витĕмлĕ сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăш чухне вара вăл хăй темиçе çыншăн тимлет.
– Çапах та ял старостисене хавхалантарсан тĕрĕс пулнă пулĕччĕ, – терĕ Рыккакасси ялĕн старости Т. Кондратьева хăйĕн ыйтăвне çÿллĕрех шая çитерме сĕнсе.
Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕ пур енлĕ илĕртÿллĕ те меллĕ вырăн шутланать. Апла пулсан кунти çĕр лаптăкĕн пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк, федераллă çул-йĕр хĕрринче вырнаçнăран вара – пушшех те. Çавна май çĕр ыйтăвĕ хĕрÿ калаçу пуçарчĕ.
Р. Илларионова.