16 марта 2013 г.
Ял тăрăхĕсене тухса район администрацийĕн кунĕсене ирттересси пĕрремĕш çул мар пулса пырать. Кăçал та ирттерме палăртнă вĕсене. Мартăн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн кунĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче иртрĕ.
Ответлă ĕçченсем малтанах ял тăрăхĕн территорийĕнчи «Колос» агрофирмăна çитсе курчĕç. Михаил Лукиянов предприятийĕнче 16 пуç сурăх тата 13 пуç ĕне. Элĕк тата Муркаш районĕсенче усă куракан çĕр лаптăкĕсен шучĕ 700 гектара яхăн. Анчах та йĕрке тăвассипе ĕçлемелли сахал мар.
Опрыскьялĕнчи Владимир Павлов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те çитменлĕхсем малти вырăна тухса тăраççĕ. Пĕлтĕр кунта мăйракаллă шултра выльăх 63 пуç пулнă пулсан, кăçал 20 пуç кăна. Чи малтанах вара йĕркесĕрлĕх пиркиех сăмах пуçарма тивет. Ĕç вырăнĕсене тирпейлесси, хăт кĕртесси пирки манма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе те татса паман ыйтусем пур.
Шетмĕпуçĕнчи В. Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче паянхи ĕçсене япăх шайра темелле мар. Кунта вăй хуракансем çурхи ака ĕçĕсем валли вăрлăх аласа хатĕрлессипе тимлеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев малтанах Шетмĕпуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, вырăнти агрофирмăн ертÿçисемпе тĕл пулчĕ, фермерсем усă куракан çĕр лаптăкĕсен виçипе, кăçалхи ĕç планĕсемпе интересленчĕ.
Çавна палăртмалла. Ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕрпе усă курасси хальхи вăхăтра саккунпа пăхнă пек йĕркеллĕ пулса пыраймасть-ха. Татса памалли ыйтусем çук мар. Харпăрлăхра пĕтĕмпе 2690 гектар çĕр пулсан, вĕсенчен 50 процентне саккунлă йĕркепе çирĕплетмен. Пай çĕр хуçисем 904 çын, вĕсенчен 303-шĕ кăна çĕр участокĕсене саккунлă йĕркепе харпăрлăха çирĕплетнĕ. Ыйтман çĕр пайĕсем 532. «Кашни сотка çĕр лаптăкĕ ял тăрăхне укçа-тенкĕ тĕлĕшпе усă пама тивĕç, усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсем пачах пулмалла мар, çĕрсемпе усă курассинче саккунпа пăхнă çирĕп йĕрке кирлĕ»,– палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Тĕл пулу итогĕсене Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрĕнче пĕтĕмлетрĕç. Вырăнти актив пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă Çырура кашнин умне лартнă задачăсем, вĕсене пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсем пирки депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов отчет туса пачĕ. 2012 çулта депутатсен районти Пухăвĕн 10 ларăвне ирттернĕ, вĕсенче 61 ыйту сÿтсе явнă. Çулталăк хушшинче район бюджечĕпе çыхăннă ыйтусене 6 хутчен пăхса тухнă. Çакă вăл республика бюджечĕн шучĕпе района хушма укçа-тенкĕ уйăрса панипе çыхăннă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине модернизацилессин йĕркипе Шетмĕпуç шкулĕнче 4 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнĕ. Черетре вара – Тивĕшри ача сачĕн çурчĕн çивиттине юсасси, кунтах ачасен талăкĕпе пурăнмалли хушма ушкăнне йĕркелесси.
Кайран Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров сăмах илчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче бюджет укçи-тенкипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ вăл. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕмпе 8 ял. Вĕсенче 1332 çын пурăнать. Иртнĕ çул 16 ача çуралнă тата 23 çын вилнĕ.
Николай Поликарпович палăртнă тăрăх çак вăхăта ялсенчи çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, çулсем тăвассипе татса паман ыйтусем пур-ха. Кăçал Катăкуй ялĕнчи Западная урамра çул тума палăртнă. Хĕллехи вăхăтра çулсене тасатса тăрассипе кăлтăксем пулман. Ку ĕçсене кăçал Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ пурнăçлать.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕршĕн тата уйрăм çынсен пурлăхĕнчен налук пухасси кирлĕ шайра мар. Апла пулсан активăн та ял çыннисемпе тачăрах ĕçлес пулать. Умра тăракан тепĕр пысăк задача – ял тăрăхĕн территорийĕнчи куçман пурлăхăн мĕн пур объекчĕсене тата çĕр участокĕсене регистрацилесе харпăрлăха çирĕплетсе пĕтересси. Ку тĕллевпе вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, депутатсем те, ял тăрăхĕн активĕ те пĕрле çыхăнса ĕçлесе пыни кирлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та ăна палăртса хăварчĕ.
Канашлура ял тăрăхĕн территорийĕнче преступленисемпе кĕрешесси мĕнле шайра пулнипе полицин участокри уполномоченнăйĕ В. Бирюков паллаштарчĕ. Унчченхи çул преступленисене 22 регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул вĕсем 12 пулнă.
Ял тăрăхĕнчи ĕçсем пирки хăйсен шухăшĕсене шкулти физкультура учителĕ Сергей Степанов, унччен Мичурин яч. хис. хуçалăха ертсе пынă Алексей Петров, Шетмĕпуç шкулĕн директорĕ Антонина Степанова каласа пачĕç. Алексей Петрович çынсен культурин, ватă çынсене хисеплессин, Катăкуйĕнче çул тăвассин ыйтăвĕсене хускатрĕ, çĕрпе пĕлсе усă курма кирлине палăртрĕ. «Малашне ытларах ыттисем çине мар, хамăр çине шанас пулать», – терĕ вăл. Ялта шыв ыйтăвне татса парассипе те пĕрле ĕçлени кирлĕ. Антонина Владимировна ĕçри çитменлĕхсене пĕтерессипе пĕрле çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ, çынсене ытларах явăçтарма кружоксен ĕçне шкулсенче кăна мар, культура учрежденийĕсенче те йĕркелеме сĕнчĕ.
Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн директорĕ Игорь Смирнов каласа пачĕ. 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса информаципе культура центрĕ юридици вăйĕнче шутланать. Унăн филиалĕсем шутĕнче Шетмĕпуç ялĕн библиотеки, Тивĕшри Культура çурчĕ тата Тивĕш ялĕн библиотеки. 2012 çул итогĕсемпе Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрĕ палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçлама пултарнă. Пĕтĕмпе 290 мероприяти ирттернĕ, вĕсене 7600 çын хутшăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çавна та палăртса хăварчĕ. Малашне информаципе культура центрĕсен, библиотекăсен çынсене пулăшу парассипе ĕç калăпăшĕ ÿсмелле. Çывăх вăхăтрах вĕсенче «пĕр чÿрече» мелĕпе çынсене патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерессине йĕркелеме пăхнă.
Медицина ыйтăвĕсене те çĕклерĕç тĕл пулура. Çынсене грипп чирĕнчен асăрхаттарасси, диспансеризаци тăрасси пирки татса памалли ыйтусем пур. Вырăнти шăл тухтăрĕ пулманни те ыйтусем çуратать. Ыйтăва татса пама вара майсем пурах.
Район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссийĕн ĕçне йĕркелесе пыракан сектор заведующийĕ Лариса Петрова ачасене воспитани парассипе ашшĕ-амăшĕ умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнчĕ, вĕсен малашлăхĕ мĕнле пуласси кашнинчен килнине палăртрĕ. Ăнăçсăр çемьесем пирки те калаçмасăр май çук. Вĕсене ниепле те айккинче тăратса хăвармалла мар. Общество çак ĕçрен айккинче пулмалла мар.
Муркаш район администрацийĕн Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче ирттернĕ кунĕн итогĕсене Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров пĕтĕмлетрĕ, пĕр-пĕринпе куçа-куçăн пулса тÿррĕн калаçнинчен усси ытларах пулассине шантарчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.