Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу – пенси ыйтăвĕ тавра

16 марта 2013 г.

Мартăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В. Николаев, халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И. Петрова, социаллă тÿлев пай пуçлăхĕ С. Николаев тата районти уйрăм ертÿçи А. Константинов ĕç ушкăнĕсемпе тĕл пулчĕç. Чи малтанах вĕсем район администрацийĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центрта халăха йышăнма палăртрĕç. Малашне çак муниципаллă автономлă учрежденире РФ Пенси фончĕн услугисемпе те тивĕçтерĕç. Ĕç ушкăнĕ çакăн хыççăн Тойкилтĕри шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Район администрацийĕнче çÿлерех асăннă представительсем ултă обществăлла организацисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕç. Ĕç кунĕнчи тĕп калаçăвăн теми Раççейри пенси тытăмĕн аталанăвĕн стратегийĕн çул-йĕрне – уйрăм предпринимательсен тата харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ çынсен ытти категорийĕ тĕлĕшпе тарифпа бюджет политикине улăштарассине, пенсие маларах кăлармалли тытăма реформăлассине, пулас пенсин пухăнса пыракан пайĕн тарифне валеçессине, пенси тытăмĕн валеçĕнекен пайĕн улшăнăвĕсене – пурнăçласси. Çак ыйтусем чылайăшне, тĕрĕсрех каласан, пурне те пăшăрхантараççĕ. Çавна май вĕсене татса парасси пенси процесне хутшăнакан мĕн пур çыннăн, ĕçлекенĕн, ертÿçĕн тата патшалăхăн интересĕсене шута илсе ведомствăсен пĕр шухăш-тĕллевлĕ тата пĕр çыхăнура пулмалла.

Асăннă стратеги Раççей Президенчĕн 2012 çулхи 597 " Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Стратеги проектĕнчи хăш-пĕр йĕркесене общественность тата экспертсен шухăш-кăмăлĕсене шута илсе улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă стратеги тĕллевĕсемпе задачисем Раççейри пенси системинче 2030 çулччен пурнăçланмалла. Стратегипе килĕшÿллĕн пенси системине виçĕ шайлă мелпе йĕркелеççĕ.

Пĕрремĕшĕ – ĕç пенсийĕ (патшалăх пенсийĕ), страхлакан взноссенчен тата федераллă бюджетри трансфертсенчен пухăнать.

Иккĕмĕшĕ – корпоративлă пенси ĕç паракан йĕркеленипе ĕçлекен ятарлă килĕшÿпе хутшăннипе пулать.

Виççĕмĕшĕ – уйрăм пенсие ĕçлекен хăй йĕркелет.

Стратегие вăя кĕртесси тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланмалла. Тĕл пулăва хутшăннисем ку тĕлĕшпе хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç. Пенси фончĕн системинче тăтăшах тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ.

– Пенси фончĕ пухăнакан тата страхлакан пай пирки çыру-пĕлтерÿ салататчĕ. Малашне çак кăтартăва Пенси фондĕнче, Интернет урлă, Раççейри Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕнче пĕлме пулать, – терĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В. Николаев тĕл пулăва пухăннисене.

Сусăр ачасене тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă çул çитмен çамрăксене пулăшас тытăмри патшалăх политикине çĕнетмелли мерăсем тĕлĕшпе РФ Президенчĕн 2012 çулхи 1688-мĕш саккунĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Çавна май кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 18 çула çитмен инвалидсене е пĕчĕкренех инвалид шутланакансене пăхакан граждансене: амăшне е ашшĕне (усрава илекене) е опекуна (попечителе) уйăхсерен 5500, ыттисене 1200 тенкĕ тÿлеççĕ.

– Çак тÿлеве инвалида пăхса усранă тапхăрти пенсипе тивĕçтерекен органта упранакан документсене тĕпе хурса инвалид ачан пенсийĕпе пĕрле параççĕ, – терĕ халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И. Петрова.

Тĕл пулăва пухăннисен ыйту хыççăн ыйту пулчĕ, кашниех пысăк пĕлтерĕшли, чуна тивекенни. Районти АПК ветеранĕсен, çавăн пекех Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕсен ертÿçи, «Путь Ильича» агрофирмăн ĕç тăвакан ертÿçи В. Вязов тăтăшах халăх, уйрăмах аслă ăрурисем хушшинче. Çавна май вĕсен пăшăрханăвĕ – унăн чун ыратăвĕ, вăл куллен тĕл пулакан ыйтусем çĕклерĕ.

Ыйту: Патшалăхăн шутланман Пенси фончĕсем халăх шанăçне кĕреççĕ, халăха улталаççĕ. Ултавçăсен аллинчи çынна кам хÿтĕлет;

Палăртса хăвармалла, Раççей шайĕнче НПФ 100 ытла, кашниех хăй çумне ытларах та ытларах çынна, тĕрĕсрех каласан, укçине явăçтарма тăрăшать. Çавăн пекех пысăк-пысăк тупăш шантарать, ку вăл – тĕп илĕртÿ. Анчах та патшалăх шайĕнчи фонд пур чухне мĕншĕн аякрине шырамалла-шанмалла; Районпа республикăра та НПФ филиалĕсемпе представительствисем чылай. Вĕсен ĕçченĕсем çынсен шанăçне кĕме хăтланаççĕ, хваттерсем тăрăх çÿреме те именмеççĕ.

Ыйту: Пенси шутлавĕнче усă куракан 1,2 коэффициент питĕ вырăнсăр. Çакă ырми-канми ĕçленисене пачах та хакламасть, тивĕçлипех кÿрентерет.

Ыйту: Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕ, вăл шутра Муркаш районĕнчи уйрăмĕ Шупашкар хулинче музей валли уйрăм пÿлĕм уйăрасси пирки пăшăрханать. (Асăннă организаци ертÿçи Н. Клементьев).

Ыйту: Мĕншĕн районпа хула хушшинчи çăмăллăхлă çул çÿревпе туллин тивĕçтермеççĕ; (Ю. Щегольков).

Çак тата ытти ыйтусем тĕлĕшпе уçăмлăх кĕртессинче витĕм кÿме ыйтрĕ «Пенсионерсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин ертÿçи А. Скворцов Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи тата районти уйрăмĕсен представителĕсенчен.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика