16 марта 2013 г.
Педагогсен форумĕнче
Ĕнер Муркашри вăтам шкулта районти педагогсен форумĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем – шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем, районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн попечительсен канашĕн членĕсем малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикинпайĕн пуçлăхĕн З. Дипломатовăн анлă доклачĕпе паллашрĕç. Педагогăн хальхи стандарта тивĕçес тесен мĕнле пулмалли пирки, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессин майĕсем çинчен, шкулсенче пултаруллă ачасене аталантарма ĕç тытăмне йĕркелесси пирки калаçрĕç, вĕрентÿ сферинчи малашнехи утăмсене палăртрĕç.
Библиотекарьсем канашланă
Районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче библиотека ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ.
Хăйсен ĕçлĕ тĕл пулăвĕнче районти библиотекарьсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне тишкерсе унта палăртнă ыйтусене пурнăçа кĕртессипе мĕн тумалли пирки калаçнă.
Организаципе методика секторне ертсе пыракан Е. Романова ял библиотекисем республикăра ирттернĕ «Чăваш литератури: 2011 çулхи чи нумай вуланă кĕнеке» конкурса хутшăнни пирки пĕтĕмлетÿ тунă. Çавăн пекех библиотекарьсем тăван тавралăха сыхламалли çулталăка халалласа ирттерекен ĕçсем пирки тата вĕсене вулавçăсене кăсăклантармалларах ирттересси çинчен калаçнă.
«2013 çулхи воспитатель»
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ республикăра иртекен «2013 çулхи воспитатель» професси конкурсне хутшăнас текен воспитательсемпе семинар ирттернĕ. Асăннă конкурс шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ заведенийĕсенче творчествăлла ĕçлекен педагогсене тупса палăртассипе, вĕсене хавхалантарассипе тата воспитательсен ĕçĕн чысне ÿстерессипе иртет.
«2013 çулхи воспитатель» конкурсăн районти тапхăрне хутшăнма 8 воспитатель кăмăл тунă. Вĕсен шутĕнче «Солнышко», «Василек», «Путене», «Мечта», «Колокольчик» ача сачĕсемпе «Катькассинчи пуçламăш шкул – ача сачĕ» тата Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕсен ĕçченĕсем. Конкурс 3 турпа иртет. Пĕрремĕшĕ – куçăмсăр тур, куçăмсăр майпа хаклаççĕ. Жюри членĕсем Интернет-ресурспа паллашаççĕ. Иккĕмĕш турта – педагогсен творчество презентацийĕ тата вĕсен ачасемпе ĕçлес енĕ. Виççĕмĕш турта конкурс участникĕсем мастер-класс ирттереççĕ тата çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăнаççĕ.
Лĕпĕшсен выставки
Çут çанталăка сыхламалли çулталăк шайĕнче тури чăвашсен районти музейĕнче хамăр тăрăхри лĕпĕшсен экспозицийĕн выставки ĕçлет. Коллекци авторĕ – Канаш хулинче пурăнакан Павел Никитин.
Коллекцире хамăр тăрăхра час-часах тĕл пулакан лĕпĕшсемпе пĕрлех Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнисем те пур.
Н. НИКОЛАЕВА, А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.