Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алиментçăсем тĕлĕшпе саккун çирĕп

28 октября 2015 г.

 

Алимент парăмçисен йышĕ ÿссех пырать. Сăлтавĕ кунта тĕрлĕрен: пĕри  эрехе нимрен мала хурать, тепри аякка ĕçлеме тухса кайнă  та  çемье пирки пачах та маннă. Апла-и, капла-и - ачан вара ÿсмелле, аталанмалла, шкула каймалла, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленмелле. Ку тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсене тишкернĕ май парăмçăсен ытларах пайĕ вăйпитти çулсенчи яланлăх ĕç вырăнĕнче тимлемен, вăхăтлăх ĕçрен тупăш илекен çынсем, эрехе ачаран мала хуракансем шутланаççĕ. Районта та ку тĕлĕшри лару-тăру лăпкă марри сисĕнет. Ун пирки район прокурорĕн пулăшуçи Ирина Ильина калаçма  кăмăл турĕ.

-   Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕнчи 150 - 157 статьясенчи йĕркесене пăсни çемьене тата харпăрлăха хирĕç тунă преступленисем шутне кĕрет. 157-мĕш статья ача-пăчана е ашшĕ-амăшне пăхса усрама тÿлессинчен пăрăнни пирки калать. Çул çитнĕ, анчах ĕçлеме пултарайман халсăр ачасемшĕн те ашшĕ-амăшĕ ответлă. Ашшĕ е амăшĕ уйрăлни ачана воспитани парассинче аякра тăмаллине пĕлтермест. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ те ĕç çулне çитнĕ ачасен тимлĕхĕпе хÿтлĕхне тивĕç.

Çул çитмен ачана пăхса усрама суд йышăнăвĕпе алимент тÿлеттерме палăртнă, çак пăхăнман граждансене пĕр çулччен ĕçлесе юсанмалла тăваççĕ, вĕсене виçĕ уйăхчен арестлеме е пĕр çулталăклăх ирĕкрен хăтарма пултараççĕ е ытти айăплав палăртаççĕ. Çапла вара Раççей Федерацийĕн саккунĕ ача правине туллин хÿтĕлет.

Чăнах та алимент тÿлеме килĕшменнисем йышлансах пыраççĕ. Чылай чухне парăмçăсем суд йышăнăвне пурнăçласшăн мар. Кун пек фактсемпе   вара хамăрăн ĕçе татах та çирĕплетме тивет. Саккуна пăсакансемпе прокуратура ĕçченĕсем, суд приставĕсем асăрхаттару ĕçне сахал мар пурнăçлаççĕ, çапла майпа йывăрлăха лекнĕ çемьесене пулăшассишĕн тимлеççĕ.

Прокуратура тĕрĕслевĕ çакна кăтартса пачĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх тĕлне 243 ĕç производствăра тăнă. 96-шне кăçал пуçарнă, ытти - унчченхи çулсенчи ĕç, 92-шне вĕçленĕ тата пăрахăçланă. 21 парăмçа административлă явап тыттарнă, 30-шне - уголовлă майпа. Алимент парăмне шыраса илес тĕлĕшпе 16 иск заявленийĕ тăратнă.        

Пĕр факт илсе кăтартам. Калайкасси ялĕнче пĕр парăмçă пурăнать. Çулĕпе çамрăках мар çыннăн çул çитмен ача пур. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, анчах та çакă ачана пăхассинчен, воспитани парассинчен ашшĕн аякра тăмаллине пĕлтермест. Ун тĕлĕшпе пĕрре кăна мар приговор вуланă. Право йĕркине сыхлакан орган представителĕсем темиçе те асăрхаттарнă, алимент укçине вăхăтра тÿлеме сĕннĕ.

Район сучĕн приговорĕ тăрăх, ача ашшĕн 2013 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа ĕç укçинчен е ытти тупăшран арçын ачашăн çул çитиччен уйăхсерен алимент тÿлемелле, çавăн пекех çул çитмен хĕр ача тĕлĕшпе те.

Анчах та Калайкасси парăмçи РФ Конституцийĕн 28 статйин 2 пайĕнчи тата РФ Çемье кодексĕн 80 статйин 1 пайĕнчи йĕркесене пăхăнман. Алимент парăмĕ çÿлерех асăннă тапхăртан пуçласа кăçалхи июнĕн 10-мĕшĕччен 208 185 тенкĕ те 48 пус чухлĕ пухăннă. Тÿлев пысăк пулнине пăхмасăр арçын ĕçе вырнаçма, парăма татма, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра учета тăма та тăрăшман. Суд ларăвĕнче вăл хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Арçыннăн парăмĕ пысăк пулнине шута илсе ăна ĕçлесе юсанма йышăну кăларнă.          

Çакăн пек фактсем ан пулччăр тесен кашни çыннăн йĕркене пăхăнса, саккуна мала хурса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма тăрăшмалла.

Р. Илларионова

калаçнă.                                

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика