Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пасарти тĕл пулу

28 октября 2015 г.

 

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Иван Тихонович Тихонов, Тури Панклире 1941 çулта çуралнăскер, ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашрĕ. Çапла вара ман куç умĕнчех çĕр ĕç аксакалĕ пулса тăчĕ. Çак шая çитме Иван Тихонович хресчен пурнăçĕн кашни ĕçне тутанса пырса пуян опыт пухрĕ.

Ачаллах уй-хир ĕçĕнчен пăрăнманскер салтака кайиччен механизатора вĕренсе тухса сахал мар çĕр сухаларĕ вăл. Пĕрре кÿлĕннĕ ĕçе вĕçне çитерме тăрăшаканскер çар службинче пулнă хыççăн ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе агроном специальноçне алла илчĕ.

1981 çулта И. Тихонов "Ударник" совхозра тĕп агроном ĕçне кÿлĕнчĕ. Çак ĕçре вăл 20 çул ытла пĕр улшăнмасăр вăй хучĕ. Çав çулсенче хуçалăхăн ÿсĕмĕ пысăк та курăмлăччĕ. Тырă-пулă туса илессипе совхоз республикăра яланах малти вырăнта пулни, унăн ĕçĕпе ыттисем паллашсах тăни халĕ те асрах. Хăй ĕçне яваплăха туйса пурнăçланăран Иван Тихоновича медальсемпе, Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе сахал мар чысларĕç.

Иксĕмĕр калаçса ларнă чухне вăрçă ачи хăйĕн ачалăхне аса илчĕ:

- Манăн асатте Мирон Тимофеев сывлăх енчен çирĕп, ялти хисеплĕ те ĕçчен çын пулнă. Хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче хайхискер 2 лаша, чылай выльăх-чĕрлĕх тытнă тата хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Вĕсем - пĕр тăван Абрам, Лука, Мирон тата Ехрем - яланах килĕштерсе пурăннă. Манăн ачалăх та асаттепе асанне пăхнипе иртнĕ. Атте Тихон Миронович 1938 çулта салтака тухса кайнă. Унтан таврăнсан мирлĕ пурнăçра нумай пурăнайман вăл. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва вăрçăпа тапăнса кĕрсен атте те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çар ретне тăнă. 1944 çулта Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă пĕр çапăçура ирсĕр тăшманпа çапăçса пуçне хунă. 1974 çулта унăн вилтăприйĕ çине çитсе килме те пултартăм.

Манăн асаттепе кукаçи вăхăтĕнче хресчен пур ĕçе те лашапа пурнăçланă: ака-суха ирттернĕ, тырă-пулă ÿстернĕ, вутă-шанкă хатĕрленĕ тата çынран юлмасăр урăх ытти ĕçе те кая юлмасăр тунă. Çав çулсенче ялсенче лаша вăрласси "модăра" пулнă.

Асатте мана хăйĕнпе пулса иртнĕ пĕр историе час-часах аса илсе каласа паратчĕ. 1920 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл хăйĕн 2 лашине вăрман хĕрне курăк çиме ярать. Вăхăт иртсен кайса пăхать те - пĕр лаши çук. Шырасан та тупаймаççĕ вĕсем лашана...

Кукаçи Кирилл Гордеев Сурăм вăрманĕ хĕрринче 2 гектар çĕр çинче сад ĕрчетнĕ. Çакăнтах вăл хăйĕн вăйĕпе икĕ хутлă пÿрт лартнă. Аялти хутĕнче улма-çырла упрамалли путвал тытнă. Çуртпа юнашар пулă ĕрчетмелли кÿлли те пулнă. Хальхи вăхăтрипе танлаштарсан, çĕр çинче чăн хуçалла - фермер пек - ĕçлесе пурăннă. Хăйĕн çĕрĕ çинче вăл тĕрлĕ улмуççи, çырла тата ытти çимĕç ÿстернĕ. Çавăнпах пурнăçне саплаштарса, аталантарса пынă. Пухса илнĕ улма-çырлана лавсем тара тытса тĕрлĕрен хуласене ăсатнă.

Йĕркеленнĕ пурнăçа революци татнă. Вăл чăвашсене те хумхантарнă. Совет влаçне хирĕç тăшман туса кулак ятне парса чылай çирĕп хуçалăха аркатнă. Манăн кукаçие те халăх тăшманĕ тесе арестленĕ. 1921 çулта ăна персе пăрахнă.

Пурнăç çулĕ тĕрлĕрен çаврăнса тухать. Вăрнар районĕнчи Калинино çăви çинче кукаçие персе пăрахнине манăн асатте те курнă. Вăл вăхăтра вĕсем хăталлă пулман. Кун пирки вĕсем шутлама та пултарайман.

Манăн анне Анна Кирилловна ашшĕне персе пăрахсан 2 уйăхран (çу уйăхĕнче) çуралнă. Кирилл Гордеев садĕнче тара тытса ĕçлеттернĕ лавçăсенчен пĕри пирĕн асаттен лашисене вăрланă пулнă. Асатте лашана нумай шырать, чылай пасарта пулать, анчах лаша çук та çук.

Çуркунне вăл Çĕрпÿ пасарне çитет, лашасем тăратнă вырăнта хăйĕн лашисене пăхса çÿрет. Сасартăк пĕр юлан ут кĕçенсе илет. Асатте унта пăхать те хăйĕн лашине тÿрех палласа илет. Тĕрĕслĕхе çиеле кăларма вăл йĕрке хуралçине пĕлтерет, хăйĕнпе пулса иртнĕ ĕçпе паллаштарать. Йĕрке хуралçи иккĕленĕве сирме хĕрарăма лавпа пĕрле асатте ялне Тури Панклине илсе килет. Ял хапхи патне çитсен вĕсем лава çынсăрах яла кĕртсе яраççĕ. Йĕрке хуралçи çапла калать:

- Лаша асаттен пулсан - унăн килĕ умне çитсе чарăнать. Урăхла пулсан - Мирон Тимофеев суять.

Лару-тăру вара Тури Панкли çынни тĕрĕс пулнине çиеле кăларать. Хуçасăр лав асаттен кил хапхи патнех кайса чарăнать.

Пĕтĕмлетÿ паллă. Вăрă-хĕре йĕрке хуралçи каялла Çĕрпÿ хулине лартса каять. Суд туса ăна лаша вăрланăшăн çичĕ çуллăха тĕрмене хупаççĕ...

Вăхăт иртнĕ май хĕр тĕрмерен тухать, яла таврăнса качча каять, çемье çавăрса ача-пăча çуратать. Çулсем иртсен пĕр ывăлĕ - 1927 çулта çуралнă Сытов Николай Иванович - Шупашкара ĕçе вырнаçать. Кăшт вăхăт иртсен хайхискер манăн асаттен хĕрне Фаинăна тĕл пулать. Çамрăксем хушшинче çуралнă килĕшÿ-юрату кĕçех çĕнĕ çемье йĕркелет. Хайхискерсем хулара çурт лартаççĕ те çĕнĕ пÿрт ĕçкине тăванĕсене чĕнеççĕ.

Пирĕн маçак та лаша кÿлсе мана, 9 çулхи мăнукне, хулана лартса каять. Вĕсен çурчĕ хула хĕрринче вырнаçнăччĕ. Асатте лашана тăварса симĕс курăк çине вĕренлерĕ. Çĕнĕ çуртран пĕр палламан хĕрарăм тухса пире сывлăх сунчĕ, хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ку хĕрарăм асаттен тăхлачи иккен. Вăл лашана вăрăсем вăрласа каясран тесе сарайне хупма ыйтрĕ, анчах асатте килĕшмерĕ.

- Эпĕ лаша çухатса курса. Çĕрпÿ хулин пасарĕнче тупса, - тесе пуплерĕ.

Хĕрарăмăн та хуравĕ пулчĕ:

- Эпĕ 30 çул каялла лаша вăрласа 7 çул тĕрмере те ларса тухрăм, - терĕ вăл.

Çак калаçу хыççăн вĕсем 30 çул каялла хăйсем епле тĕл пулнине аса илчĕç, пĕр-пĕринчен каçару ыйтрĕç.

Ĕненмелле те мар, анчах 30 çул иртнĕ хыççăн лаша вăррин ывăлĕпе манăн асаттен хĕрĕ çемье çавăрса пурăнма пуçларĕç. Вăт çапла вĕçленчĕ Çĕрпÿ пасарĕнчи тĕл пулу.

И. ЯКОВЛЕВ çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика