Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук виçи - кадастр хакне кура

28 октября 2015 г.

 

Чăваш Енре уйрăм çынсен пурлăхĕшĕн тÿлемелли налук базине палăртнă чухне кадастр хакне шута илессине пурнăçа кĕртмелли пĕрлехи тапхăра палăртнă. Ку вăл - 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса. Çакă вăл мĕне пĕлтерет-ха; Апла пулсан 2017 çулта граждансем хăйсен харпăрлăхĕнчи хваттершĕн е пурăнмалли çуртшăн тÿлемелли налук уведомленийĕсенче кăтартнă суммăсем унчченхинчен самай пысăкрах пулĕç.

Çавна май çĕнĕлĕх чылай ыйту çуратать: мĕн вăл кадастр хакĕ, ăна мĕнле шутласа палăртаççĕ, куçман пурлăхăн кадастр хакне кам палăртать, вăл ытлашши пысăк пек туйăнать пулсан ăна çĕнĕрен шутласа пăхма май çук-и; Ку ыйтусем çине Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна РАСКОЛОВА туллин хуравлама кăмăл турĕ.

- Çуртăн е хваттерĕн кадастр хакне кам тата епле майпа палăртать-ха?

- Çĕр участокĕсен тата капиталлă строительство объекчĕсен (хваттерсем, пурăнмалли çуртсем, туса пĕтермен строительство объекчĕсем) кадастр хакне патшалăх кадастр хаклавне ирттернĕ май палăртаççĕ.

Ку ĕçе торг ирттернĕ май çĕнтернĕ хаклавçă (оценщик) пурнăçлать. Пирĕн республика территорийĕнче кадастр хаклавне ирттересси пирки йышăнăва Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕ тăвать.

Ытларах чухне çак ĕçе массăллă майпа ирттереççĕ. Урăхла каласан, хаклавçă кашни объекта уйрăммăн тишкермест, пĕрлехи хаклав мелĕсемпе усă курать.

Хаклавçă хăйĕн ĕç итогĕсене отчет мелĕпе туса хатĕрлет те пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитетне тăратать, кайран вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетет. Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн сведенисене Кадастр палати куçман пурлăх кадастрне кĕртет.

- Объектсен кадастр хакне çĕнĕрен палăртассине миçе çул урлă туса ирттереççĕ?

- Саккунпа килĕшÿллĕн çак ĕçе пилĕк çултан кая юлмасăр тата виçĕ çултан ытлашши мар тапхăрта пĕр хут туса ирттерме тивĕç. Пирĕн республикăра ку ĕçе пилĕк çулта пĕрре ирттереççĕ.

Ял территорийĕсенчи çĕр участокĕсен, промышленноç çĕрĕсен тата ятарлă пĕлтерĕшлĕ ытти çĕрсен, çавăн пекех уйрăмах сыхлакан территорисемпе объектсен çĕрĕсен кадастр хаклавне республикăра 2013 çулта ирттернĕ. 2014 çулта вара сад, пахча тата дача участокĕсен çĕрĕсен хакĕсене çĕнĕрен палăртнă. Кăçал ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ытти çĕрсен хакĕсене çĕнĕрен палăртаççĕ. 2012 çулта республикăра капиталлă строительство объекчĕсен кадастр хаклавне ирттернĕ пулнă.

- Кадастр хаклавне ирттерни мĕн тума кирлĕ-ха?

- Кадастр хакне кура çĕр участокĕсен налукĕн виçине палăртаççĕ. Уйрăм тĕслĕхсенче кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсем çĕр участокĕсене сутăн илнĕ чухне кирлĕ, çавăн пекех аренда тÿлевĕн виçине палăртма та. Çавăн пекех кăçалхи март уйăхĕнчен тытăнса çĕр хутшăнăвĕсен сферинче право йĕркине пăснăшăн штраф панă чухне шăпах çĕр участокĕн кадастр хакне шута илеççĕ те.

Çурт-йĕрĕн кадастр хаклавне те налук хурассин тĕллевĕпех ирттернĕ. Паянхи кунччен граждансен пурлăхĕнчен илекен налук виçине палăртнă чухне унăн инвентаризаци хакне шута илнĕ пулнă. Анчах та кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин çĕнĕ саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм çынсен пурлăхĕнчен налук илнĕ чухне куçман пурлăхăн кадастр хакне шута илме пуçăнаççĕ. Апла пулсан çурт-йĕрĕн кадастр хакĕн виçи пулас налук виçи çине тÿрремĕнех витĕм кÿрет.

- Харпăр хăйĕн çĕр участокĕн, пурăнмалли çурчĕн е хваттерĕн хакне ăçта пĕлме май пур-ши?

- Хăвăрăн куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакне пĕлес тесен Кадастр палатинче кадастр хакĕн справкине ыйтса илме пулать. Справкăна Кадастр палатин тĕп аппаратĕнче те (Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 37-мĕш çурт), районсенчи уйрăмсенче те илме май пур. Ку ыйтупа нумай функциллĕ центрсене те пыма пултаратăр. Справкăна кирек ăçта та тÿлевсĕрех параççĕ.

Куçман пурлăхăн хакне çавăн пекех килтен тухмасăрах Росреестрăн порталĕнче те (www.rosreestr.ru) пĕлме пулать.

- Енчен те гражданин хăйĕн куçман пурлăхĕн хакне ытлашши пысăклатса кăтартнă тесе шутлать пулсан, тĕрĕслĕхе вăл ăçта тупма пултарать?

- Паллах, суд урлă. Çавăн пекех Росреестрăн управленийĕ çумĕнче кадастр хакне палăртассипе çыхăннă тавлашуллă самантсене татса парассипе ятарлă комисси ĕçлет. Заявленисене унта та йышăнаççĕ.

- Комиссие мĕнле документсем тăратмалла пулать-ха?

- Комиссие кадастр хакĕ пирки справка, куçман пурлăх объекчĕн харпăрлăхне çирĕплетекен справка (сутнин-туяннин килĕшĕвĕ, аренда килĕшĕвĕ е ытти) е унăн нотариус çирĕплетнĕ копине илсе пырас пулать.

- Куçман пурлăх объекчĕн кадастр хакне палăртнă чухне усă курнă тĕрĕс мар сведенисем шутне мĕнлисем кĕме пултараççĕ-ха?

- Объектăн кадастр хакне палăртнă чухне хаклавçă Кадастр палати куçман пурлăх кадастрĕнчен тăратнă сведенисемпе усă курать. Сăмахран, капиталлă строительство объекчĕ пирки калас пулсан, лаптăк, стенасене мĕнрен тунине шута илет. Çĕр участокĕсене хакланă чухне çĕрпе мĕнле тĕллевпе усă курасси тата унăн лаптăкĕ пирки сведенисем тĕп вырăнта.

Çапла вара куçман пурлăх кадастрĕнче пĕр йышши сведенисем, хаклавçă вара урăх йышши сведенисемпе усă курнă пулсан, сведенисем тĕрĕс мар шутланаççĕ. Акă çĕр участокне кадастр учетне тăратнă чухне "сад ĕрчетме" тесе палăртнă, хаклавçă вара ăна магазин тума тесе кăтартнă тейĕпĕр. Е тата çуртăн стенисем кирпĕчрен тесе кăтартнă, тĕрĕссипе вара вĕсем йывăçран иккен.

- Рынок отчетне тата тата эксперт заключенине кам хатĕрлет?

- Кадастр хакĕ пирки тавлашуллă саманта татса пама куçман пурлăхăн рынок хаклавне кирек епле хаклавçă та ирттерме пултарать. Вăл уйрăм предприниматель те, организацире ĕçлекен те пулма пултарать. Эксперт пĕтĕмлетĕвне хаклавçăсен хăйне хăй йĕркелекен организацийĕн эксперчĕ (е эксперчĕсем) хатĕрлет.

- Комисси кадастр хакне çĕнĕрен пăхса тухма килĕшмесен те пултарать-и?

- Паллах, ку вăл конкретлă тĕслĕхрен килет. Гражданин объект пирки чăнлăхпа пĕр килмен сведенисем те тăратма пултарать вĕт-ха.

- Кадастр хакне çĕнĕрен палăртнă пулсан, налук виçине палăртма çĕнĕ даннăйсемпе хăçантан усă курма пуçăнĕç-ха?

- Саккунпа килĕшÿллĕн кадастр хакĕ пирки комисси хăш çул йышăну тунă, çав çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсемпе усă курĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика