28 октября 2015 г.
Нумаях пулмасть "Кириллов вулавĕсем" ятпа Очăкассинче уяв каçĕ иртрĕ. Ăна Литература çулталăкне тата асăннă ял чиркĕвĕнче 1905-1917 çулсенче ĕçленĕ пачăшкă тата Октябрьти революциччен чи нумай пичетленнĕ чăваш сăвăçин Тарас Кирилловăн пултарулăхне халалларĕç.
Т. Кириллов 1880 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе - 24-мĕшĕнче) Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралнă. 1892 çулта Мăн Шетмĕри пуçламăш шкулта, ун хыççăн Шупашкар районĕнчи Ишекри 2 класлă шкулта вĕреннĕ. 1899 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрнери прихут училищинче, 1901-1903 çулсенче Шăхасанти 2 класлă шкулта учительте ĕçленĕ.
1903 çулта Т. Кириллов Хусанти миссионерсен курсне вĕренме кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн 1905-1917 çулсенче Муркаш районĕнчи Очăкассинчи чиркÿре пуп пулса ĕçленĕ, Çотойĕнчи (Çатракасси) чиркÿре те тĕн саккунĕсене вĕрентнĕ.
1918 çултанпа Чулхула облаçĕнчи Лысая Гора поселокри шкулта ачасене вĕрентнĕ, ял Совечĕн секретарĕнче тимленĕ, килте хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1921 çулхи выçлăх вăхăтĕнче ÿпке чирĕпе чирлесе ноябрĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.
Т. Кириллов тĕн ĕçĕпе ĕçленĕрен хăй вăхăтĕнче ăна асрăхасах та кайман. Анчах та вăл халăх хушшинче тĕне сарассинчен ытла халăха çутта кăларас енĕпе тимлесе ĕçленĕ. Н. Никольский пулăшса пынипе 1905 çулта хăйĕн малтанхи поэмисене - "Тырă пулнă çул", "Пулăшăр" ятлисене пичетлесе кăларать. 1911 çулта "1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем", "Эрех этем ĕмĕрне кĕскетет" поэмăсем кун çути кураççĕ. 1912 çулта "Хресчен хăйĕн çинчен хывнă юрăсем", каярах ыттисем те пичетленсе тухаççĕ.
Уяв кунĕнче Очăкасси Богоявлени чиркĕвĕнче Т. Кириллов ячĕпе литурги иртрĕ. Чиркÿпе юнашарах вырнаçнă ял клубĕнче Т. Кириллов пултарулăхне халалланă каç та интереслĕ пулчĕ. Пачăшкă-поэт ĕçне пĕлекен, тĕпчекен ăслăлăх çыннисем: "Хыпар" хаçат редакторĕнче тăрăшнă А. Леонтьев, Чăваш Республикин халăх академийĕн президенчĕ Е. Ерагин, Муркаш районĕн ентешлĕхĕн пуçлăхĕ А. Федотов, Н. Пантелеймонов таврапĕлÿçĕ тата ыттисем пухăннă халăха халиччен пичетре пулман информаципе тĕплĕн паллаштарчĕç.
Т. Кирилловăн поэмисемпе сăввисене сцена çинче Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсем тата Красноармейски районĕнчи Пикшик шкулĕн ачисем вуларĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Т. Кирилловăн Çеçмерти тăванĕсемпе пĕрле Очăкасси ял библиотекин хастарĕсем сăвă-юрăпа уява хăтлăх кĕртрĕç.
Т. Кириллова асăнса халалланă каçа йĕркелесе ертсе пыраканĕ Л. Морозов таврапĕлÿçĕ пулчĕ, вăл Красноармейски районĕнчи музей ертÿçипе В. Серафимовпа тачă çыхăнса ĕçлерĕ.
Ф. Матвеева.