Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăматă та йăвалать, Интернетра та "ларать"

31 октября 2015 г.

 

Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Якаткассинче пурăнакан Всеволод Колосьева паян, çамрăксем ялта юлман чухне, ял хуралĕ теме те пулать.

Çак ялтах çуралнă, ÿснĕ вăл. Мăшăрланнă - Турă çырнине те çак ялтах тупнă. Çавăнпах пулĕ Всеволод Яковлевич пирки сăмах пуçарсан, мăшăрĕ, Агния Димитриевна: "Ялтан тухса курмарăмăр", - тет. Ял çынни хăш-пĕр чух канма мар, сывлама та вăхăт çук тесе каланине пурте лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Всеволод Яковлевич - чăн-чăн ĕç çынни. Малтанах юнашар вырнаçнă Çуткÿл ялĕнчи фермăна ертсе пынă. Ун чух çак икĕ ял "Восход" колхоза кĕнĕ. Кайран ĕç ĕмĕрне Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра ирттернĕ. Бригадирта тăрăшнă, çав вăхăтрах профкомри, парткомри ĕçсене те пурнăçланă.

Вăл бригадирта ĕçленĕ тапхăрта Якаткассинче шыв кĕртес, хыççăн çут çанталăк газне кĕртес ĕçсене пуçăннă. Кайран ялта çул сарнă. Ялĕ пĕчĕк пулнăран кашни ĕçе тытăнмассерен пăтăрмахсем тухнă.

Акă юнашар ялсене газ кĕртме проектсем туса хатĕрленĕ, анчах та таçта "çÿлте", Якаткасси ялне "безперспективная деревня" тесе шутланăран, газ кĕртмесен те пурăнĕç тесе шутланă мĕн. Капла май çук-ха тесе, Всеволод Яковлевич çине тăмаллах тесе шухăшланă. Шухăшланă та, мăшăрĕпе иккĕшĕ юнашар вырнаçнă Анаткас Апашран пăрăхсене Якаткассине те çитерме май пуррине "шухăшласа тупнă". Ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлĕ. Ял халăхне укçа пухмалли пирки ăнлантарнă. Документсем пухса кирлĕ инстанцисенчи алăксене миçе хут уçман пулĕ вăл; Пурпĕр тĕрлĕрен калаçакан пулнă... Паян вара Якаткассисем те газпа ăшăнаççĕ.

Колхоз "пурăннă" вăхăтра нумай ĕçе ялти çынсем бригадир пулăшнипе тума хăнăхнă. Хальхи вăхăтра та пулăшу кирлĕ пулсан ялти çынсем Всеволод Яковлевич патне васкаççĕ.

- Çавăнпа пирĕн килте яланах хăна пур, - тет унăн мăшăрĕ.

Алă усса ларма хăнăхман ĕç çынни: мотоблокпа çĕр çинче ĕçлет. Çакна валли тĕрлĕ агрегат туяннă. Колосьевсен килĕнче малтанхи ăрусем те пыл хурчĕсем усранă. Ку ĕçе ашшĕнчен вĕреннĕ Всеволод Яковлевич халĕ Игорь ывăлне хăнăхтарса пырать. Кил хуçалăхĕнче вĕсен выльăх-чĕрлĕхĕ те нумай, сад-пахчи те пуян.

Пурне те пулăшать, никампа та вăрçмасть, хирĕçмест Всеволод Яковлевич. Кирлĕ пулсан çăматă та йăвалать, çĕннине пĕлес тесе Интернетра та "ларать". Ялта пĕччен пурăнакан аппăшне те пăхать вăл. Пушă пÿртсене те хураллать - хăшĕсем çу вăхăтĕнче кăна кунта пурăннăран ытти вăхăтра Всеволод Яковлевичран пулăшу ыйтаççĕ.

Икĕ хĕрпе ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем мăшăрĕпе пĕрле. Пурте çемьеллĕ. Килте ашшĕ ĕçне малалла тăсакан Игорь мăшăрĕпе пĕрле Муркашрах ĕçлеççĕ, Светлана хĕрĕ педагогика ĕçне суйласа илнĕ, Рита хĕрĕ - медицинăна. Пилĕк мăнукĕ вара юратнă çыннисене савăнтарсах тăраççĕ.

Сăпайлă та ĕçчен, хăйĕн тăван ялне юратакан, унăн аталанăвĕшĕн чылай тăрăшнă Всеволод Яковлевичăн паян шăпах юбилей. Вăл 65 çул тултарать. Ăна ачисемпе мăнукĕсем кăна мар, ял-йыш саламлассинчен те иккĕленме кирлĕ мар.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика