31 октября 2015 г.
Октябрĕн 29-мĕшĕнче кашни çулах инсульта хирĕç кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Çакă ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен инсульт нумай чухне çын вилнин сăлтавĕ пулса тăрать.
Мĕн-ха вăл инсульт? Унран асăрханмалли майсем пур-и? Кун пирки Муркашри район тĕп больницин невролог врачĕ Валериан Васильев каласа пачĕ:
Пуç мимине юн пыма пăрахсан çыннăн инсульт пулать. Юн пыма пăрахасси артери хупланса ларнăран е юн тымарĕ татăлса унран юн юхса тухнипе, çапла май нерв клеткисене япăхтарнипе е вĕлернипе пулать. Пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлать, çав вăхăтрах миме тĕртĕмĕ те, унăн функцийĕсем те пăсăлаççĕ. Çак паллăсене шута хурса ишеми инсультне тата геммораги инсультне уйăраççĕ.
Инсульт мĕнле сăлтавсене пула пулать-ха; Сăлтавĕсене те икĕ пая уйăрма пулать. Пĕрремĕш ушкăна çын витĕм кÿме пултарайманнисем (хĕрарăм е арçын пулни, çул ÿсĕмĕ, несĕл), иккĕмĕшне - витĕм кÿме пултарнисем кĕреççĕ (артери гипертензийĕ, холестерин пысăк шайра пулни, сахăр диабечĕ, чĕре чирĕсем, эрех ĕçни тата пирус туртни, кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни, стресс, тĕрĕс мар апатланни, хускану сахал туни).
Инсульт пулнине мĕнле пĕлме пулать; Çыннăн пичĕ чалăшать, чĕлхи çыхланать, кĕлеткен пĕр енĕ, аллипе ури нимĕн те туймаççĕ е вĕсен туйăмлăхĕ чакать, хусканусене тĕрĕс тума пултараймасть, пуçĕ çаврăнать, тăнне çухатать. Инсульт пулнине пĕлме çынна кулса кăтартма, калаçма тата икĕ аллине те çĕклеме ыйтмалла. Çак тестпа инсульт пулнине кирек кам та палăртма пултарать. Тестри пĕр ĕçе те пулин çын пурнăçлаймасть пулсан, çийĕнчех васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнмелле.
Инсульт пулассинчен маларах асăннă çын витĕм кÿме пултаракан сăлтавсене пĕтерсе пырсан, апла пулсан сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, асăрханма пулать. Çакă инсульт пулассине 70-75 процент таранах чакарать.