Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна уçса калаçма

31 октября 2015 г.

 

Кăçалхи август уйăхĕнчен пуçласа районти тĕп больницăра психолог ĕçлеме тытăнчĕ. Любовь Ярдыкова (сăн ÿкерчĕкре) - 1 категориллĕ медик-психолог. Психологири ĕç стажĕ 10 çул ĕнтĕ, çавăнпах унăн ĕç опычĕ те пуян.

Мĕнле пулăшу парать-ха психолог; Пулăшăвăн тĕп енĕ профилактикăпа çыхăннă. Сывлăхлă çынна та пулăшу кирлĕ, вăл хăй çакна пур чухне те ăнкарсах каймасть пулсан та. Çапла вара Любовь Михайловна ĕçлеме пултараслăха лайăх шайра тытса тăма, ывăнса çитессине, лăпкă мар лару-тăруран тухма, стреса çĕнтерме, çемьери ыйтусене татса пама, психика тĕлĕшĕнчен тимлесе ĕçлеме тивекенсене ĕçри йывăрлăха çĕнтерсе пыма та пулăшать.

Хăш-пĕр чирпе чирленĕ вăхăтра та унăн пулăшăвĕ вырăнлă. Сăмахран, аллерги дерматичĕпе, сахăр диабечĕпе, астмăпа, вăраха кайнă хăш-пĕр чирсемпе аптăракансене те пулăшупа тивĕçтерет.

Сиенлĕ йăласенчен (эрехе, апат-çимĕçе пăхăнасси, выляс туртăм ытла та вăйлă пулни тата ыт. те) хăтăлас шухăш пуррисем психолог сĕнÿ-канашне шута илсен, вĕсенчен çăмăлраххăн хăтăлма пултарĕç.

Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусем пур чухне те лайăх пулмаççĕ. Психолог пулăшăвĕ кунта та вырăнлă. Кунсăр пуçне вăл ачасен психика тĕлĕшĕнчи сывлăхне те, вĕсене мĕнле професси кирлине те палăртма пулăшать.

Хăшĕсене тата операци, инсульт е инфаркт чăтса ирттернĕ хыççăн психолог пулăшăвĕ кирлĕ - Любовь Михайловна вĕсемпе те ĕçлет.

2012 çултанпа хĕрарăмсен консультацине аборт ыйтăвĕпе пыракансен ЧР Сывлăх сыхлав министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн психолог тĕрĕслевне тухмалла. Любовь Михайловна вĕсене йышăнать, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе те, малашлăхра ача амăшĕ пулакан хĕрсемпе те тимлет.

Республикăра шанчăклăх телефонĕ ĕçленине те каласа хăвармалла. Унăн номерĕ:8-800-100-49-94, ачасем валли - 8-800-2000-122. Талăкĕпех тÿлевсĕр тата аноним мелĕпе шăнкăравласа пулăшу ыйтма май пур. Çапах та районти тĕп больницăри поликлиникăра психолог-медик пуррипе усă курсан лайăхрах, унпа тĕрлĕ ыйтупа куçа-куçăн чуна уçса калаçма пулать.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика