Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн мучие те айăпсăр айăпланă

31 октября 2015 г.

 

Политика репрессийĕн тĕпсĕр авăрне манăн мучи те çакланнă. Вăл - Павел Макарович Макаров, Исетерккĕ ялĕнче 1906 çулта çуралнă, манăн аттен, Лаврентий Макаровичăн, пиччĕшĕ пулать. Вĕсем йышлă ачаллă çемьере çитĕннĕ.

Манăн маçака Макар Тарасов тесе чĕнеççĕ. Вăл 20 çул тултарсан 16 çулхи Кĕртекасси хĕрĕпе Перасковия Кузьминапа (КПСС обкомĕн 1-мĕш секретарĕнче ĕçленĕ Александр Петрович Петров йăх таврашĕнчен) 1889 çулта çемье çавăрнă. Маçакпа мамакăн 11 ача çуралнă - Савин, Иван, Перасковья, Ирина, Анна, Емельян, Павел, манăн атте Лаврентий, Екатерина, Карп, Фекла. Анчах та тăваттăшĕн кун-çулĕ питĕ кĕске пулнă. Вĕсем кĕçĕн çулта чухне тĕрлĕ чире пула ир çĕре кĕнĕ, ытларах вар-хырăм чирĕпе нушаланнă. Паллах, хальхи вăхăтшăн вăл чир-чĕр йывăр шутланмасть. Ун чухне вара больници те таçта пулнă.

Революци хыççăн, 20 - 30-мĕш çулсенче тата каярах та, Сталин виличченех çĕршывра миллион-миллион çын политика репрессийĕсенче нушаланнă. Чылайăшне ним айăпсăр асаплантарнă, тытса кайнисен ытларах пайĕ каялла таврăнайман. Çурçĕрти тата çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчи районсенче вĕсем шăн çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Репрессисене халăхăн пур сийĕ те çакланнă: пуяннисем, чухăннисем, революционерсем, большевиксем. Нумайăшĕ суя сăмаха пула çав серепене лекнĕ. Вăл вăхăтра пĕр Сталин çеç ним айăпсăр шутланнă пулĕ.

Акă Турра чăн-чăн ĕненекенсем те ыттисем пекех çав серепене çакланнă. Мĕн чухлĕ чиркÿ аркатнă вĕт вăл тапхăрта. Кама чăрмантарнă-ши   чиркĕвĕн хитре çурчĕсем; Паллах, вăл вăхăтра Турра ĕненме чарасшăн пулнă, ун вырăнне вара Сталина çеç ĕненмелле пулнă. Мана çак шухăш мучи репрессие лекнине пĕлнĕ хыççăн пĕрмаях пăшăрхантарчĕ. Мĕнле майпа вăл лагере çакланнă-ха; Мĕншĕн унăн çавăн пек нушана чăтса ирттермелле пулнă; Çак ыйтусен хуравне тупас тесе эпĕ иртнĕ хĕл патшалăх архивĕнчи документсемпе паллашма май тупрăм.

Ĕçĕ çапларах пулса иртнĕ. Революци хыççăн 1923 çулта Совет Союзĕнче чиркÿ икĕ енне пайланнă: пĕр пайĕ - чăн-чăн православи чиркĕвĕ - Тихон патриарх çунаттийĕ, тепри - Совет влаçне майлă çунат. Чăн православи тĕнне ĕненекенсем Совет чиркĕвне çÿреме пăрахнă. Вĕсем вара хамăр ялтах тепĕр чăн-чăн ĕненекен çын патĕнче - Николай Кондратьев килĕнче - пухăнма пуçланă. Вĕсем 14 çын таран пулнă. Унта Турă кĕнекисене вуланă. Николай Кондратьев ушкăнне пирĕн мучи 1926 çулта хутшăнма пуçланă. Мучи ун чухне 20 çулта кăна пулнă. Çĕвĕç ĕçне пĕлнĕ май вăл унта çипуç çĕлесе пама кайнă. Кайран вара час-часах Турă кĕнекисене вулама çÿренĕ. Çавăнта тăтăшах пухăнакансене хăшĕ-пĕрисем "сектантсем" тенĕ. Вĕсем Совет влаçне хирĕç ĕçсем тăваççĕ имĕш. Çав хăшĕ-пĕрисем, "ырă сунакансем", тивĕçлĕ çĕре, Шупашкарти ОГПУ-н пайне (объединенное государственное политическое управление) çитернĕ. Хыççăнах ОГПУ-н чăвашри пайĕн яланхи уполномоченнăйĕ С. Никитин допрос тума çитнĕ. Ку ĕç 1928 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пулнă. Ку тĕлĕшпе 191-мĕш номерлĕ ĕç пуçарнă. Маларах асăннă 14 çынна следстви витĕр кăларнă. Вăл вăхăтра, 1937-мĕш çулти пекех, ытла хăрушă тапхăр пуçланман, пурне те тÿрех тытса кайман тата персе пăрахман. Ытларах пайне тăванĕсем "под свой личный контроль" тесе алă пусса илсе ирĕке кăларнă. Турра кĕл тума малтанхи пек вăл ушкăнпа тĕл пулман. Çак ушкăнри икĕ çынна - Павел Макарова тата Татьяна Даниловăна - малтанлăха Шупашкар тĕрмине тытса кайса хупнă. Вĕсем иккĕшĕ те Христос вĕрентĕвне нихăçан та пăрахманнине, Турра хирĕçле влаçпа нихăçан та килĕшменнине пĕлтернĕ. Акă допрос тунин икĕ сыпăкне илсе кăтартам: "Допрос 14 февраля 1928 г. Макарова Павла, грамотного, крестьянина середняка.

Вопрос: Когда вы присоединились к сектантам, отказывающимся от Сов. власти и каким образом возникла эта секта в вашей деревне?

Ответ: Я ни к какой секте не принадлежу и не знаю, кто такие сектанты. Отказался я от Сов. власти давно, т.е. когда она началась. Причиной отказа было следующее:

- Сов. власть с первых дней своего существования стала идти против Христова учения;

- стала преследовать верующих православных;

- закрыла ряд монастырей и церквей;

- подчинила своему безбожному закону всех попов, тем самым потеряли истинный святой дух, который раньше обитал в церквах божьих.

На вопрос буду ли я подчиняться когда либо законам этой власти, скажу, что я не намерен никогда подчиняться постановлениям этой власти ...".

"На допросе 13 февраля 1928 г. обвиняемая гр. д. Изедеркино, 48 лет, крестьянка, вдова, владелица 2-х ветряных мельниц, зажиточная Данилова Татьяна заявила:  

«Я отказываюсь* т.е. вернее я ненавидела Сов. власть еще со дня ее существования. Я все время ждала , что когда-нибудь придет царь, ненавижу потому, что она меня разорила до ниточки. Отобрали у меня 3 мельницы, одну водяную, две ветряные. Будь она Сов. власть проклята, пусть она провалится в землю. Подчиняться Сов. власти я не буду никогда. Больше говорить с Вами не буду, больше ничего не спрашивайте».

Кун пек сăмахсемшĕн ОГПУ çыннисем мĕнле тытса ан кайччăр-ха? Сăмах май, Татьяна Данилова кам тăванĕ пулнине те пĕлме май килчĕ. Вăл пурте пĕлекен Олимп чемпионкин Валентина Егоровăн ватă асламăшĕ пулнă.

Пирĕн ялсем, Турра ĕненекенсем, Элĕк районĕнчи Ефим ятлă манахпа çыхăну тытнă. Вăл Анатри Юлăш ялĕ патĕнче пысăк мăнастир уçма шутланă. Çак ĕç валли Ефим Никитин хыснаран 6 пин тенкĕ таран укçа ыйтса илме пултарнă. Халăхран 12000 тенкĕ пуçтарнă. Мăнастире 1901 çулта тума пуçланă. 1917 çулхине вара вĕçлеме палăртнă. Пурăнмалли пысăк 22 çурт тата чиркÿ çурчĕ тунă. Революци хыççăн вăл çуртсене йăлтах пăсса шкулсем тума турттарса кайнă.

Шупашкар тĕрминче манăн мучи Ефим манахпа пĕрле ларнă. 1928 çулхи майăн 18-мĕшĕнче ОГПУ коллеги ларăвĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Ефим Никитина Казахстана яма йышăннă. Чăваш Республикинче вăл вăхăтра çавăн пек 9 çынна концлагере 3 çуллăх яма йышăннă. Вăл шутра Павел Макаровпа Татьяна Данилова та пулнă. Анчах та çав вăхăтра 68 çулхи Ефим Никитин йывăр чирленипе вилсе кайнă. Ыттисене Архангельск облаçĕнчи Кемь хулинчи Соловки концлагерьне ăсатнă. Вĕсене РСФСР УК 58 статйипе (контрреволюционные преступления) айăпланă. Тĕрĕссипе вара ун чухне ытларах пайне çак статья шăпи лекнĕ. Çав çулсенче ку енĕпе айăпа кĕнисене 100 пин ытла çынна персе пăрахнă.

Çав виçĕ çула ларса тухнă тĕле вара вĕсем валли тепĕр постановлени хатĕрленĕ. Ун хыççăнхи черетлĕ виçĕ çула çурçĕр тăрăхĕнче ирттермелле пулса тухнă. Вăл тапхăрта ирĕкрен хăтарнă çынсен ытларах пайĕн айăплав вăхăтне çапла тăсса пынă. Мучи Сталин вилмесĕр те лагерьсенчен тухайман, çĕршыва тÿлевсĕр ĕçлекен нумай кирлĕ пулнă вĕт çав вăхăтра. Çапла вăл тăван тăрăхран аякра 25 çул ирттернĕ. Хăш-пĕр документа ĕненес пулсан, çав çулсенче 25 çул таран 2 млн та 369 пин те 220 çын тĕрмесемпе лагерьсенче пулнă.   Киле мучи 1953 çулхине таврăнчĕ. Пирĕн кил картинче хăйне валли пĕчĕк çурт лартрĕ те мĕн виличченех çĕвĕçре тăрăшрĕ.

Çăмăл пулман унăн лагерьти пурнăçĕ. Соловки - Воркута - Магадан таран çитнĕ вăл. Çапах та, çавăн чухлĕ нушалланă пулин те, мучи тăван киле таврăнчĕ, 92 çула çитиччен пурăнма пултарчĕ. 1998 çулхине ăна юлашки çула ăсатрăмăр. Турра питĕ ĕненнĕ Павел мучие Турри те пулăшса пычĕ пулĕ. Лагерьсенче нуша курни пирки вара мучи аса илме юратмастчĕ, хăйĕн чун-чĕрине хумхантарас темен ĕнтĕ. Эпир вара, çамрăкрах пулнипе, ыйтса пĕлме именнĕ пулĕ.

1953 çулхине СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн "Об амнистии" Указĕ кун çути курнă. Унпа килĕшÿллĕн 1 миллион ытла çынна ирĕке кăларнă, 400 яхăн уголовлă ĕç производствине пăрахăçланă. Павел Макарова Чăваш Республика прокуратурин 1994 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе реабилитацилерĕç. Ĕмĕр-ĕмĕр асăмра пулччăр политика репрессийĕсене лекнĕ ним айăпсăр çынсем.

Александр Макаров.

Исетерккĕ ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика