31 октября 2015 г.
Малашне банксем, страхлакан компанисем тата нотариус кантурĕсем заявительсенчен Росреестрăн базинчи даннăйсене ыйтма тивĕç мар. Халĕ вĕсен куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнчи тата куçман пурлăх правин патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи сведенисене Росреестртан хăйсен ыйтса илес пулать.
2015 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн организацисен хăйсен клиенчĕсенчен çак информаци ресурсĕсенчен выпискăсем ыйтмалла мар. Сведенисене Интернет урлă электрон формипе илмелле пулать.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн регистрациленĕ правăсем пирки информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Андрей ПЕТРОВ кун пирки çапла ăнлантарса парать:
"Законодательствăри улшăну бизнесшăн тата граждансемшĕн куçман пурлăх сферинчи нумай юридици ĕçне-хĕлне самай ансатлатма май парать. Çакă чи малтанах ипотека килĕшĕвĕсем тăвасси, пая кĕрсе строительство ĕçĕсене хутшăнасси, еткерлĕх докуменчĕсене хатĕрлесси тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Электрон хутшăнăвĕ урлă информаци илессин вăхăчĕ 5 кунран иртмест".
Сведенисем ыйтса илессин йĕрки пирки тулли информацие Росреестрăн порталĕнче "Специалистам" тата "Нотариусам" пайсенче вырнаçтарнă. Сведенисем ыйтса илме ятарлă сервиссемпе усă курма май пур: "Получение сведений из ЕГРП", "Получение сведений из ГКН" тата "Запрос к информационному ресурсу ЕГРП".
Юридици пĕлтерĕшлĕ документа электрон мелпе ыйтса илме электрон мелпе алă пусни кирлĕ пулать.
Çак пĕтĕм ĕçе мĕнле йĕркелесси пирки "Буклеты" пайра "Электронные государственные услуги Росреестра" информаци буклетĕнче тупма май пур.
Сăмах май. Кăçал кăна патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчен сведенисем илме 129 пин ыйтăм пулнă. Росреестрăн порталĕ урлă кăçал 1444 ыйтăм, электрон хутшăнăвĕн системи урлă 56 пин ытла ыйтăм килнĕ. Федерацин информаци ресурсĕсемпе ытти регионсенчен йышăннă ыйтăмсем вара 250 пин ытла.