Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăнăва улăштарман

31 октября 2015 г.

 

РФ Административлă правосен нормисене пăснин кодексĔн 12.26 статйи.

Транспорт хатĕрĕн водителĕ ÿсĕр пулнипе пулманнине пĕлме медицина çирĕплетĕвне тума килĕшменни (2013 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи 196 номерлĕ федераци саккунĕн редакцийĕнче):

1. Полномочи пур должноçри çын транспорт хатĕрĕн водительне ÿсĕр пулнипе пулманнине пĕлме медицина çирĕплетĕвне тума саккунлă ыйтнине пурнăçламасан, енчен те çак хирĕçлевшĕн уголовлă наказани пăхса хуман пулсан, 30 пин тенкĕ таран штраф парса транспорт хатĕрĕпе çÿрес ирĕкрен 1 çул та 6 уйăхран пуçласа 2 çул таран хăтарма ирĕк пур (2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 528 номерлĕ федераци саккунĕн редакцийĕнче).

2. Полномочи пур должноçри çын транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк çук е çав ирĕкрен хăтарнă, анчах та транспорт хатĕрĕпе çула тухнă водителе ÿсĕр пулнипе пулманнине пĕлме медицина çирĕплетĕвне тума саккунлă ыйтнине пурнăçламанни, енчен те çак хирĕçлевшĕн уголовлă наказани пăхмса хуман пулсан,10-15 кун таран административлă арест е, Кодекспа килĕшÿллĕн арест пама май çук пулсан, 30 пин тенкĕ таран штраф пама ирĕк пур (2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 528 номерлĕ федераци саккунĕн редакцийĕнче).

Транспорт хатĕрĕпе çÿрекенĕн çул çинче яланах тимлĕ пулмалли каламасăр та паллă, çакна саккунсемпе те çирĕплетнĕ. Çапах та çул çинче кашни водитель яваплăха туйса çÿремест. Полномочи пур должноçри çын çул çинче водителе чарса медицина çирĕплетĕвне тума ыйтсан хирĕçлени те сайра-хутра кăна пулмасть. Ку вара саккуна хирĕç кайни пулать.

Акă пĕр тĕслĕх. Шетмĕпуçĕнче пурăнакан арçынна кăçал, мартăн 25-мĕшĕнче, Мускав - Епхÿ автоçул çинче Чулхула облаçĕнчи çул-йĕр патруль службин инспекторĕ чарать. Водителе сăнаса пăхнă май вăл ăна медицина çирĕплетĕвне тума ыйтать. Водитель килĕшмест. Çавăнпа та, йĕркепе килĕшÿллĕн, инспектор административлă производство пуçлать.

Çак лару-тăру тĕлĕшпе Муркаш районĕнчи 1 номерлĕ миравай суд участокĕн судйи ĕçе тишкернĕ хыççăн айăплав приговорне вуланă: 30 пин тенкĕлĕх административлă штраф пама тата 1 çул та 8 уйăхлăх транспортпа çÿреме ирĕк паракан правăран хăтарма йышăннă. Çак йышăнупа килĕшмесĕр айăпланнă арçын район судне ăна сăлтавсăр айăпланă тесе искпа тухать.

Çапла май ĕçе район сучĕ те тишкерчĕ. Пĕрремĕш инстанци сучĕ çирĕплетсе палăртнă тăрăх арçынна транспорт хатĕрĕпе çÿрес ирĕкрен хăтарнă пулнă. Сăлтавĕ - наркотик хутăшне йышăннă хыççăн руль умне ларса çула тухни. Çапла вара ун чухне водителе РФ Административлă правосен нормисене пăснин кодексĕн 19.3 статйин 1 пайĕнче çырса панипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарнă.

Черетлĕ ĕçе тишкернĕ чух вара суд арçын протокол çине хăй "от медосвидетельствования отказываюсь" тесе çырнине шута илмесĕр хăвармарĕ. Инспектор рапортра çак водитель маларах та медицина çирĕплетĕвне тума хирĕçленипе административлă явап тытнине, апла пулсан вăл наказани пирки пĕлнине çырса кăтартнă.

Полици сотрудникĕ ыйтнипе медицина çирĕплетĕвне тăвасси водителĕн тивĕçĕ шутланать. Ăна Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисен 2.3.2 пунктĕнче те кăтартнă.

Шăпах çак йĕркене пăснăшăн РФ Административлă правосен нормисене пăснин кодексĕн 12.26 статйин 1 пайĕнче явап тыттарассине çирĕплетнĕ.

Ĕçри мĕнпур материалпа тĕплĕн паллашнă, вĕсене тишкернĕ хыççăн район сучĕ Муркаш районĕн пĕрремĕш номерлĕ сучĕн йышăнăвне улăштармасăр хăварма йышăну турĕ.

А. Алексеева,

ЧР Муркаш район сучĕн судйи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика