31 октября 2015 г.
Паянхи кăларăмра Раççейри ялти чи лайăх 200 шкул йышне кĕме пултарнă Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пирки калаçăва малалла тăсатпăр. Шкулта воспитани ĕçне мĕнле йĕркелени пирки директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Надежда КАЗАКОВА каласа парать:
- Иртнĕ вĕренÿ çулĕ валли воспитани ĕçĕн планне хатĕрленĕ чухне эпир ачасен çул ÿсĕмĕн, ăс-тăн тата ÿт-пÿ аталанăвĕн майĕсене тата вĕсен интересĕсене шута илсе хатĕрлерĕмĕр. Çапла вара пирĕн ĕç планĕ тата класс ертÿçисем хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсен планĕсем çак енсене пĕрлештерчĕç: ăс-тăн, гражданин тата патриот, спортпа сывлăх, экологи, художествăпа эстетика. Çакăн пек структура йĕркелени шкулти пур ачана та класс тулашĕнчи ĕçе явăçтарма, ачана аталантарма май парать.
Шкулта ачасен хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кунта сывлăха сыхласси те, хăрушсăрлăх правилисене пĕлесси те кĕрет. ГИБДД сотрудникĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттернĕ, шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки тĕплĕнрех каласа пама республика инспекторне С. Аршинова та чĕннĕччĕ. Муркашри пушар чаçĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те вĕсем хутшăннипе тĕл пулусем, ятарлă занятисем пĕрре мар ирттернĕ.
Йĕркене пăсассинчен, психоактивлă хутăшсем йышăнасран асăрхаттару ĕçне те анлă йĕркелерĕмĕр. Ачасем шкула килнипе килменнине кашни кун тĕрĕслесе тăрасси йăлана кĕнĕ. Кунсăр пуçне çемьесене килĕсене тухса çÿретпĕр. Медицина ĕçченĕсем, полици сотрудникĕсем, прокуратура ĕçченĕсем пирĕн шкулта час-часах пулаççĕ.
Ачасене спорта явăçтарасси, çакна май вĕсене сывлăха çирĕплетме майсем туса парассипе пирĕн шкул лайăх ĕçленине районта кăна мар, республикăра та пĕлсе тăраççĕ. Çакна чылай ăмăртури малти вырăнсем кăтартса параççĕ.
Ачаран гражданин тата патриот пулса ÿстересси те пирĕн тивĕç тесе шутлатпăр. Çакна май шкулта вĕренекенсем патриотизм, гражданла позици пирки пуçламăш классенченех пĕлсе ÿсеççĕ. "Родина" çарпа патриот клубĕ пирки каламасăр иртме çук. В. Львов ертсе пынипе ачасем çулсеренех республикăра мала тухаççĕ.
Художество тата эстетика, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи воспитание те тĕрлĕ енлĕ пурнăçлатпăр. Ачасене харпăр хăйне йĕркеллĕ тытма тата илемлĕхе курма хăнăхтарасси - пирĕн тĕллевсенчен пĕри. Пирĕн шкулта виççĕмĕш çул ĕнтĕ "Ташлакан шкул" проект пурнăçланать. Массăллă ташăсен никĕсĕсемпе кашни ача паллашма пултарать. Шкулти "Вдохновение" хореографи ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе республикăра та палăрса тăрать.
Экологи воспитанине хамăр пурăнакан тăван тавралăха тирпейлĕ те илемлĕ тăвассипе çыхăнтаратпăр. Чылай акцие хутшăнатпăр.
Шкулти хăйтытăмлăх пĕрлешĕвĕнче тăни ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле хатĕрленсе пурнăçлама вĕрентет.
Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те шкул тачă çыхăнура ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕсен классенчи комитечĕсем, шкулти комитечĕ класс ертÿçисене пулăшсах тăраççĕ.
Çапла тĕрлĕ енлĕ тата пĕрле ĕçлени шкула аталанма, районти тата республикăри, çĕршыв шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсене тухма, çакна май ачасене лайăх воспитани пама та пулăшать пире. Шкул Раççейри 200 чи лайăх шкул йышне кĕни малашне те çак шая тытса тăма хистесех тăрĕ.
Н. Николаева.