31 октября 2015 г.
онĕнчи подразделенийĕн историйĕ 1998 çулта пуçланать. Ун чухне приставсен пайĕнче виçĕ çын ĕçленĕ. Малтанах суд приставĕ-исполнитель пулса Петр Суриков вăй хунă. Тĕрлĕ çулсенче коллектива Сергей Иванов, Евгений Скворцов, Вячеслав Уруков, Елена Иванова, Алексей Бочкарев, Сергей Герасимов ертсе пынă.
Хальхи вăхăтра коллектив ертÿçи - Александр Ильин. Коллектив çамрăк, ытларахăшĕн ĕç стажĕ 4 çула та çитмест. Кусем вĕсем суд приставĕ-исполнителĕсем Марина Макарова, Лариса Смирнова, Игорь Варламов, Надежда Звонкова, Елена Волкова, ОУПДС енĕпе суд приставĕсем Николай Цветков, Андрей Прокопьев.
Кунпа пĕрлех асăннă коллективра чылайранпа вăй хуракансем, ĕçри хăйсен пуян опытне çамрăксене паракансем те çук мар. Кунта чи малтанах 3-мĕш разрядлă аслă специалиста Людмила Крольковăна асăнмалла. ОУПДС енĕпе суд приставĕ Михаил Костин вара ку тытăмра 2003 çултанпа тăрăшать, "10 лет Федеральной службы судебных приставов" медале, "За безупречную службу" меделĕн виçĕ степенне те тивĕçнĕ.
3-мĕш разрядлă аслă специалист Татьяна Гудова ку тытăмра 2002 çултанпа тимлет. Хастар ĕçчен "10 лет ФССП России" медаль, служба ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2012 çул итогĕсемпе Чăваш Республикин Юстици министерствин Хисеп грамотине илме пултарнă.
Валентина Щербакова - 2-мĕш разрядлă аслă специалист. Коллективра 2003 çултанпа. Унăн наградисен пухмачинче "10 лет ФССП России" медаль, суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвĕ.
ОУПДС енĕпе суд приставĕ Алексей Казаков кунта 2007 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл та суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне илме пултарнă.
2006 çултанпа водительте вăй хуракан Алексей Васильев вара хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçланăшăн суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне икĕ хутчен тивĕç пулнă.
Дознанипе администраци практикине йĕркелес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2007 çулта суд приставĕсен Муркаш районĕнчи пайĕ республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç итогĕсемпе те коллектив "Дознанипе администраци практикине чи лайăх йĕркелессишĕн" смотр-конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
2011 çул та коллектившăн чи ÿсĕмлисенчен пĕри пулса тăрать: "Йĕркелÿпе управлени ĕçне-хĕлне чи лайăх йĕркелессишĕн" смотр-конкурсра районти пайсем хушшинче 1-мĕш вырăн, структура подразделенийĕсен смотр-конкурсĕнче 2-мĕш вырăн, дознанипе администраци практикине йĕркелессипе структура подразделенийĕсен смотр-конкурсĕнче 1-мĕш вырăн.
2012 çулта суд приставĕсен районти пайĕ "Суд приставĕсен федераци службин управленийĕн чи лайăх структура подразделенийĕ" смотр-конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Çавăн пекех "Исполнительство производствине йĕркелессипе суд приставĕсен федераци службин управленийĕн чи лайăх структура подразделенийĕ" смотр-конкурсра та 2-мĕш пулнă.
Суд приставĕсен районти пайĕн ĕçченĕсем хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне Управлени ирттерекен тĕрлĕрен мероприятие те активлă хутшăнаççĕ. Кусем вĕсем тĕрлĕ ăмăртусем, спартакиадăсем, конкурссем, фестивальсем, массăллă ытти мероприяти. Акă суд приставĕсен федераци службине йĕркеленĕренпе 10 çул çитнине халалласа ирттернĕ стена хаçачĕсен конкурсĕнче суд приставĕсен Муркаш районĕнчи пайĕ 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Кунти çамрăк спортсменсем "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче те мала тухма пултарнă.
Ĕçре те, спортра та, массăллă ытти мероприятире те хастар суд приставĕсен Муркаш районĕнчи пайĕн ĕçченĕсем.
В. ШАПОШНИКОВ.