Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр те, çулсем те кирлĕ

31 октября 2015 г.

 

Пĕлетпĕр, районта юлашки çулсенче строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çĕнĕрен çĕнĕ çурт çĕкленет, çĕнĕ çулсем хута каяççĕ, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесемпе ялти çамрăк специалистсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ, тăлăх ачасем, ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакан çемьесем хваттерлĕ пулаççĕ. Район администрацийĕ строительство ĕçĕсене туса ирттерессипе федераци тата республика шайĕнчи пур программăна та май пур таран анлăн хутшăнма тăрăшать. Анчах та çакна та манар мар. Ку е вăл программăна хутшăнасси вăл кăмăл пуррипе кăна çыхăнман. Патшалăх укçа-тенкĕне унталла-кунталла сапаламасть. Патшалăх пулăшăвне хăйсем тăрăшакансем кăна тивĕçеççĕ. Тепĕр майлă каласан, кирек епле программа валли те район бюджетĕнчен хушса финанслама тивет. Сахалах та мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май ку хутĕнче кăçал туса пĕтерсе хута яма палăртакан строительство объекчĕсем пирки сăмах пуçарас терĕм. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ-и-ха, палăртнă ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçланайĕç-и?

- Владимир Германович, сăмахăмăра районшăн чи çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕринчен - çулсем тăвассинчен пуçлар пулĕ. Ахальтен мар вĕсене пурнăç артерийĕсемпе танлаштараççĕ. Çитменнине районти 177 ялтан ытларахăшĕнче йĕркеллĕ çулсем пулманни вăрттăнлăх мар.

- Пирĕн районта çулсен тытăмĕ анлă сарăлнă. Çак вăхăта пурте усă куракан автоçулсен тăршшĕ чул сарса хытарманнисемпе пĕрле шутласан 727,837 километрпа танлашать. Вăл шутран федераци шайĕнчисем 27,5 км, республика пĕлтерĕшлĕ автоçулсем - 94,437 км, районпа ял тăрăхĕсенчисем - 606,04 км (вăл шутран асфальт е вак чул сарса хытарманнисем 300 км ытла). Республика шайĕнче йышăннă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çулсенче кашни ял патне тенĕ пекех асфальт сарса хытарнă çулсем туса çитерме май килчĕ. Ку вăл питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулчĕ.

Конкретлă цифрăсем çинче чарăнса тăмасан та, çакна çирĕплетсех калама пултаратăп. Çулсем тăвассипе иртнĕ çулсенче те, вăл шутра кăçал та, пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килчĕ. Ку ĕç вĕçленмен-ха. Район хăйĕн укçи-тенкипе те çул тăвассипе малашлăхлă ĕçлесе пынине палăртмасăр май çук. Кунсăр пуçне тата çакна та манар мар. Çул тăвасси - пĕр япала, мĕн тунине вара йĕркеллĕ упраса тытса тăрасси пирки те манма юрамасть вĕт-ха. Çулсене, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсама та çуллен сахалах мар укçа-тенкĕ расхутлама тивет.

- Çулсем пирки сăмах пуçарнă чухне çакăн пирки те ыйтса пĕлес килет. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кăçалтан тытăнса ялсенче вак чул сарса хытарнă çулсем тăвассипе ятарлă программа пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн районти 7 ял тăрăхĕнчи ял урамĕнче 7 километр ытла çул хута яма пăхса хунăччĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, строительство ĕçĕсене Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕ ялĕн урамĕнче кăна вĕçленĕ.

- Асăннă объектра ĕçсене чи малтан вĕçлеме май килчĕ. Апла пулин те строительство ĕçĕсене пур объектра та тытăннă ĕнтĕ. Пур çула та кăçалах хута яма май килмест пулĕ. Çавна валли сахалах мар укçа-тенкĕ кирлĕ пулать. Палăртнă чухлĕ республика куçараймасть. Апла пулин те Муркаш ял тăрăхĕнчи Çурлатринчи çула хута яма кăçалах май çитертĕмĕр ĕнтĕ. Ытти объектсенче те ĕçсем чарăнса лармĕç. Хăшĕсене тен кăçалах, теприсене çитес çул хута ярăпăр. Пуçланă ĕçсене вĕçне çитерме май килетех тесе вара шантарсах калама пултаратăп.

- Татах тепĕр ыйту та интереслентерет. Маларах асăннă программăпа çитес çул пирĕн районта çулсем тума палăртаççĕ-ши?

- Паллах палăртаççĕ. Анчах та çулсене конкретлă хăш ялта тăвасси пирки хальлĕхе нимех те калама пултараймастăп. Мĕншĕн тесен ку вăл республика бюджетĕнче çавна валли укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пăхса хунинчен килет. Кăмăл пулсан çитес çулхи январь уйăхĕнче ку ыйту патне тепре таврăнăпăр. Уçăмлăх шăпах çав вăхăта паллă пулĕ те.

- Владимир Германович, çурт-йĕр строительстви пирки вара мĕн асăнса хăварас кăмăл пур?

- Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси. Республикăн ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси пирки йышăннă адреслă программине пурнăçа кĕртсе пынă май, программăн 1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрĕсемпе 2013 - 2015 çулсенче Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем хута ямалла. Çавна валли пĕтĕмпе 68 млн та 886 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Пĕтĕмпе 141 çынна хваттер тупса памалла, пĕтĕмĕшле лаптăк - 2457,6 тăваткал метр.

Мăн Сĕнтĕрте Советская урамра муниципалитетăн икĕ контракчĕпе тулли мар яваплăхлă "ПМК "Водоснабжения" общество 17-мĕш номерлĕ çурта туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Çапла вара ишĕлчĕк 10 çуртра пурăнакан 40 çемьене пĕтĕмпе 1452,6 тăваткал метр çĕнĕ хваттерпе тивĕçтерме май килчĕ. Граждансем çак вăхăта хваттер уççисене илнĕ ĕнтĕ, çурт-йĕре хăйсен харпăрлăхне куçарса пĕтернĕ.

Республикăн адреслă программин пĕрремĕш тапхăрĕпе 2013 - 2015 çулсем валли уйăрса панă укçа сумми 19 млн та 408,2 пин тенкĕпе танлашать. Унпа пĕтĕмпех усă курнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш тапхăрпа 21 млн та 419,14 пин тенкĕпе усă курнă. Ку вăл палăртнин 43 проценчĕ пулать.

- Ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли Муркашра та пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пырать вĕт-ха?

- Кунта муниципалитетăн икĕ контракчĕ пурнăçа кĕрет. Пĕрне 2015 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тулли мар яваплăхлă "СК "Алмаз" обществăпа тунă. Строительство ĕçĕсене пая кĕрсе пурнăçланă май общество çĕклекен нумай хваттерлĕ çуртри 24 хваттере Муркаш территорийĕнче ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли уйăрма палăртатпăр. Пĕтĕмпе уйăракан укçа-тенкĕ сумми 26 млн та 803 пин тенкĕпе танлашать. Строительство ĕçĕсем 2015 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕччен вĕçленмелле.

Паянхи куна илес пулсан, çурта купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, инженери коммуникацийĕсене хывнă тата электропроводка карнă, халĕ çурт çине витес ĕçсем пыраççĕ. Подрядчика пурнăçланă ĕçсен акчĕсемпе 8 млн тенкĕ ытла куçарса панă.

- Иккĕмĕш контракт пирки вара мĕн калама пултаратăр?

- Объектăн генеральнăй подрядчикĕ - тулли мар яваплăхлă "Санар-Строй" общество. Тăватă хваттерлĕ пурăнмалли çурт Мăн Сĕнтĕрти Советская урамра вырнаçнă. Найм килĕшĕвĕпе ку çуртра тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем, çавăн пекех ишĕлчĕк çурт-йĕр фондĕнчисем çĕнĕ те хăтлă хваттерсене тивĕçĕç. Строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, объекта вара 2015 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр хута яма палăртнă.

- Владимир Германович, калаçăва хутшăннăшăн тавтапуç. Асăннă нумай хваттерлĕ икĕ çурчĕ те палăртнă пек кăçалах хута каяс пулсан, çакă хваттер илекенсемшĕн чăннипех те Çĕнĕ çул парни пулĕччĕ.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика