Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла аталантарассишĕн

31 октября 2015 г.

 

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Регионсем хушшинчи ялсен 5-мĕш экономика форумне" хутшăннă. Форум Патăрьел районĕнчи Шăнкăртан салинче иртнĕ. "Шăнкăртанри калаçусенче" сÿтсе явнă тĕп тема - "Яла çирĕплетни - Раççейăн тăнăç аталану палли".

Форум ĕçне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх аталанăвĕпе социаллă политика департаменчĕн директорĕ Димитрий Торопов, Мускав хулин, Раççей тĕп регионĕпе Чăваш Енĕн муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ тата форум оргкомитечĕн председателĕ Альбир Крганов тата ытти официаллă çынсемпе ют çĕршывсенчен килнĕ хăнасем хутшăннă.

Михаил Игнатьев форум актуаллăхне уйрăммăн палăртнă: "Ял территорийĕсене аталантарасси кирек хăш регионшăн та пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Анчах çавна пăхмасăрах эпир ял çыннисем валли меллĕ условисем туса пама пысăк укçа-тенкĕ хыватпăр. Патшалăх политикин приоритетне пăхăнса пырса яллă территорисене тата ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле финанс енчен пулăшассине чакармастпăр. Çакăнпа усă курса çĕр ĕçченĕ потребитель рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăларать".

Форумра яллă территорисене аталантарассипе тăрăшулăх кăтартакансене хаклă парнесемпе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика