03 ноября 2015 г.
Москакасси ял тăрăхĕнче ватă та сумлă çынсем сахал мар. Вĕсенчен чи ватти, паянхи куна илсен, Москакассинчи Неонила Степановна Белова. Вăл çак кунсенче 99 çул тултарса 100 çула кайрĕ.
Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермен пулĕ çак пĕчĕк те вăр-вар кинемей. Вăрçă вăхăтĕнче те, вăрçă хыççăн та, выçăллă-тутăллă пурăннă тапхăрсенче те хура-шурне самаях тÿснĕ Неонила Степановна. Ултă ачана пăхса çитĕнтерме те çăмăл пулман. Паянхи кун ачисемпе, кинĕсемпе, кĕрÿшĕпе, мăнукĕсемпе, виçĕ сыпăкри мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.
Çак савăнăçлă çуралнă куна паллă тума Неонила Степановна патне эпир, культура ĕçченĕсем, çитрĕмĕр. Хаваслă юрă юрласа кĕтĕмĕр ун патне.
Хăтлă та тирпейлĕ хваттерте пурăнать паян хисеплĕ кинемей. Мăшăрĕ, Семен Федорович, вăрçă ветеранĕ пулнăран, тивĕçнĕ çак çурт-йĕре. Ял тăрăхĕнчен, хĕрарăмсен канашĕнчен асăнмалăх парне парса Тав çырăвĕпе чысларăмăр Неонила Степановнăна, юрă хыççăн юрă шăрантартăмăр. Чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр.
Ăшшăн кĕтсе илнĕ хăнасене çапла ăшшăнах ăсатса ячĕç. Неонила Степановнăна вара эпир 100 çула çитме çирĕп сывлăх сунатпăр. Çитес юбилейра татах кайса "чăрмантарасса" шанатпăр.
Г. Голубева,
Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.