03 ноября 2015 г.
Кĕр кунĕсем - çĕр ĕçченĕшĕн çу каçа пурнăçланă ĕçсене пуç тавра çиччĕ çавăрттарса тĕплĕн пĕтĕмлетмелли вăхăт. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", - тет вăл кун пирки. Çакна асра тытса уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май чăваш хресченĕ çулленех пĕрле пулса мĕн туса илнине пухса умри тĕллевсене палăртать. Хура кĕр кунĕсем çитнĕ май хресчен кăçал та хăйĕн ырă йăлине манăçа хăвармарĕ - продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансемпе пĕр кĕрекене пухăнчĕ.
Республикăри çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен савăнăçлă уявĕ иртнĕ эрнекун, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, "Шупашкар Арени" Пăр керменĕнче иртрĕ. Чăваш Енре çак мероприятие ытараймасăр кĕтни кермен патне пыракан çул çинчех палăрчĕ. Халăх йышлă пулни тата уява пыракансене урамранах ял артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе чыслани пирĕн республика ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тивĕçлипе чыслама хатĕрленнине кăтартрĕ. Уявра тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ, савăнăç шевлипе тулнă ял ĕçченĕсем йышлă пулни чыслав тĕллевĕ пурнăçланнине çирĕплетрĕ. Куçра та, калаçура та кашнийĕнех умри тĕллевсене пурнăçлани, малашлăха çирĕп шанни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп кăмăл пурри палăрчĕ. Çакна çирĕппĕнех ыранхи кун шанчăкĕ, çĕнĕ ÿсĕмсен никĕсĕ теме пулать.
Савăнăçлă уява пирĕн район делегацийĕ те йышлă хутшăнчĕ. Республика шайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă май Муркашсем тăван ене çичĕ хут тар тăкса çĕнсе илнĕ парнесемпе тата çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе таврăнчĕç.
Уяври калаçу çирĕп те конкретлă пулни никама та ĕçлемесĕр, вăй хумасăр сăртран та ярăнма май çуккине туллин ăнланма пулăшрĕ. Ку вăл - республика шайĕнчи çĕнĕ шухăшлав. Ăна Чăваш Енри ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен выставкинче те курма май килчĕ. Выставкăна хутшăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе тата ÿсĕм çулĕпе савăнăçлă лару-тăру пуçланиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашса тухрĕ. Выствкăра Муркашсем те пĕр вырăнта тăманни курăнчĕ: ял хуçалăхĕ çулсерен малалла аталанать, туризм та кунта вăй илсех пырать.
Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявне кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе ăратлăх ĕç департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов, РФ Ял хуçалăх министерствин ертсе пырас тата йĕркелÿ ĕçĕсен департаменчĕн директорĕ Владимир Тимофеев, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хутшăнчĕç. Салам сăмахĕсенче вĕсенчен кашниех республикăри çĕр ĕçченĕ ÿсĕм çулĕпе аталаннине, çĕнĕлĕхсене алла илсе пынине, малашлăх шанчăкĕ татах та пысăк пулнине палăртрĕç.
Ял хуçалăх ĕçченĕсемпе ветерансене чысланă май Михаил Васильевич Чăваш Енри хресчен ĕмĕртен пыракан ырă йăлана манманнине, хăйĕн тăрăшулăхне уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен пĕр йышпа пĕтĕмлетнине палăртрĕ. Пуçлăхсем каланинчен Чăваш Ен аграрийĕ кăçал чăннипех те алă усса ларманни курăнать. Çĕр ĕçĕнчи йывăрлăхсем умĕнче пĕрле пулса ĕçлесе ял хуçалăх производствин индексне иртнĕ çулхипе танлаштарсан 105 процента çитерме пултарчĕ. Çапла вара республикăри уй-хир ĕçченĕ кăçал тырпул, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе иртнĕ çулхинчен самай тухăçлăрах ĕçленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш хресченĕ çитес çул та кăçал тунă ÿсĕмсене малалла аталантарассине шаннине пĕлтерчĕ. Çакна валли вăл ял çыннисене патшалăх паракан пулăшусемпе эффективлăрах усă курма сĕнчĕ.
Уявра ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе доклад турĕ, вăл е ку ĕçре хастарлăхпа тата çĕнĕлĕхсене алла илессипе уйрăмах палăрнисене ятран асăнчĕ.
- Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕрпе çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пытăмăр. Çак çирĕп тăрăшулăх пĕр тĕллевпе ĕçлесен сăрт-ту çинче те тырă-пулă ÿстерме май пуррине кăтартать. Малашне те пĕр тĕллевпех ĕçлесе пурăнасчĕ, тăван ене татах тĕреклетесчĕ, - терĕ Сергей Геннадьевич.
Çĕр ĕçченĕ хăйĕн пĕлтерĕшĕпе тĕллевне ăнланни унăн ĕç кăтартăвĕсенчен те аван курăнать. Вăл тата унăн тусĕ - ял çынни - тăрăшуллă пулнипе Чăваш Енри ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать: унта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, асфальт çулсем сарăнаççĕ, ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем тата бассейнлă физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Çĕнĕ специалистсемпе çамрăк çемьесем çурт-йĕр тума субсиди илеççĕ. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе инвестицисене малалла аталантарма, ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшать.
Агропромышленность комплексĕн аталанăвне çирĕплетесси - Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн приоритетлă задача. Çак отрасль эффективлă пулнипе пирĕн граждансен тăнăç пурнăçĕ тÿрремĕнех çыхăннă. Хресченсем çут çанталăк кăларса тăратакан йывăрлăхсене тÿсĕмлĕ чăтса ирттереççĕ.
Çакăнта уйрăм сăмахпа "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики пирки каласа хăвармалла. Хăйĕн йышши предприятисем хушшинче вăл малтисен ретĕнче пулни те пирĕн делегацишĕн савăнăç сăлтавĕ пулчĕ.
- Кризиссем килеççĕ те иртеççĕ, анчах пирĕн ыранхи кун пирки те шухăшлама манмалла мар. Пирĕн умра пуçăнман ĕçсем те пайтах. Вĕсене тĕллевлĕ пурнăçа кĕртесси, çавна валли çĕнĕлĕхсене алла илесси - пĕрлехи тĕллев. Çак ĕçре район аталану тĕслĕхĕ пулни пире - ветерансене - савăнтарать. Çамрăксемшĕн те вăл аталануллă, мал туртăмлă ĕçлеме çирĕп никĕс пулса тăрать, - терĕ уявра район ÿсĕмĕпе савăнса агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен районти канашĕн ертÿçи В. Вязов.
Муркашсем мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланаççĕ. Ăна тĕпе хурса малашлăх планĕсене палăртаççĕ. Çĕнĕ технологисене алла илсе çитес çул татах курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасчĕ. Уявра пулнă май вĕсем пулаççех тесе шанăç çуралчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.