Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт нумаях юлмасть

03 ноября 2015 г.

 

Вăйра тăракан законодательство нормисемпе килĕшÿллĕн 1967 çулта çуралнă е кĕçĕнрех граждансен 2015 çул вĕçлениччен йышăну тăвас пулать: пухăнакан пенсие йĕркелемелле е пĕтĕм взноссене страхланă пенси валли уйăрмалла; Пĕлтерĕшлĕ смант. Страхланă пенси вăл - патшалăх яваплăхĕ, ăна инфляцирен хÿтĕлессине гарантилеççĕ. Енчен те гражданин хăйĕн взносĕсене страхланă пенсие ÿстерме куçарать пулсан, пухăнса пыракан взноссем ниçта та çухалмĕç. Çын пенсие тухнă чухне вĕсене пĕтĕмпех шута илĕç.

Хăйсен пенсине йĕркелессин майĕсем пирки РФ Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Ирина ГРИШИНА каласа пама кăмăл турĕ.

- Ирина Анатольевна, каласа парăр-ха, тархасшăн, 1967 çулта çуралнисен тата кĕçĕнрех ÿсĕмрисен хăйсен пулас пенсине йĕркелеме взноссене ăçта хывмалла-ха?

- 2015 çул вĕçлениччен кун пеккисен хăйсем валли йышăну тăвас пулать: 2016 çултан тытăнса мĕнпур взноссене страхланă пенси валли уйăрмалла е взноссен пĕр пайне (6 процент) пухăнакан пенси валли уйăрмалла.

- Взноссем шучĕпе хывса пыракан укçа-тенкĕне мĕнле фондра инвестицилесе пырĕç-ха?

- Мĕнле йышăну тунине пăхмасăрах, пухăнакан пенси валли унччен тÿлесе тăнă взноссене гражданин суйласа илнĕ ертсе пыракан компанисемпе патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсенче инвестицилĕç. Кайран вара пенси илме тытăнсан тÿлĕç.

- Взноссене пухăнакан пенси валли е пĕтĕмпех страхланă пенси валли уйăрма йышăну тунă чухне мĕн çине тимлĕх уйăрмалла тесе шухăшлатăр?

- Ан манăр:

- страхланă пенси валли хывнă взноссене патшалăх çуллен индексацилесе тăрать;

- пухăнакан пенси валли хывнă взноссем хушăнса пырасси патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсемпе ертсе пыракан компанисем инвестици енĕпе мĕнле ĕçлесе пынинчен килет, кун пек чухне тупăш та, тăкак та пулма пултарать;

- патшалăх тытăмне кĕмен пĕр пенси фондĕнчен тепĕр пенси фондне е Раççей Пенси фондне каялла куçма 5 çулта пĕрре кăна ирĕк пур. Вăхăт çитмесĕрех урăх фонда куçнă чухне инвестици тупăшĕ сыхланса юлмасть;

- йышăну тунинчен пенсин çĕнĕ формулипе çуллен пенси балĕсене мĕн чухлĕ шутласа парасси те килет. Мĕнпур взноссене страхланă пенси валли кăна куçарнă чухне çулталăкри чи пысăк балл 10-па, взноссен пĕр пайне пухăнакан пенси валли уйăрнă чухне 6,25-пе танлашать.

- Взноссене пĕтĕмпех страхланă пенси валли куçарас тесен çавна валли пурин те заявлени парас пулать-и?

- Ертсе пыракан компание суйласа илни пирки е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçасси пирки пĕр хут та заявлени çырманнисен кăна заявлени çырма кирлĕ мар. 2016 çултан тытăнса вĕсен пĕтĕм взносĕсем страхланă пенси валли кăна куçса тăрĕç.

- Енчен та халиччен заявлени пĕр хут та çырманнисенчен хăшĕсем пухăнакан пенсие йĕркелеме кăмăл тăваççĕ пулсан?

- Кун пек пулсан вĕсен ертсе пыракан компание суйласа илни е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçасси пирки заявлени пама тивет.

- Заявлени пачах çырманнисем тĕлĕшпе ăнланмалла. Ытти граждансен вара заявлени çырмалла пулать е çук?

- Ытти граждансен заявлени пама кирлĕ мар - взноссем унчченхи пекех малтан суйласа илнĕ ертсе пыракан компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне пырса тăрĕç.

- Патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçмасăрах пухăнакан пенсие йĕркелеме май пур-и-ха?

- Пухăнакан пенси валли взноссем хывма ертсе пыракан компание суйласа илмелле кăна (кун пек чухне РФ Пенси фончĕ страховщик пулса тăрать).

- Пуçласа ĕçлеме тытăнакан граждансен заявлени çырмалла-ши?

- Енчен те гражданин 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме пуçăннă пулсан, пĕрремĕш взнос хывнăран тытăнса 5 çул хушшинче тарифа суйласа илме ирĕк панă. Заявлени париччен вара мĕнпур взноссем страхланă пенси валли куçса тăрĕç.

- Хăйсен мĕнпур взносĕсене страхланă пенси валли уйăрас текенсем кăçал миçе çын пулчĕç-ха?

- Чăваш Республикипе илес пулсан, хăйсен взносĕсене пĕтĕмпех страхланă пенси валли уйăрас текенсенчен 700-е яхăн заявлени йышăннă.

- Пенси фончĕн пайне пынисĕр пуçне заявленисем çырмалли формăсемпе тата вĕсене çырса тултармалли инструкцисемпе урăх епле майпа паллашма май пур-ха?

- Заявленисен мĕнпур формисене тата вĕсене çырса тултармалли инструкцисене РФ Пенси фончĕн wwwĕpfrfĕru сайтĕнче «Будущим пенсионерам» «О пенсионных накоплениях» пайра вырнаçтарнă. Çавăн пекех "Личный кабинет застрахованного лица" сайтăн "Получить сведения о состоянии ИЛС" пайĕнче хăвăрăн пухăнакан пенси çак вăхăта хăш ертсе пыракан компанире е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондĕнче инвестициленни пирки пĕлме пултаратăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика