03 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 20-мĕшне Пĕтĕм Раççейре ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă. Çакна май пирĕн районта ятарлă акци пуçарчĕç: районти опекăпа попечительство секторĕ, адвокатсем тата нотариус право пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Паян вара эпир ачасен прависемпе интересĕсем пирки опекăпа попечительство секторĕн ертÿçипе Ираида КАБУРКИНĂПА калаçатпăр.
- Ираида Семеновна, эсир Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли куна кĕтместĕр, сирĕн пата килекенсене тăтăшах пулăшу паратăр: сĕнÿ-канаш та, документсем тĕлĕшпе... Пулăшу ыйтса килекенсем нумай-и?
- Опекăпа попечительство органĕсене çул çитменнисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме тунă. Çавăнпа та пулăшу ыйтма килекенсем те тăтăшах пулаççĕ. Пирĕн задача вара опека кирлĕ ачасене вăхăтра тупса палăртассипе, вĕсен прависене хÿтĕлессипе, опекунсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланине контрольлессипе, çавăн пекех опекăрисен пурлăхĕн управне тивĕçтерессипе тата ыттипе те çыхăннă.
Анчах та эпир тăлăха юлнă е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе кăна мар, çул çитмен пур ачан прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе те ĕçлетпĕр. Ачасен прависене Çемье кодексĕнче палăртнă.
- Апла пулсан сирĕн ĕçе пĕр пысăк çемьере, пирĕн тĕслĕхре Муркаш районĕ пысăкăш, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе çыхăннă пур ыйтăва та татса пани тесе хаклама пулать.
- Çапла та пулĕ. Мĕншĕн тесен, каларăмăр ĕнтĕ, эпир çул çитмен пур ачан прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме тивĕç.
Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру пулса тухать. Акă мăшăрланмалли вăхăта (саккунпа 18 çул тесе палăртнă) пĕчĕклетессипе çыхăннă ыйтусене татса парассине те хутшăнатпăр, мăшăр судпа уйрăлнă чух вĕсен ачисен прависене хÿтĕлес тĕллевпе суда хутшăнатпăр, ачан хушамачĕпе ятне улăштарассипе çыхăннă постановлени проекчĕсене хатĕрлессипе те ĕçлетпĕр. Çапла вара пирĕн пулăшу опекăри ачасене кăна мар, пурне те кирлĕ.
- Ачасене пурне те пулăшупа тивĕçтеретĕр, ашшĕ-амăшĕпе вара мĕнле ĕç пурнăçлатăр?
- Ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе пурнăçлакан пирĕн ĕç профилактика тĕлĕшпе пулса иртет. Ытларах чух ачисене тивĕçлĕ воспитани паманнисемпе тĕл пулса калаçма, асăрхаттарма тивет. Вĕсем çине витĕм кÿме май çук пулсан вара, ачисене хÿтĕлес тĕллевпе, саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăш правинчен хăтарасси патне те çитсе тухма тивет. Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем пулнă.
- Паянхи куна пирĕн районта опекăра миçе ача ÿсет?
- Пирĕн районта ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне опекăра 63 ача ÿсет. Вĕсенчен 40-шĕ - ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисем, 23-шĕ - тăлăх ачасем.
- Тăлăха юлнисен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнисен хушма правăсем те пур вĕт-ха? Мĕнлисем вĕсем?
- Çапла, вĕсен хушма правăсем, гарантисем пур: вĕренÿ, медицина пулăшăвне илес тĕлĕшĕнчен, пурăнмалли çурт-йĕрпе, ĕçпе, судри хÿтлĕхпе çыхăннисем. Каласа хăвармалла, вĕренме кĕрессинчи çăмăллăхсене, социаллă стипенди илсе тăрассине, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи ытти пулăшăва тивĕçессине никам та улăштарман, çак çăмăллăхсем паян та вăйра.
1996 çулта федерацин "О дополнительных гарантиях по социальной поддержке детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей" саккунне йышăннă. Унта шăпах хушма тĕрлĕ пулăшу мелĕсене палăртнă, вăл шутра çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те.
Чăваш Республикин 2004 çулта йышăннă "О социальной поддержке детей в Чувашской Республике" саккунĕнчи 6-мĕш статьяра тăлăх ачасене пулăшасси пирки каланă. 2012 çулта çак саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен çурт-йĕрĕнче юсав ĕçĕсем ирттерессине республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе усă курса пурнăçлаççĕ. Тăлăх ача 14 çултан пуçласа 23 çулччен çакăн пек пулăшу кирли çинчен заявленипе пĕр хутчен тухма пултарать. Каламалла, пирĕн районта та çакăн пек ĕçе пурнăçлатпăр. Унсăр пуçне нумайăшĕ пĕлет те пулĕ, 18 çула çитсен тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли саккун пур. Пĕлтĕр акă тăлăх ачасем Мăн Сĕнтĕрти нумай хваттерлĕ çуртра хваттерсене тивĕçни пирки хаçатра та пĕрре мар çыртăр.
Ачасен прависемпе интересĕсем пирки калаçăва татах та тăсма пулать. Правăсем пирки пĕлмелле, паллах, анчах та кашни лару-тăрура ыйтăва уйрăммăн татса памалла. Çавăнпа та пирĕн пата, адвокатсем патне, нотариус патне пырса пулăшу ыйтсан тĕрĕсрех пулать.
Аса илтеретĕп, ноябрĕн 20-мĕшне Пĕтĕм Раççейре ачасене право пулăшăвĕ памалли кун тесе палăртнă. Çакна май пирĕн районта тÿлевсĕр пулăшу парассин кунĕсене октябрĕн 30-мĕшĕнченех ирттерме тытăнтăмăр. Кашни эрнекун район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн специаличĕсем, "Республиканская" адвокатсен коллегийĕн Муркашри адвокачĕсем тата Муркаш районĕн нотариусĕ ачасен прависемпе çыхăннă ыйтусемпе кĕтеççĕ.
- Калаçушăн тав.
Н. Николаева.