03 ноября 2015 г.
Чăваш Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ Михаил Резников пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли "Мускав - Хусан" магистраль тума республика территорийĕнче проект туса хатĕрлессипе ĕçсене пурнăçлассин ыйтăвĕпе октябрĕн 29-мĕшĕнче канашлу ирттернĕ.
Канашлăва Чăваш Ен Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин, ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, "Скоростные магистрали" ОАО представителĕсем, комплекслă инженери тĕпчевĕсене ирттерекенсем хутшăннă.
"Скоростные магистрали" ОАО техника управленийĕн пуçлăхĕ Геннадий Балабанов тĕпчев ĕçĕсен калăпăшĕ пирки каласа панă, туса ирттермелли ĕçсен графикĕпе паллаштарнă, регион шайĕнче татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, магистраль трасси автомобиль çулĕсем урлă епле иртсе каясси тĕрлĕ шайлă пулать, кашни районтах выльăхсене магистраль урлă каçармалли вырăнсене пăхса хăвараççĕ.
Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Доброхотов магистраль тăвассипе "Скоростные магистрали" ОАО республика умне лартакан задачăсене ăнăçлă татса пама шантарнă.
Сăмах май. Чукун çул магистралĕ Чăваш Енре Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем урлă иртет. Республика территорийĕнче унăн тăршшĕ 118 километр пулать. Пуйăспа Шупашкартан Мускава 2 сехет те 50 минутра çитме май пулĕ.