12 сентября 2015 г.
Кĕçнерникун, сентябрĕн 10-мĕшĕ, Исетерккĕ ялĕнче пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ: кунта республикăра çирĕплетнĕ çĕнĕ стандартпа тунă 1,147 км. тăршшĕ çĕнĕ çул хута кайрĕ.
- Çак куна эпир чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Халĕ пире, Тукасра пурăнакансене, ялтан утса тухма та питĕ лайăх, ачасене те хуларан яла килнĕ чух машинисене асфальт çул хĕррине лартса хăварма тивмĕ. Пылчăклă вăхăтра асфальт таран резина атă тăхăнмасăр çитме пулмастчĕ, халĕ вара çумăр çусан та атă-пушмака вараламасăрах утса тухма пултаратпăр. Çĕнĕ çулпа эпир кăмăллă, тавах çак çула тăвакансене, - теççĕ савăнсах Исетерккĕре пурăнакан Людмила Трофимовăпа Людмила Степанова.
Тĕл пулура каланă пек, çулăн хăйĕн историйĕ. Ăна тăвассипе ку ял çынни Юрий Степанов республика ертÿçи патне ыйтупа тухнă. Çакăн хыççăн ĕç-пуç пысăк хăвăртлăхпах пулса пынă. Ялта пурăнакансем малтанах çула кĕске вăхăтрах тăвасса та шанман, сăмах панă ертÿçĕсем вара нумай та кĕттермен.
Хĕрлĕ хăйăва касса çул пахалăхне тĕрĕслеме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров та килсе çитрĕç. Çак çул ял халăхĕшĕн чылай вăхăт "ĕçлессе" шанса каларĕç вĕсем. Çула тунă подряд организацийĕн - "Стройка 21" пĕрлешĕвĕн ертÿçи Алексей Жарков вара çапла пултăр тесен çулпа типтерлĕ усă курмаллине те асăнса хăварчĕ.
Çулĕ çĕнĕ кăна мар, ун хĕррисем кунта чăнах та таса та тирпейлĕ пулни тÿрех куçа курăнчĕ. Район ертÿçисем Р. Тимофеевпа И. Николаев ял халăхне çула тума пулăшу кÿнĕшĕн тав туса тирпейлĕх кунта пурăнакансенчен килнине палăртса хăварчĕç, малашнехи ыйтусене те пĕрле сÿтсе явса татса паррассипе ĕçлеме шантарчĕç.
Çак кун Иван Моторин пирĕн районти производство предприятийĕсенче те пулса курчĕ. Ĕç çыннисемпе тĕл пулса калаçнинчен коллективсен ĕçлес кăмăлĕ пысăккине палăртрĕ вăл.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пирĕн районта кĕçнерни кунхи ĕçлĕ тĕл пулусене Муркашри чăх-чĕп фабрикине çитсе курнинчен пуçларĕ.
"Муркашри чăх-чĕп фабрики" пĕрлешÿ коллективĕ çĕршыври экономика сферинчи йывăрлăхсене пăхмасăрах малалла та çирĕппĕн аталанма тĕллев лартни фабрика территорине кĕричченех курăнать. Кунти тĕрлĕ хуралтăсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, шалта вара çĕнĕ пысăк ангар хăйĕн ĕмĕрĕнчи пĕрремĕш тырра йышăнать. Ăна нумай пулмасть хута янă.
Предприятин генеральнăй директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Малов каланă тăрăх, çитес икĕ çула та ума пысăк тĕллевсем лартнă - производство ÿсĕмне 40 процент таранах пысăклатасшăн. Çавна май çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма та шутланă. Хальхи вăхăтра фабрика продукцине фабрикăн хăйĕн суту-илÿ точкисенче кăна мар, республикăри тата унăн тулашĕнчи ытти чылай суту-илÿ сечĕсен лавккисенче те туянма май пур.
Çак предприятире ытларах ку тăрăхри ялсенче пурăнакансемех вăй хураççĕ. Вĕсемпе тĕл пулса И. Моторин Муркаш районĕ республика шайĕнче пăхсан пĕтĕмĕшле тăнăç аталаннине каларĕ. Республикăра, районта пурнăçа кĕртсе пыракан пысăк проектсем çинче чарăнса тăчĕ. Çитес çултан республикăра çĕнĕ шкулсем хута яма пуçлассине, социаллă программăсене пурнăçлассипе республика правительстви хальхи пекех активлă ĕçлессе пĕлтерчĕ.
Пирĕн районти пысăк инвестици проекчĕсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев каласа хăварчĕ. Вĕсем туризма аталантарассипе çыхăннă федераци программине кĕнĕ. Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕнĕ завод, Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче коттедж поселокĕ тума республика правительстви ăнланнипе тата пулăшнипе пуçламăш тапхăрти ĕçсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Апла пулсан районта пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулмалла.
Мăн Сĕнтĕрти "Трубпласт" предприятире ĕçлекенсем акă хăйсен ĕç вырăнне хаклаççĕ, мĕншĕн тесен предприяти районта кăна мар, çĕршывра та полиэтилен пăрăхсем кăларакан малта пыракан виçĕ предприяти йышне кĕрет. Çакна палăртса каларĕ пĕрлешĕвĕн управляющийĕ Александр Строкач. Пирĕн районти предприяти Хусанта вырнаçнă "Миртрубпласт" суту-илÿпе промышленность компанийĕн подразделенийĕ шутланать. Туса кăларакан продукцие çĕршывĕпех туянаççĕ. Полиэтилен пăрăхсене туса кăлармалли хатĕрсене Мăн Сĕнтĕре Пушкăрт тата Тутар Республикисенчен турттарса килеççĕ. Çитес вăхăтра цехра çĕнĕ лини хута ярасшăн. Республика тата район ертÿçисем производство цехĕнче те пулса курчĕç. Ку коллектив тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма пултараканни пулнине ĕçлекенсемпе калаçса та, хăйсем курса та ĕненчĕç.
Муркашри Парковая урамри çĕнĕ çурта хăпартакан "Алмаз" строительство компанийĕ те хастар ĕçлес кăмăллă. Компани хăпартакан нумай хваттерлĕ виçĕ хутлă çуртра çулталăк вĕçлениччен районти 24 çемье "çĕнĕ пÿрт ĕçки" тума хатĕрленет. Çак çемьесене çĕнĕ хваттерсене куçарсан пирĕн районта çынсене авариллĕ çуртран куçарас программăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленет.
Строительство компанийĕнче Муркаш, Вăрнар, Шупашкар районĕсенчи строительсем вăй хураççĕ. Компанин генеральнăй директорĕ Дмитрий Матвеев каланă тăрăх, вĕсем сакăр çул пĕрле ĕçлеççĕ. "Пĕр-пĕрне хăнăхса çитнĕ, коллектив çирĕп. Палăртнă вăхăта, декабрĕн 20-мĕшĕччен, объекта хута яратпăр", - тесе шантарса каларĕ вăл. Çитес эрнере çуртра сантехниксемпе электриксем, шалти пÿлĕмсенче ĕçлекенсем килĕç, апла пулсан ĕç татах пысăк хăвăртлăхпа кайĕ.
"Хăвăртлăх пирки те, пахалăх пирки те ан манăр", - тесе ертÿçĕсем строительсене ăнăçусем сунса ĕçлĕ çул çÿреве малалла тăсрĕç. Исетерккĕре çĕнĕ çул уçнă хыççăн "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативне çитсе унти ĕçсемпе паллашрĕç.
Çĕр улми уйĕнче икĕ комбайн ĕçлет. Шултра çĕр улмие машинăсемпе турттарса тăраççĕ. Кооператив ертÿçи Инал Тохтиев тепĕр уйра та икĕ комбайн çĕр улми кăларнине каларĕ. "Паян-ыран ăна кăларса пĕтеретпĕр. Тепĕр 300 ытла гектар çинче тулă юлнă, çĕр 400 гектара яхăн хатĕрленĕ ĕнтĕ", - терĕ вăл.
Кукурузăн пĕр пайне кунта силоса яраççĕ, теприне - вăрлăх тума. Тырăн çĕнĕ сорчĕсене туяннине те пĕлтерчĕç. Тырă типĕтме сушилка лартасси вара вĕсен пĕрремĕш тĕллевĕ пулнине палăртрĕ ертÿçĕ. Техника паркне те, халĕ вăл кивĕ пулнăран, çĕнетме шутлаççĕ кунта.
Р. Тимофеев кăçал "Ударникра" сĕт суса илесси те пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех пулнине, хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Апла Йÿçкасси тăрăхĕнче пурăнакансен хăйсен территорийĕнчи хуçалăх аталанма тĕллев лартнăшăн кăмăл хăпармалла.
"Ударник" ертÿлĕхĕ хуçалăха аталантарас тĕллевлĕ пулнипе Иван Моторин кăмăллă юлчĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев вĕçленнине палăртса, районти ертÿçĕсене те паянхи тăнăç лару-тăрăва тытса пыма, умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçусем сунчĕ.
Н. Николаева.