13 марта 2013 г.
Çапла каларĕ канашлу пуçланичченхи кĕске калаçура «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн Патаккассинчи сĕт фермине ертсе пыракан Раиса Блинова. Ĕçлекен çапла калани вăл хăйĕн ĕçне аван пĕлнине систерет. Çавăнпах-тăр обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе ирттернĕ район канашлăвĕ те кăçал шăпах асăннă ферма ĕç-хĕлĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Асăннă ĕç коллективĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пысăк çухатусемсĕрех хĕл каçарасси паян пĕрремĕш утăмсенченех никама та иккĕлентермерĕ. Хуçалăхри ĕнесем çак куна 12,8 килограмм сĕт антараççĕ. Ку вăл районти вăтам кăтартуран 1,1 килограмм нумайрах. Ĕнесен кĕтĕвĕ те Патаккассинче ытти çĕртисенни пек пĕчĕкленмен, унчченхи çулхисен шайĕнчех: 205 пуç.
«Çын ĕçпе илемлĕ», – тет ваттисен сăмахĕ. Çак чăнлăх пурнăçра тăтăшах ума тухса пырать. Ĕçлекен тăрăшулăхĕ яланах ыррине, çĕннине шантарать, хăватлăрах ĕçлеме хавхалантарать. Пĕрин мал туртăмлă ĕçне тĕслĕхе илсе ыттисене воспитани парассине Муркаш енре нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварман, хăвармаççĕ те, ĕçшĕн тивĕçлĕ хаклассине те йăларан кăлармаççĕ. Халĕ калани «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те яланах кун йĕркинче. Район администрацийĕпе ял хуçалăх пайĕ çулленех иртнĕ ял хуçалăх çулĕнчи ĕçсене тишкерсе обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене тивĕçлипе чыслассине кун йĕркинче тытни те Муркаш тăрăхĕнче экономика аталанăвĕшĕн тăрăшакансем пирки самантлăха та манманни пирки калать. Кăçал çак пĕтĕмлетÿ пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Оринино» хуçалăх территорийĕнче иртрĕ.
– Хамăр тăрăшулăх çумне патшалăх пулăшăвне хушсан аталану çулне алăран вĕçертместпĕрех. Иртнĕ çу кунĕсенче тăрăшсах выльăх апачĕ янтăларăмăр, унăн пахалăхĕ пирки тимлерĕмĕр. Çĕнĕ-лĕхсене алла илсе пĕлтĕр нумай сарайĕнче юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшсах çĕнĕ сĕт линине хута ятăмăр. Çакă йăлтах – хуçалăх ĕçченĕсен ĕç кăтартăвĕ, пирĕн малашлăх утăм. Хамăр ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пынишĕн эпир савăнатпăр, – терĕ хăнасене Патаккассинчи сĕт комплексĕнчи выльăх сарайĕсемпе ертсе çÿренĕ май «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Ю. Шишокин.
Ĕне ферминче хĕле хатĕрленсе юсав ĕçĕсем ирттерни тата сĕт линине çĕнĕрен вырнаçтарни тÿрех куç умне пулчĕ. Кунпа пĕрлех фермăра вăй хуракансен те ĕçлес туйăмĕ начар мар. «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри ĕне фермине 16 çул ертсе пыракан Ю. Петровский кашни çĕнĕлĕхпех çывăхарах паллашма тăрăшрĕ. «Кÿршĕсен мал туртăмлă ĕçĕ-хĕлĕ мана паян савăнтарать кăна. Вĕсем выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарассипе тата продуктивлăха тивĕçлĕ шайра тытассипе тĕллевлĕ ĕçлени фермăра кашни утăмрах сисĕнет», – терĕ Юрий Анатольевич Патаккассисен çĕнĕ сĕт линийĕпе паллашнă май.
– Çĕннине тăтăш вĕренмеллине, ыранхи куна пăхса ĕçлемеллине, малашлăхшăн тăрăшмаллине пирĕнтен пурнăç ыйтать. Çакна эпир хамăр çинче туятпăр. Хамăр хуçалăхăннипе пĕрлех районăмăрăн экономикине те малалла уттарасси – пĕрлехи тивĕç, – терĕ калаçăва тытса пырса ферма заведующийĕ Р. Блинова.
«Оринино» хуçалăхри пек çĕнĕлĕхсем малашне районта ытларах пуласса шанса сарай-витесемпе иртнĕ чух тирпей-илем те куç айккинче юлмарĕ. Хуçалăхра хĕле хатĕрленсе пысăк ĕçсем туса ирттернин пĕтĕмлетĕвĕ ку. «Оринино» хуçалăхри çакнашкал мал туртăмлă ÿкерчĕксем иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе ирттернĕ канашлăвăн никĕсĕ пулчĕç.
Малаллах пăхмалла
2012 çулта районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 5 пин те 26 тонна аш-какай туса илнĕ (унчченхи çулхипе танлаштарсан 97,2 процент). Сĕт сăвассине вара 41 пин те 9 тоннăна çитернĕ (99,5 процент). Ĕç кăтартăвĕсене районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе уйрăммăн илес пулсан аш-какай туса илесси 1 пин те 382 тоннăпа (виçĕм çулхин 83,4 проценчĕ), сĕт сăвасси 8 пин те 267 тоннăпа (97,21 процент), çăмарта илесси 65 миллион та 680 пин штукпа (93,7 процент) танлашнă.
Ĕç кăтартăвĕсене усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне пăхсан та «каялла туртăм» пурри сисĕнет: асăннă лаптăк пуçне хуçалăхсен ĕçченĕсем 43,3 центнер аш-какай, 261,5 цетнер сĕт туса илнĕ. Ку вăл 2011 çулхипе танлаштарсан 79 тата 92 процент çеç пулать. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики те иртнĕ çул çăмарта туса илессине 6,4 процент чакарнă. Кашни чăхран кунта вăтамран 318 штук çăмарта илнĕ. Кунти çухату ытларах предприятин хуçисем улшăннипе, вăхăтра инкубаци цехĕ ĕçлеменнипе, çăмарта тăвакан чăх йышĕ сахалланнипе çыхăннă.
Чăх-чĕп ĕрчетессипе юлашки çулсенче Ярославкăра вырнаçнă «Фаворит» общество та тăрăшуллă ĕçлет. Кунта иртнĕ çул 156 пин штук çăмарта илме мехел çитернĕ, халăха хур-кăвакал чĕпписене 77 пин пуç сутнă. Ку вăл унчченхи çулхинчен 6 хут нумайрах.
Çултан-çул Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Герой», «Свобода», «Оринино» хуçалăхсен ĕçченĕсем аш-какай, сĕт туса илессипе ÿсĕмлĕ вăй хураççĕ. Асăннă хуçалăхсенче пĕлтĕр усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 105 – 205 центнер аш-какай, 577 – 1484 центнер сĕт туса илме пултарнă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанса пынине уйрăммăн палăртмалла. Аш-какай туса илессипе пĕлтĕр Ю. Пушкин, А. Мерлов, А. Афанасьева, В. Павлов фермерсем, сĕт туса илессипе И. Чернова, Р. Грачев тытса пыракан çемье фермисем лайăх ĕçленĕ.
Малашлăх пирки шухăшласа пирĕн район администрацийĕпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви хăйсем хушшинче ял хуçалăхне 2013–2020 çулсенче аталантарса ĕçлесе пымалли Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн районти пĕтĕм харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 28 пин тонна, çĕр улмине 55200 тонна, пахча çимĕçе 9900 тонна туса илмелле. Малашлăх планĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ÿсĕм çулĕпе пăхаççĕ: кăçал чĕрĕ виçепе 5130 тонна аш-какай, 43100 тонна сĕт сумалла. Тĕллевĕсем пысăк, пурнăçламалли майĕсем те, хресченсен ĕçлес кăмăлĕ те çителĕклех. Пĕрле кÿлĕнсе йывăр лава пĕр ĕмĕтпе туртсан производство ÿсмеллех, ĕмĕт-сем пурнăçланмаллах.
Хастарсем
Ял хуçалăх предприятийĕсенче пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5222 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă. Вăл шутран 2153 пуçĕ – сумалли ĕнесем. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 4438 пуç сысна пур пулсан, килти хушма хуçалăхсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче – 2068 пуç. Ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенче çавăн пекех 10109 пуç мăйракаллă шултра выльăх тата 6194 пуç сумалли ĕнесем пур.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ыранхи аталанăвĕ вырăнсенче çамрăк выльăхсемпе епле ĕçленипе çыхăннă. Хальлĕхе çамрăк выльăхсем иртнĕ çул талăксерен вăтамран 611 грамм, сыснасем 395 грамм ÿт хушнă. Кунта «Герой» (845 грамм), «Свобода» (721 грамм), «Путь Ильича» агрофирма (715 грамм) уйрăмах ăнăçлă вăй хунă. «Свобода» хуçалăхри Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăхсен ферминче нумай çул ĕçлекен Луиза Кольцовăпа Владислав Дедов операторсене тав сăмахĕ çеç каламалла.
Самăртма хупнă сыснасем районĕпе вăтамран талăксерен 494 грамм ÿт хушнă. Кунта Суворов яч. хис. хуçалăхри Андрей Александров уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл пăхакан выльăхсем талăксерен вăтамран 631 грамм ÿт хушма пултарнă.
Иртнĕ çул хуçалăхсем пурĕ 1884 пăру илнĕ. Вăл шутра ĕнесенчен – 1572 пуç. Районĕпе 100 ĕне пуçне 72 пăру илни виçĕм çулхинчен 8 пуç сахалрах пулни пирки калать. Кунта вырăнсенчи зооветспециалистсен çиччĕ виçсе пăхмалли пурах. «Путь Ильича» агрофирмăри Калерия Димитриева, «Герой» хуçалăхри Валентина Леонтьева, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхри Александра Васильева техник-осеменаторсенчен тĕслĕх илмеллине те палăртрĕç канашлăва пухăннисем. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Герой» хуçалăхăн Çĕньял Шурчари сĕт ферминчи пăру пăхакан Наталия Рыжковăна чи пултарулли тесе йышăнчĕç. Çавăн пекех Роза Добрянская, Клавдия Албутова (Суворов яч. хис.), Елена Смирнова (Оринино), Светлана Димитриева, Марина Федорова («Свобода»), Ираида Тихонова («Путь Ильича) çамрăк выльăхсем пăхнă çĕрте лайăх ĕçленине палăртмалла.
Сĕт – хуçалăхсене кашни кун укçа-тенкĕ паракан çăл куç. Пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 8347 тонна сĕт туса илнĕ. Ку вăл ферма ĕçченĕсем кашни ĕнерен вăтамран 4088 килограмм сĕт сунине пĕлтерет. Çакă малтанхи çулхинчен 129 килограмм нумайрах. Канашлура çак ÿсĕм хыçĕнче те пурнăçласа çитереймен кăлтăксем пуррине палăртрĕç.
Хуçалăхсем хушшинче сĕт сăвассипе Суворов яч. хис. хуçалăхăн Анаткассинчи сĕт фермин коллективне (В. Макарова ертсе пырать) уйрăмах ырă енчен палăртмалла. Пĕлтĕр вĕсем 1212 тонна сĕт суса илнĕ (унчченхи çулхипе танлаштарсан 103,4 процент). Кашни ĕнерен вăтамран 6046 килограмм сĕт сунă пулсан, кунта ĕçлекен Валентина Печкова хăйне шанса панă ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 7192 килограмм сĕт сума пултарнă. Районĕпе сăвăма 6 пин килограмран ирттернисем – 5 доярка, 5 пинрен ирттернисем – 9 доярка.
Иртнĕ çул пирĕн енре районти выльăх отраслĕшĕн çеç мар, республика аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ. «Путь Ильича» агрофирма инвестици проектне ĕçе кĕртсе 500 ĕне вырнаçмалли хальхи технологисемпе усă курмалли комплекс хута ячĕ. Ку ĕç хуçалăхра чарăнса ларман-ха, вăл малалла пырать.
Малашлăха пăхса ĕçлесе пыракан хуçалăхсене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Пĕлтĕр ăратлă сысна амисем тытма Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен района 1 миллион та 436 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ укçа килнĕ. Кунсăр пуçне пысăк сăвăмлă ĕнесене тытса тăма 6 миллион та 433 пин тенкĕ килсе çитни те пысăк тĕкĕ пулса тăчĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме ăратлă вăкăрсен вăрлăхне илнĕшĕн хуçалăхсем 329 пин тенкĕ, чăх-чĕп фабрики ăратлă çăмартасем туяннăшăн 582 пин тенкĕ укçан пулăшу илнĕ. Çавăн пекех ăратлă выльăх туяннăшăн хуçалăхсем 13 миллион та 744 пин тенкĕ, сĕт туса илсе патшалăха сутнăшăн килти хушма хуçалăхсене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пĕрле республика бюджетĕнчен 7533 пин тенкĕ пулăшу çитнĕ. Çак пулăшу малашне те пуласси пирки иккĕленÿ çук.
Хĕл тапхăрĕн 6-мĕш уйăхĕ пырать. 5 уйăхĕнче хуçалăхсем чĕрĕ виçепе 452,7 тонна аш-какай, 3123,7 тонна сĕт туса илнĕ. Сĕт сăвассипе Суворов яч. хис., «Путь Ильича» агрофирма кăçал та ÿсĕм çулне сыхласа хăварчĕç. Чкалов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., «Свобода», «Герой» хуçалăхсем выльăхсене ÿт хуштарассипе аван ĕçлесе пыраççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен 2012 çулхи пĕтĕмĕшле тупăшĕ 437 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашнă. Ку вăл – 2011 çулхи кăтартăвăн 100,1 проценчĕ. Уйрăмах тупăшлă ĕçленисен шутĕнче Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис., «Путь Ильича», «Герой», «Восток», «Оринино», «Передовик», «ВаСем» хуçалăхсем. Вĕсен таса тупăшĕ 14,3 миллион тенкĕпе танлашнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ кашни хуçалăх экономикин тĕрекĕ пулнине шутласа асăннă канашлура тунă пĕтĕмлетÿсем унта хутшăннисене тивĕçлĕ йышăнусем тума хистессе шанас килет.
А. БЕЛОВ.