Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ ĕçĕ сире тивĕçтерет-и?

13 марта 2013 г.

Пирĕнтен кашниех тавар туянакан шутланать, эпир кулленех суту-илÿпе, тĕрлĕ услуга илессипе çыхăннă. Анчах та ку сферăра çыннăн прависене хĕсĕрленĕ тĕслĕхсем, çавна май тавлашуллă та харкашуллă самантсем тăтăшах пулаççĕ. Апла пулсан потребитель прависене хÿтĕлекенсен пĕрлешĕвĕн федерацине йĕркелени питĕ вырăнлă. Федерацие антимонополи комитечĕ, санэпиднадзор, патшалăх стандарчĕ тата ыттисем те кĕреççĕ.

Раççей Пĕтĕм тĕнчери тавар туянакансен прависене хÿтĕлемелли куна мартăн 15-мĕшĕнче паллă тăвать. Пирĕн правасене «Тавар туянакансен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн хÿтĕлеççĕ. Тивĕçлĕ саккун пулăшăвĕ тавар туянакана суту-илÿре питĕ кирлĕ. Асăннă кун кăçал «Потребитель суд тĕрĕслĕхĕ паян» девизпа иртет. Тĕрĕссипе вара ку ĕç пĕр кунлăх кăна мар.

Çÿлерех асăннă самантсемпе çыхăннă пăтăрмахсем пирки сирĕнтен ыйтусем йышăнассине маларахах пĕлтернĕччĕ. Çавна май пирĕн пата хаçат вулакансенчен ыйтусем, çырусем килчĕç. Вĕсем çине Чăваш Республикинчи потребительсен обществăлла учрежденийĕн ертÿçи Н. Ильина хуравлама кăмăл турĕ.

Ыйту: Эпĕ лавккара чейник туянтăм, пахалăхĕ йĕркеллĕ. Анчах та каярах мана вăл кирлех маррине ăнлантăм. Арăм чейнике каялла кайса пама ыйтать. Çак тавара лавккара йышăнĕç-ши?

Хурав: Раççей Федерацийĕн "Тавар туянакансен прависене хÿтĕлесси çинчен" 25 " саккунĕпе килĕшÿллĕн апат-çимĕç таварĕ шутне кĕмен пахалăхĕ тивĕçлĕ шайри тавара маларах туяннă сутуçăран çакăн йышшипех улăштарма юрать, енчен те унăн калăпăшĕ, форми, тĕсĕ, комплекчĕ сире тивĕçтермен пулсан. Çÿлерех асăннă чейнике каялла тавăрса парасси вара саккунпа килĕшÿллĕ мар. Çавăнпа та вăл е ку тавара туяниччен тĕплĕн шухăшламалла.

Ыйту: Ача валли кĕпе туянтăм. Киле çитсен тăхăнтартса пăхрăм та вăл юрăхсăррине куртăм. Тепĕр кунхине тавара лавккана каялла йăтса кайрăм, юрăхлипе улăштарма ыйтрăм. Ман çумра чек та, ценник та çукчĕ. Сутуçă ман ыйтăва тивĕçтермерĕ.

Хурав: Çÿлерех асăннă саккунри статьян 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн сире юрăхсăр тавара вун тăватă кун хушшинче тавăрса пама тивĕç, енчен те эсир унпа усă курман, сутлăхри пахалăхне, пломбине, ярлыкне упраса хăварнă тата тавар, касса чекне е уншăн ытти мелпе тÿленине çирĕплетни пур пулсан. Тавар е касса чекĕ çукки тавара улăштарма юраманнине пĕлтермест, суту-илÿ вăхăтĕнче свидетельсем те пулма пултараççĕ.

Çÿлерех асăннă саккунри статьян 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн çак кун сире кирлĕ тавар çук пулсан, уншăн тÿленĕ хакне виçĕ кун хушшинче тавăрса пама тивĕç.

Ыйту: Лавккара кăлпасси, сыр тăтăшах туянатăп. Анчах нихăшĕн çинче те вĕсене хăçан туса кăларнă куна палăртман, хăш кун сутни кăна. Маншăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, тен усă курмалли вăхăт иртсе кайнă. Этикетка çине пăхсан вара тин кăна туса кăларнă пек пулса тухать.

Хурав: Тавар пахалăхĕ, хакĕ питĕ тимлĕх уйăрмалли самант. Хăш-пĕр тĕрлĕ апат-çимĕç продуктне лавккана курупкапа кÿрсе килеççĕ. Ун çине вара хăçан хатĕрленĕ куна çыраççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн сентресем çине хунă чухне ăна палăртмасан та юрать. Ăна эсир сутуçăран ыйтса пĕлме пултаратăр.

Хăш чухне пĕчĕкрех виçепе касса сутмалли вăхăчĕ тухнă çимĕçе те сутма пултараççĕ. Çавăнпа та продукцие сутуçа хăвăр умра касса виçме ыйтмалла. Этикетка çинче саккунпа килĕшÿллĕн тавар ячĕ, сорчĕ, таварăн пĕр килограмĕн тата касса хунин хакĕсем, ăна хăçан касса чĕркени, тавара хăçанччен усă курма юрани, сутуçă алă пусни кирлĕ.

Ыйту: Пире, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене, пăшăрхантаракан ыйтусем пур. Ертсе пыракан компани пире «çурт-йĕр тытса тăрасси, юсав ĕçĕсем ирттересси» йĕркешĕн пĕр тăваткал метршăн 8 тенкĕ те 83 пус тÿлеттерет. Çак хак çĕнĕ çуртсенче пурăнакансен те, киввисенчисен те пĕр шайра.

Хурав: РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 153 статйипе килĕшÿллĕн çурт-йĕрпе усă курнăшăн, коммуналлă услугăшăн вăхăтра тата туллин тÿлемелле.

Енчен те нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисем пĕрлехи пухура çурт-йĕр тытса тăнăшăн тата юсав ĕçĕсем ирттернĕшĕн тÿлемелли виçене палăртман пулсан, тÿлев шайне вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетет.

Ыйту: Подъездсене мĕншĕн уйрăм çынсене тасаттараççĕ, хуласенче, тĕслĕхрен, ун пек мар вĕт.

Хурав: Çыру çыракан ыйтăвĕнчен подъездсенче çав çуртсенче пурăнакансене тасаттарни курăнать. Çакă вара Раççей Федераци Правительствин 2006 çулхи 491 " Постановленийĕпе пачах та килĕшсе тăмасть. Унта «содержание жилья» перечене мĕнле услугăсем кĕнине ăнланмалла çырса кăтартнă. Çапла вара нумай хваттерлĕ çурт-йĕре тытса тăрасси, услугăпа тивĕçтересси унта пурăнакансен яваплăхĕ мар. Ăна пурнăçласси, пурнăçлаттарасси жилкомсервис, ертсе пыракан компани тата çакăн йышши ытти юрлицо çинче. Вĕсен услуги шутне çурт-йĕрĕн пĕрлехи пурлăхне тытса тăрасси (подъезд, картлашка, путвал, чартак, çурт тăрри); çурт-йĕр çывăхĕнчи лаптăка тирпей-илем кĕртесси; коммуникацин техника устройствисене, çутă, шыв счетчикĕсене кирлĕ шайра тытса тăрасси; йăлари хытă каяша турттарса тата ытти тасамарлăха тиесе тухасси кĕреççĕ. Тĕплĕн-рех çакăн пирки нумай хваттерлĕ çурт-йĕрти пĕрлехи пурлăха тытса тăрас йĕркере çырса кăтартнă.

Çÿлерех асăннисем эксплуатациллĕ услугăсем шутне кĕреççĕ, вĕсене пурнăçласси – тивĕçтерекен организаци ответлăхĕ. Çавăнпа та çак ĕçсене вĕсен хăй вăйĕпе е ыттисене явăçтарса пурнăçламалла.

– Наталья Валерьевна, тавах тивĕçлĕ хуравсемшĕн. Эсир малашне те хаçат вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравласса шанас килет.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика