13 марта 2013 г.
Ĕç укçи
Ĕçлекен çыннăн ĕç укçи пирки сăмах пуçарас пулсан ку вăл яланах кăткăс та çăмăл мар ыйту пулнине палăртмалла. Паянхи пурнăçра вăл никамах та çитсе пымасть пулмалла. Çапах та ку тĕлĕшри пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке уçăмлатас тĕллевпе район администрацийĕн экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Нина КОСТИНĂПА тĕл пулнă май район экономикинче вăй хуракансем, вĕсен ĕç укçийĕ пирки сăмах пуçартăм.
– Нина Марксовна, малтанах çавна пĕлес килет: районти пур сферăра ĕçлекенсен шучĕ çак вăхăта мĕн чухлĕ-ши?
– Районта пурăнакан çынсен хисепĕ паянхи куна илсен вăтамран 34,6 пин çынпа танлашать пулсан, пур сферăра ĕçлекенсен шучĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство предприятийĕсене шутламасан, иртнĕ çул списока кĕртнипе пăхсан 5294 çын пулнă. Ку вăл унчченхи çулхинчен 32 çын сахалрах. Ĕçлекен çынсен шучĕ ытларах чакнисем шутĕнче ял хуçалăхĕ, сунар тата вăрман хуçалăхĕсем (124 çын), сывлăх сыхлавĕ тата социаллă услугăсем парасси (45 çын). Çав вăхăтрах промышленноç отраслĕнче продукци тирпейлекен производствăра вăй хуракансен шучĕ 2011 çулхинчен 46 çын, строительствăра 82 çын ÿсрĕ. Çапла вара иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче 713 çын, промышленноç отраслĕнче продукци тирпейленĕ çĕрте 609 çын, суту-илÿре, автотранспорт хатĕрĕсемпе тĕрлĕ техника хатĕрĕсем юсанă çĕрте 537 çын, патшалăх управленийĕнче тата çар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинче, социаллă страхованире 418 çын, вĕрентÿре 1161 çын, сывлăх сыхлавĕпе социаллă услугăсемпе тивĕçтерессинче 984 çын ĕçленĕ.
– Предприятисемпе илес пулсан, çынсем йышлăрах вăй хуракан предприятисен шутне хăшсене кĕртмелле?
– Кунта чи малтанах акционерсен «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» хупă обществине асăнас пулать. Предприятире çултан-çул производствăна аталантарса пырассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Производство калăпăшĕ ÿссе пынă май вара ĕç вырăнĕсем те хушăнса пыраççĕ. Акă 2011 çулта кунта 398 çын ĕçленĕ пулсан, пĕлтĕр вĕсен хисепĕ 484 пулчĕ. Муркаш райпо тытăмĕнче 422 çын, Мăн Сĕнтĕр райпо тытăмĕнче 253 çын ĕçлет. «Моргаушимежрайгаз» филиалĕнче ĕçлекенсен шучĕ 176 çын, акционерсен «Муркашри кирпĕч завочĕ» хупă обществинче 150 çын шутланать.
– Халĕ ĕç укçи çине куçар-ха. Отрасльсем тăрăх пăхсан çынсен уйăхри вăтам ĕç укçи виçи енĕпе куç умне мĕнлерех ÿкерчĕк тухса тăрать?
– Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе районĕпе кашни çын пуçне тивекен уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕ (пĕчĕк тата вăтам предпринимательство предприятийĕсене шутламасан) 14611 тенкĕ те 70 пуспа танлашнă. Республикăн вăтам кăтартăвĕ – 18320 тенкĕ те 40 пус. Район кăтартăвĕ республика кăтартăвĕпе танлаштарсан 79,8 процент чухлĕ пулать. Ял хуçалăх отраслĕнче ĕç укçи виçи пĕчĕк тетпĕр пулин те, коммуналлă, социаллă тата ятран паракан услугăсемпе тивĕçтернĕ çĕрте ĕçлекенсен вăл уйăхне вăтамран 8360 тенкĕ те 40 пус, вăл шутран канăва йĕркеленĕ çĕрте тата культурăпа спорт сферинче 8212 тенкĕ те 90 пус кăна пулнă.
Чи пысăк ĕç укçи виçи строительствăра пулни паллă – уйăхне вăтамран 38258 тенкĕ те 40 пус. Сăмах май вăл унчченхи çулхипе танлаштарсан 3 хут ÿснĕ. Кунта çавна палăртса хăварас пулать. Строительство ораслĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи шайĕ тăрук ÿссе кайни район территорийĕнче федераллă трасса çинче юсав ĕçĕсем пурнăçлакан 905-мĕш номерлĕ «Хантымансийскдорстрой» строительство управленийĕнче вăй хуракан çул-йĕр строителĕсен кăтартăвĕсене шута илнипе çыхăннă. Промышленноç отраслĕнче продукци тирпейлекен производствăра вăй хуракансем уйăхсерен вăтамран иртнĕ çул 27176 тенкĕ те 70 пус, финанс ĕçĕ-хĕлĕнче вăй хуракансем 19579 тенкĕ те 10 пус, патшалăх управленийĕпе çар хăрушсăрлăхĕнче тата социаллă страхованире ĕçлекенсем 20630 тенкĕ те 30 пус ĕçлесе илнĕ.
– Нина Марксовна, халĕ вара предприятисенче ĕç укçи шайĕ мĕн чухлĕ пулнине уйрăмшар палăртса хăварсамăр.
– Ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен уйăхри вăтам ĕç укçи виçи пĕлтĕр «Сеспель» предприятире 32398 тенкĕ, «Моргаушимежрайгаз» филиалĕнче 19293 тенкĕ, «Моргаушская» строительство организацийĕнче 16857 тенкĕ, Мăн Сĕнтĕр райповĕнче 15591 тенкĕ, Муркаш райповĕнче 14668 тенкĕ, Муркаш почтамтĕнче 13843 тенкĕ, Муркашри кирпĕч заводĕнче 13634 тенкĕ, «Моргаушавтотехсервис» предприятире 12967 тенкĕ, «Сундырь-Хлеб» предприятире 12500 тенкĕ, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче 11024 тенкĕ, Муркашри сĕт заводĕнче 7413 тенкĕ, «МирТрубПласт» предприятире 5981 тенкĕ, «Юлия» обществăра 5617 тенкĕ, «Моргаушкорм» предприятире 5392 тенкĕ пулчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.