Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн кунĕсем

13 марта 2013 г.

Ял тăрăхĕсене тухса район администрацийĕн кунĕсене йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та кун пек мероприятисене йĕркелеме пăхнă. Вĕсем пирки кĕскен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия ТАРАСОВА каласа пама кăмăл турĕ:

– Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче кун пек тĕл пулусене – район администрацийĕн вырăнти ял тăрăхĕсенчи кунĕсене – кăçал та ирттерес терĕмĕр. Çакă вырăнсенчи ыйтусене лайăхрах курса-пĕлсе тăма, вĕсене татса пама çийĕнчех конкретлă мерăсем йышăнма май парать. Çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнинчен вара ялан тенĕ пекех лайăххи кăна.

Кăçал район администрацийĕн кунĕсем пур ял тăрăхĕсенче те мартăн 12-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 22-мĕшĕччен иртеççĕ. Унта ытларах район администрацийĕн ответлă ĕçченĕ хутшăнать. Кунпа пĕрлех вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулаççĕ. Кун йĕркинчи программăра ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пуласси, администраци ĕçченĕсене методика пулăшăвĕ парасси, граждансене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче йышăнассине йĕркелесси, район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕн активĕпе – депутатсемпе, обществăлла организацисен представителĕсемпе (ветерансен канашĕ, хĕрарăмсен канашĕ, çамрăксен канашĕ т. ыт. те), ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă предприятисен, организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, граждансемпе тĕл пуласси т. ыт. те. Кунпа пĕрлех Федераллă, республика влаç органĕсен представителĕсемпе район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем тухса калаçĕç. Депутатсен районти Пухăвĕн вырăнтан суйланнă депутачĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 2012 çулхи ĕçсем тата 2013 çулхи задачăсем пирки каласа парĕç, вырăнти предприятисемпе организацисен ертÿçисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç.

Сăмах май кун пек тĕл пулусем ĕнер Шетмĕпуç тата Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенче иртрĕç ĕнтĕ.

Паян тĕл пулусем Чуманкассипе Москакасси, мартăн 14-мĕшĕнче Орининпа Çатракасси, мартăн 15-мĕшĕнче Ильинкăпа Хорнуй, мартăн 18-мĕшĕнче Ярапайкассипе Юнкă, мартăн 19-мĕшĕнче Катькаспа Йÿçкасси, мартăн 21-мĕшĕнче Ярославкăпа Муркаш, мартăн 22-мĕшĕнче Турайпа Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче иртеççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика