Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикинчи депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2015 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнчи 1-мĕш номерлĕ хушăвĕ

19 сентября 2015 г.

 

Чăваш Республикинчи депутатсен Муркаш районĕн улттăмĕш созыври Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвне пухасси çинчен

Чăваш Республикинчи Муркаш район Уставĕн 23-мĕш статйин 3-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн

I. Депутатсен Муркаш районĕн улттăмĕш созыври Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвне 2015 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче 14 сехетре Муркаш район администрацийĕн ларусен залĕнче пухас.

II. Пăхса тухма кун йĕркине çак ыйтусене кĕртме сĕнес:

1. Муркаш район пуçлăхне - депутатсен Муркаш район Пухăвĕн председательне суйласси çинчен.

2. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн председателĕн çумĕ çинчен.

3. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçĕн вырăнне йышăнма конкурс комиссине туса хурасси çинчен тата конкурс комиссийĕн членĕсене депутатсен Муркаш район Пухăвĕнчен суйласси çинчен.

4. Конкурс комиссийĕн членĕсене çирĕплетме депутатсен Муркаш район Пухăвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен ыйтасси çинчен.

5. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн яланхи комиссийĕсен председателĕсемпе йышĕ çинчен.

6. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн "Чăваш Республикинчи Муркаш район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен" йышăнăвĕн проектне халăхпа сÿтсе явма палăртасси çинчен.

III. Депутатсен Муркаш районĕн улттăмĕш созыври Пухăвĕн ларăвне предприятисен, организацисен, учрежденисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисене чĕнес.

Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн чи аслă депутачĕ

Н.В. ЛЮБИМОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика