19 сентября 2015 г.
Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа инаугураци Чăваш Республикин Правительство çурчĕн ларусен пысăк залĕнче (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт) сентябрĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетре пуçланать.
Инаугурацие Чăваш наци телерадиокомпанийĕн тÿрĕ теле- тата радиоэфирĕн кăларăмĕсенче кăтартаççĕ. Çавăн пекех церемоние Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче пăхма пулать.
Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енре пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхне суйларĕç. 362 пин ытла суйлавçă (65,54 процент) хăйсен сассине Михаил Игнатьевшăн пачĕ.
Инаугураципе çыхăннă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республика Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци влаç органĕсен ертÿçисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем тата чĕннĕ хăнасем хутшăнаççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби.