19 сентября 2015 г.
Патшалăхăн çамрăксен политикин программине пурнăçа епле кĕртсе пынипе паллашма ку эрнере пирĕн республикăра çамрăксен ĕçĕпе ĕçлекен федераци агентствин ертÿçин çумĕ Юлия Исмагилова пулчĕ.
Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин çамрăксен пуçарăвĕн центрĕнче вăл çамрăксен политикине пурнăçлассишĕн яваплă пулса тăракан специалистсемпе тĕл пулнă. Канашлăва Чăваш Ен вĕренÿ министрĕн çумĕ С. Кудряшов та хутшăннă. Тĕл пулура çамрăксен политикин тĕп енĕсене сÿтсе явнă. С. Кудряшов республикăри лару-тăрупа паллаштарнă.
Ю. Исмагилова студентсен представителĕсемпе те, тĕрлĕ форумсене хутшăнса проектсене пурнăçа кĕртме грантсем çĕнсе илнĕ çамрăксемпе те курса калаçнă. "Ытти регионсен сирĕн республикăран тĕслĕх илмелле. Эпĕ сирĕнпе мăнаçланатăп", - тенĕ вăл чăваш çамрăкĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе. Сăмах май, чăваш çамрăкĕсем çак çулла кăна проектсем хÿтĕлесе пурĕ 1,5 миллион ытла тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ.
Муркаш район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Анна Архипова çак тĕл пулуран хавхаланса таврăннине пĕлтерчĕ:
- Ю. Исмагилова пирĕн республикăра пурнăçа кĕртсе пыракан çамрăксен политикине питĕ пысăк хак пачĕ, ыттисен те, вăл шутра Атăлçи федераци округĕнчи регионсен кăна мар, Чăваш Енрен вĕренмелли нумаййине палăртса каларĕ. Çапла калани паллах хавхалантарчĕ, хĕрÿлентерчĕ. Малаллахи ĕç-пуçа тата та хастартарах туса пыма тăрăшăпăр. Эпир те хамăр районти çамрăксемпе тĕрлĕ форума проектсемпе хутшăнатпăр, анчах хальлĕхе выляса илни пулман, пурпĕр шанчăк пĕтмен.
А. Архипова Хорнуй, Мăн Сĕнтĕр, Çатракасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсем ыттисенчен активлăрах ĕçлесе пынине палăртрĕ. Апла пулсан ыттисен те туртăнмалла.
Н. Николаева.