19 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма Михаил Игнатьева суйланă ятпа унăн ячĕпе салам çырăвĕсем килеççĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕ Дмитрий Медведевран салам телеграмми килсе çитнĕ. «Сирĕн пысăк пĕлĕвĕр тата ертсе пымалли ĕç опычĕ Чăваш Республикин ыйтăвĕсене эффективлă татса пама, хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса ĕçлеме пулăшĕç. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти ячĕпе Сире ăнăçусем, сывлăх, чи ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă телеграммăра.
Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин саламланă: «Сирĕн професси опычĕ, тапса тăракан çăл куç пек энерги, ертсе пырас ĕç таланчĕ, тĕрлĕ ĕçсене тĕрĕс йĕркелесе пыма пĕлни - пысăк та яваплă ĕçĕрте тата та пысăк çитĕнÿсем тума пултарасса шанатăп», - тенĕ çырура.
Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Ильяс Умаханов саламланă: «Пĕтĕм чун-чĕререн Сире саламлатăп. Çирĕп сывлăх, яланах тус-юлташăрсем, пĕрле ĕçлекен ĕçтешсем пулăшса пыччăр. Малашне те Раççей Федерацийĕшĕн, Чăваш Республикишĕн çитĕнÿсемпе ĕçлеме сĕнетĕп», - тесе çырнă çырура.
Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдымпа тата Беларуç Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Игорь Петришенкоран та саламсем килнĕ.
Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн ГКЧС Министрĕнчен Владимир Пучковран та салам килсе çитнĕ.
Мускав мэрĕ Сергей Собянин хăйĕн салам йĕркисенче регионта Михаил Игнатьев юлашки çулсенче пысăк çитĕнÿсем тунине палăртнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн авторитечĕ çуллĕ шайра пулнине асăннă.
Вăрçă тата ĕç ветеранĕсен ячĕпе Михаил Игнатьева суйлавра мала тухнăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тивĕçнĕ ятпа Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев саламланă.
Михаил Игнатьев ячĕпе ертÿçĕсенчен, обществăлла организацисенче тăрăшакансенчен, МИХра вăй хуракансенчен, уйрăм çынсенчен саламсем малалла килеççĕ.