Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăрта та кăмăл пăсăлмарĕ

10 сентября 2015 г.

Чăваш Енри спортпа пресса фестивалĕ шайĕнчи "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртăва хутшăнма кашни çулах республикăн пур кĕтесĕнчен те пухăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртăва (вăл сентябрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта иртрĕ) та йышлăн хутшăнчĕç.   Ăна Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин Хисеплĕ Гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 86 çул çитнине халалларĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М. Игнатьев, çăмăл атлетикăпа Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский килсе çитрĕç. Спорта юратакансене хăнасемпе пĕрлех "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ В. Васильев та ăнăçусем сунчĕ. Хыççăн вара вĕсем республикăри ытти ертÿçĕсемпе, депутатсемпе, районсен хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе пĕрле VIP-чупăва хутшăнса ыттисене тĕслĕх кăтартрĕç.

Пуçланчĕç вара хĕрÿ ăмăртусем. Малтанах старта коррекци вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем старта тухрĕç. Вĕсем ăмăртнă вăхăтра вара республика шайĕнчи тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен командисем старта тухма хатĕрленчĕç. Пирĕн районти хаçат редакцийĕн команди те (сăн ÿкерчĕкре) старта савăк та çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрĕ. Çумăр айĕнче чупма тиврĕ пулин те, çанталăк кăмăла хуçмарĕ. Эпир кăна мар, пирĕн хыççăн старта тухнă çемье командисем те, шкул ачисен, ытти нумай учрежденисемпе организацисен, министерствăсемпе ытти органсен командисем те куншăн пăшăрханмарĕç. Пирĕн районти командăсем те, "Çĕнтерÿ ялавĕ" райхаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура мала тухнисем, ăмăртăва хаваспах хутшăнни палăрчĕ.

Малти вырăнсене тухнисене дипломсемпе, кубоксемпе, парнесемпе чысларĕç. Чи пахи вара - çак ăмăртăва хутшăнни, ĕçтешсемпе тĕл пулса калаçни тата хамăрăн кăмăла çĕклени.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика