07 марта 2013 г.
Чăваш Республикин чемпионне Ю. Федотова асăнса йĕркеленĕ республикăри йĕлтĕрçĕсен эстафети кăçалхипе 11-мĕш хут иртрĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх вăл Калайкасси шкулĕнче пулчĕ. Асăннă ăмăртăва шкулта вĕренекенсен, учитель коллективĕсен командисем хутшăнчĕç.
Ăмăрту умĕнхи кунсенче çанталăк асар-писер тăнăран йĕлтĕр йĕрне хатĕрлекенсене самаях йывăр килнĕ паллах, анчах та трассăна йĕркеллех хатĕрлесе çитернĕ. Юр хÿсе тултарнăран вара ăмăртăва килес тенисем пурте килсе çитейменнине пĕлтерчĕç. Çапах та ăмăрту кунĕнче лăпланнă асар-писер хыççăн тÿпене хĕвел тухса савăнтарчĕ. Старта йышлăн тухрĕç. Шупашкартан, Элĕк районĕнчен, Мари Элтан та йĕлтĕрçĕсем Калайкассине çĕнтерес кăмăлпах килнĕ.
Спорта юратакансене Юрий Федотовăн пиччĕшĕсем Александр тата Михаил Федотовсем те, республикăри ертÿçĕсем те саламларĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви ыйтнипе Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче вăй хуракан Родион Григорьев тренера Хисеп грамотипе, Вячеслав Киселев тренера Тав çырăвĕпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район администрацийĕн Хисеп грамотине асăннă спорт шкулăн завучĕ Александр Петров тата Игорь Смирнов тренер тивĕçнине пĕлтерчĕ.
Ертÿçĕсем спортсменсене саламласа ăнăçусем суннă хыççăн пурте старт вырăнне васкарĕç. Эстафета питĕ хаваслă та хĕрÿ пулчĕ. Пурин те хаклă парнесене (ку ăмăрту парнесемпе пуяннине спортсменсем лайăх пĕлеççĕ), дипломсене тивĕçес килчĕ. Анчах кашни ăмăртурах чи вăйлисем çĕнтереççĕ.
Вăтам ушкăнра (кунта тĕп шкулсен командисен кăтартăвĕсене те, вăтам шкулсен командисен кăтартăвĕсене те танлаштараççĕ) Муркашри вăтам шкулăн команди çĕнте-рÿçĕ пулма тивĕçрĕ, аслă ушкăнрисенчен чи хăвăрттисем Калайкассисем пулчĕç. Учительсен командисем хушшинче те кил хуçисемех мала тухма пултарчĕç. Çапла вара тĕп кубок кăçал Калайкассинчех юлчĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансене вĕри апатпа хăналарĕç. Куракансене «Ентеш» юрăпа ташă ушкăнĕ концерт программипе те савăнтарчĕ. Ю. Федотова асăнса ирттернĕ ăмăрту районти шкул ачисен хĕллехи спартакиадин пуçламăшĕ пулчĕ.
Ăмăртусене
Н. Николаева сăнанă.