07 марта 2013 г.
Раççейри хĕрарăмсем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне пĕрремĕш хут 100 çул каялла уявланă темелле. Ун чухне Петербургри хĕрарăмсем хула пуçлăхĕ патне хĕрарăмсене пырса тивекен ыйтусемпе наука вулавĕсен ирне («Научное утро по женскому вопросу») ирттерме ыйтнă. Пĕрремĕш «ир» мартăн 2-мĕшĕнче пулнă. Пурăнма хаклă пулни, амăшсен ыйтăвĕсем тата сасăлассин прави – пĕрле пухăнса çакна сÿтсе явнă. 1914 çулта хĕрарăмсем вăрçа хирĕç пулнине палăртса демонстрацие пухăннă. 1917 çулта Раççей хĕрарăмĕсем «Çăкăр тата мир!» лозунгпа урамсене тухнă. Шăпах çав кун, кивĕ стильпе февралĕн 23-мĕшĕ, çĕннипе мартăн 8-мĕшĕ – Раççей историне Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ пулнипе кĕрсе юлнă та.
Совет влаçĕ вăхăтĕнче 1965 çултанпа мартăн 8-мĕшĕ кану кунĕ шутланма тытăннă. СССР саланнă хыççăн та çак уява Раççей уяв календарĕнчен кăларман, Союзра пулнă хăш-пĕр республикăсенче те ăна уявлама пăрахман.
Раççейри хĕрарăмсен союзĕ яланах хăйĕн пуçарулăхĕпе палăрса тăнă, уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче. Акă Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчи 19 статьяна та Хĕрарăмсен союзĕ хутшăннипе çирĕплетнĕ. Унта арçынсемпе хĕрарăмсен тан прависем çинчен каланă.
Паян вара ку пурнăç нормипе танлашрĕ тесен те йăнăш мар. Хĕрарăмсем тĕрлĕ ĕçре лайăх енчен палăраççĕ. Çемье ăшшине упракансем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ертÿçĕ ĕçне те чыслăн пурнăçлаççĕ, патшалăх аталанăвне палăртакан çул-йĕре çирĕплетессине те хутшăнаççĕ.
Хĕрарăмсен хастарлăхне хĕрарăмсен пирĕн республикăри канашĕн, çавăн пекех районти канашĕн анлă ĕçĕ-хĕлĕ те çирĕплетсе парать. Хĕрарăмсен районти канашĕ халăха çемье, ашшĕ-амăшĕн пĕлтерĕшне кăтартса ăнлантарать кăна мар, çемьесене çирĕплетме пулăшакан мероприятисем те чылай йĕркелет. «Çемьесенче ачасем тĕрĕс-тĕкел, сывă пурнăç йĕркине хăнăхса ÿсчĕр, аслă ăрăва хисеплеме хăнăхчăр тесе тăрăшатпăр. Эпир кăçал валли палăртса хунă ĕç те питĕ анлă, кунпа пĕрлех çăмăл та мар. Анчах та мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама районти хĕрарăмсен хастарлăх та, пултарулăх та çителĕклĕ тесе шутлатпăр. Уяв ячĕпе районти пур хĕрарăма та ăшшăн саламласа телей, çирĕп сывлăх, юрату, çемьесенче килĕшÿ сунатăп», – çапла кĕскен пĕлтерчĕ хĕрарăмсен районти канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă май канаш ертÿçи Л. Тарасова.
Мартăн 5-мĕшĕнче Лилия Юрьевна Канаш хулине çитсе килчĕ. Республика шайĕнчи уяв мероприятийĕнче хĕрарăмсен районсемпе хуласенчи канашĕсен ĕçне тĕрлĕ номинацисенче хак парса пĕтĕмлетрĕç. Хĕрарăмсен пирĕн районти канашĕ «Нравственноç тата çемье хаклăлăхĕсене çирĕплетнĕшĕн тата упранăшăн» номинацире палăрма пултарчĕ. Лилия Юрьевнăна вара хĕрарăмсене социаллă пулăшу панăшăн тата обществăлла ĕçре активлă пулнăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Малашне те пирĕн районти хĕрарăмсем маттур пуласса шанатпăр.
Н. Николаева.