07 марта 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвне хакласси малалла пырать. В. Ананьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăш-кăмăлне çапларах палăртрĕ:
– Эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне тата халăх патне яракан «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» Çырăвне патшалăх шайĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетни тата малашлăх утăмĕсене уçăмлатни, пирĕн ума пысăк тĕллев лартни вырăнне хурса хаклатăп. Ăна тишкернĕ май малашне татах ытларах тимлемеллине куратăп, вăл пирĕнтен курăмлă кăтартусем кĕтет.
Чăваш Ен экономикишĕн, вăл шутра Муркаш районĕшĕн те агропромышленность комплексĕ пĕлтерĕшлĕ отрасль шутланать. Ял хуçалăх производствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – унăн тупăшлăхне ÿстересси.
Республика Пуçлăхĕн хушăвĕсемпе килĕшÿллĕн районта экологи тĕлĕшĕнчен пахалăхлă апат-çимĕç туса илессине, унпа усă курассине ытларах аталантарасси тĕпре тăрать. Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсем, тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем умĕнче кунта пăхса ÿстерекен тата туса илекен продукцие сертификацилесси малалла пырать.
Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май экономика конкурентлăхне ÿстерме, хамăр продукцие тĕнче рынокĕ валли хатĕрлеме вĕренме хистет, çакă вара эпир ĕçлеме пултараслăха тĕрĕслет.
Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем тата ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем патшалăх шайĕнчен уйăракан тĕрлĕ пулăшăва туяççĕ пулĕ. Унсăр вара асăннă отрасльти ĕç-хĕле кирлĕ пек пурнăçлама йывăртарах пулнă пулĕччĕ. Иртнĕ çул республика шайĕнче ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли 2,11 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Çавна май пирĕн район патшалăх шайĕнчи пулăшупа иртнĕ çул 117 млн та 754 пин те 512 тенкĕлĕх усă курчĕ. Палăртмалла, çакă ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн пысăк тĕкĕ пулчĕ. Çавăн пекех çак саманта асăнас килет, малашне тĕрлĕ субсиди уйăрасси ĕç пахалăхĕнчен, кăтартăвĕнчен ытларах килĕ. Малашнехи пурнăç пирĕн ĕçлеме пултараслăха тĕрĕслет, малти вырăнта эффективлăх пулмалла.
Михаил Васильевич Çырура пирĕн район территорийĕнче вырнаçса ĕçлекен организацисене те ырă енчен асăнмасăр хăвармарĕ. «Шупашкарти «Сеспел» предприяти» тата «Путь Ильича» агрофирма» анлă проектсемпе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Çĕнĕ технологисене тухăçлăн ĕçе кĕртесси, тăкаксене чакарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси пысăк ăсталăхлă ĕçченсем пурри-çуккинчен ытларах килнине асăнчĕ.
Çавăн пекех вăл пирĕн района ÿпкелерĕ, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе усă курассинче саккуна пăснă тĕслĕхсем пуррине пĕлтерчĕ. Чăнах та ку тĕлĕшпе районта спекуляци тăвакансем пулчĕç. Çавăнпа та муниципалитет тата уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе спекуляци тăвассипе çыхăннă тĕслĕхсене тĕпрен пĕтермелле пирĕн. Тĕп тĕллев – вĕсен ултав-суя çул-йĕрне татасси, çĕр лаптăкĕсемпе усă курма ирĕк пуррисен ыйтăвне вăхăтра тивĕçтересси. Вăл хăй Çырăвĕнче çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе малашне те саккуна пăсакан кирек кам тĕлĕшпе те, унăн статусне пăхмасăр, çирĕп право йышăнăвĕсем палăртмаллине асăнчĕ.
Республика Пуçлăхĕ влаç органĕсем умне инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси пирки çивĕч тĕллев лартрĕ. Çавна май хăй çине яваплăх илме, экономика аталанăвне укçа-тенкĕ хывма, хăйĕн ĕçне йĕркелеме, хамăр патри çынсемшĕн ĕç вырăнĕсем сĕнме хатĕр пуçаруçăсене хапăл тумалла пирĕн. Кунта каллех çÿлерех асăннă организацисен тăрăшулăхне палăртас килет. Вĕсемсĕр пуçне район территорийĕнче пысăк хăватпа ĕçлекен предприятисем вăй илеççĕ, хăйсен хатĕр продукцине ют çĕр-шывсене те ăсатаççĕ. Инвестици ĕç-хĕлне хастарлатма муниципалитет харпăрлăхĕнчи ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕлтерекен даннăйсен пĕрлехи бази йĕркеленет.
Çĕр ыйтăвĕ – кăткăс ыйтусенчен пĕри. Çавна май халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне парассин пахалăхĕ тата унпа усă курмалли майсене хальхинчен те лайăхрах тивĕçтерес тĕллевпе нумай функциллĕ центр «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Çĕр тата ытти кăткăс ыйтусемпе документсем хатĕрлессипе шăпах çак центрта пулăшаççĕ. Çитес çулсенче асăннă центр граждансен 90 процентне тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерме тĕллев лартать.
Михаил Васильевич патшалăх тата муниципалитетăн инженери инфратытăмĕпе тивĕçтернĕ çĕр лаптăкĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма уйăрса пани вырăнлă пулнине çирĕплетет. Çавна май вăл пирĕн ума пысăк тĕллев лартрĕ. Муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсен резервне йĕркеленĕ май çурт-йĕр лартакансене çав çĕрсенчен эконом класлă йÿнĕрех çурт-йĕре комплекслă майпа лартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама сĕнчĕ. Паянхи куна çавна валли Москакасси тата Çатракасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче çĕр лаптăкĕсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех ыттисем те ку енĕпе тимлеççĕ.
Уйрăмах çак саманта палăртса хăварас килет: «... моральпе кăмăл-сипетĕн тĕп паллисем – чĕре ăшши, ырă кăмăллăх, тимлĕх, ыттисене хисеплени – çинче никĕсленсе тăракан «чун экологине» сыхласа упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ». Çак паха енсем пирĕнте нихăçан та ан иксĕлччĕр. Хÿтлĕх кирлĕ çынна тимлĕх уйăрар, пулăшу ыйтакана алă тăсса парар, ултавлă çулпа каякана тĕрĕс çул кăтартар, пирĕнте яланах çынлăх туйăмĕ пулмалла.
Михаил Васильевич пирĕн ума лартнă тĕллевсене çине тăрса пурнăçламалла – çакă пĕрлехи ăнăçулăхпа çыхăннă.
Р. Илларионова калаçнă.