Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ йышăнусем турĕç

07 марта 2013 г.

Депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 25-мĕш ларăвĕ мартăн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче ĕçлерĕ.

Депутатсем ларура пăхса тухма кун йĕркине 7 ыйту кĕртме йышăнчĕç.

1. Муркаш районĕн 2012 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен.

2. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2012 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи С-23Ÿ3 " «Муркаш районĕн 2013 çулхи тата планланă 2014 – 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

3. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2012 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнчи С-21Ÿ5 " «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли положение çирĕплетесси çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

4. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «2011 – 2015 çулсенче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммине тата «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессин полномочийĕсен пĕр пайне пурнăçлама пуçăнасси çинчен.

5. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2010 çулхи мартăн 11-мĕшĕнчи С-39Ÿ8 " «Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăх пурлăхне тÿлевсĕр майпа Ярславка ял тăрăхĕн харпăрлăхне парасси çинчен» йышăнăвне пăрахăçласси çинчен.

6. Депутатсен Муркаш район Пухăвĕн 2012 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнчи С-10Ÿ7 " «Муркаш районĕн территорийĕнче строительствăпа çыхăнман тĕллевпе çĕр участокĕсем уйăрса памалли йĕрке çинчен» положени пирки» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

7. Газ хуçалăхĕн объекчĕсене Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчен тÿлевсĕр майпа Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне парасси çинчен.

Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ыйтусемпе ларура район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева пĕлтернине итлерĕç. Тăваттăмĕш ыйтупа район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ О. Тимофеева, пиллĕкмĕш, улттăмĕш тата çиччĕмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ И. Захаров тухса каларĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика