02 марта 2013 г.
Хĕле ăсатма вăхăт
Хĕл ăсатăвĕн уявĕсене кăçал Муркашра мартăн 9-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕрте мартăн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Уяв мероприятийĕсем 11 сехетре пуçланаççĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисен ертÿçисем, хăнасем саламлаççĕ.
Уяв кунĕсенче районти хĕрарăмсене чыслĕç, художество пултарулăх коллективĕсем ташă-юрăпа савăнтарĕç, спорт ăмăртăвĕсем иртĕç, кÿлнĕ лашасен конкурсĕсем пулĕç, суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен продукцине сĕнĕç.
Пурне те уява йыхравлатпăр!
Халăхпа сÿтсе явнă
Февралĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн «Муркаш районĕн 2012 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен» йышăнăвĕн проектне халăхпа сÿтсе явнă. Асăннă ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева доклад туса панă. Унта хутшăннисем районăн иртнĕ çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан йышăну проектне ырланине пĕлтернĕ.
Кайран вара хĕрарăмсен районти канашĕ, депутатсен районти Пухăвĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассин канашĕ малашне пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă.
Сывлăх сыхлавĕ – тĕп вырăнта
Халăх сывлăхне сыхласси епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăни каламасăрах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ ку ыйтусене республика Пуçлăхĕ хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсемпе тунти кунсерен ирттерекен планеркăра та кун пирки тĕплĕ калаçу пулнă.
Районти сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов каласа панă. Иртнĕ çул районти тĕп больницăпа 2-мĕш номерлĕ район больницине пĕрлештернĕ. Апла пулин те пĕр медицина ĕçченĕ те ĕç вырăнĕсĕр юлман. Иртнĕ çултанпа пур медицина учрежденийĕ те – ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин балансĕ çинче.
Сывлăха сыхлассине модернизациленĕ май 10 миллион тенкĕлĕхе яхăн медицина оборудованийĕ туяннă. Пирĕн район çул-йĕр çинче пулакан инкексенче васкавлă медицина пулăшăвĕ памаллин программине хутшăнать. Тишкерÿ кăтартса панă тăрăх медиксем инкексен 92 процентĕнче 20 минут хушшинче пулăшу пама ĕлкĕреççĕ. Ку вăл çынсен пурнăçне çăлса хăварассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çур аки пирки манар мар
Акана пахалăхлă вăрлăхпа ирттермесĕр кĕрхи пысăк тухăç пирки ĕмĕтленме кирлĕ мар пулĕ. Çавна тĕпе хурса ял хуçалăх предприятийĕсенче çур аки валли пахалăхлă вăрлăх çителĕклĕ янтăлас ĕçсем анлă сарăлнă.
Çак вăхăта ака валли районĕпе вăрлăх çитет. Унăн пахалăхĕ – уйрăм калаçу. «Герой», Ильич яч. хис., «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, Трепневăн, Ямангеевăн, Каргинăн, Ивановăн, Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче акмалли пĕтĕм вăрлăх кондициллĕ пулсан, Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче, «ВаСем» обществăра лару-тăру йывăртарах. Районĕпе тĕрĕслеттернĕ 24840 центнер вăрлăхран кондицилли 13411 центнер е 54 процент.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.