20 мая 2015 г.
Муркаш районĕнче пурăнакансем ĕçлеме те пултараççĕ, спорта та юратаççĕ. Ку çеç те мар: тата вĕсем юрра- ташша та пит ăста. Тепĕр хут çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне илсе пычĕ нумаях пулмасть районти Культура çуртĕнче иртнĕ эстрада юррисен фестивалĕ.
"Юратсан юрлас килет" - çакăн пек ятпа иртрĕ вăл. Пĕрремĕш хут пулчĕ çак фестиваль. Куракансен чун-чĕри, чăннипех те, савăнăçпа тулчĕ.
Куракансен çеç-и; Сцена çине тухакансен хăйсен те: залра хăйсене çапла тăвăллăн алă çупса тав тунăшăн, çынсене хăйсем çавăн пек çунатлантарма пултарнăшăн.
Фестиваль Москакасси ял тăрăхĕнчи кăçал республикăра иртнĕ ачасен эстрада юррисен "Мехел" конкурсĕнче куракансем чи килĕштернĕ юрăçă Даша Макарова юрланипе уçăлчĕ. Яланхи пекех вăл хăйĕн илемлĕ сассипе, сцена çинче хăйне артист пек тыткаланипе те, чунĕпе те, чĕрипе те юрăри пурнăçпа пурăннине кăтартса панипе тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.
Ун хыççăн сцена çине Хорнуй ял тăрăхĕнчи "Хĕлхем", Çурлатринчи "Сеспель" ансамбле çÿрекенсем, Москакасси, Ильинка, Йÿçкасси, Ярапайкасси, Çатракасси, Шетмĕпуç, Турай тата ытти ял тăрăхĕнчи юрăçсем тухрĕç. Унтан чăвашла-вырăсла юрăсене коллективсемпе шăрантарчĕç: йăлтах килĕшÿллĕ, йăлтах шайлашуллă.
Куракансем Муркаш районĕнчи эстрада юррисене юрлакан çĕнĕ ятсене илтрĕç: Светлана Дмитриева (Шетмĕпуç ял тăрăхĕ), Алена Кузьмина (Йÿçкасси ял тăрăхĕ), Эдуард Албутов (Турай ял тăрăхĕ) тата ыттисем чĕресене тыткăнларĕç.
Ку çеç те мар. Сцена çинче хамăр районта пурăнакан сăвăçсемпе композиторсен юррисем те сахал мар пулчĕç. Çитменнине юрă авторĕсем хăйсем те чăтса тăраймарĕç, юрра яра пачĕç: Виталий Романов (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Владимир Железнов, Алина Яруткова (Хорнуй ял тăрăхĕ), Игорь Майков (Çатракасси ял тăрăхĕ) хăйсем çырнă юррисене шăрантарчĕç.
Юрăсене сцена çинче ташăçăсем илемлетрĕç. Уйрăмах ку енĕпе хăйсен пултарулăхĕпе Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси клубĕнчи ташăçăсен ушкăнĕ маттур пулни курăнчĕ. 4 хĕрпе 4 каччă, чăннипех те, сцена илемĕ пулчĕç. Клуб заведующийĕ А.А. Налимова каланă тăрăх, коллективăн костюмĕсене çĕлекенĕ те, ташăсене лартаканĕ те ташăçăсенчен пĕри Светлана Никитина иккен.
- Ушкăнри хĕрсемпе яшсем пурте питĕ хастар, - тет хăй Светлана сăпайлăн.
- Вĕсем спорт вăййисем те ирттереççĕ. Клубра тĕрлĕ вăйăсем те выляççĕ. Кукăль-çăмах, тĕрлĕрен çимĕç пĕçерсе килеççĕ те, чуна уçса калаçаççĕ, малашнехи ĕçсем пирки калаçса татăлаççĕ, - калаçăва малалла тăсать клуб заведующийĕ.
Çамрăксем пурте тăван районта ĕçлеççĕ.
- 10 çултан каялла тăван вырăна таврăнас терĕм, - тет Павел Иванов.
Сцена çине "Шурча" ансамбль тухсан вара вĕсемпе пĕрле куракансем ташша яманни кăна юлчĕ. Зал тăвăллăн алă çупнипе, куракансем пĕр чарăнми хăйсен туйăмне пĕлтернипе тулса ларчĕ. Василий Якоб солист 1980 çулсенчи хитсене шăрантарнă чух халăх унпа пĕрле юрлама пуçларĕ. Чунĕсем, чĕрисем юрларĕç çынсен.
- Ачаранах юрлама юрататăп. Атте-анне парни вăл ку ман туртăм, - тет юрăç хăй.
Куракансемшĕн вара асăннă ушкăн юррисем чăннипех чăн-чăн парне пулчĕç.
Ушкăн ертÿçи Владислав Димитриев каланă тăрăх, вокалпа инструментсен ансамблĕ "Шурча" çĕнĕрен 3 çул каялла йĕркеленчĕ. Кĕске хушăрах халăх юратакан, килĕштерекен ушкăн пулса тăчĕ.
Пĕрремĕш фестивальтех унта хутшăнакансем питĕ нумай пулчĕç. Вĕсене халăх юратса йышăнчĕ пулсан, сцена çинче Муркаш чăвашĕсемпе пĕрле Украина вырăсĕсем туслăх юррине шăрантараççĕ пулсан, кирлех çакăн пек фестивальсем.
Сцена çинче çамрăксем илемлĕ юрă-ташăпа пуçа "çавăраççĕ" пулсан, вăтам ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем халăх килĕштерекен юрăсене чуна тыткăна илмелле шăрантараççĕ пулсан, ку эстрада юррисен фестивалĕн пуласлăхĕ пысăк. Çапла пултăрччĕ те.
Эстрада фестивальне хутшăннă артистсемпе ушкăнсем вара районти ытти мероприятисенче малашне те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасса шанатпăр. Вĕсем халăх умне час-час тухасса кĕтетпĕр.
Л. Павлова.