Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене тата пуçаруллисене - грант

20 мая 2015 г.

 

Раççей Федераци шайĕнче фермер ĕçĕнче пуçарулăх кăтартакансем валли грант тата пĕр хутчен паракан пулăшу уйăрмалли программăсем (çемье ферми аталантаракансем тата хресчен (фермер) ĕçне пуçаракансем) малалла вăя кĕрсе пыраççĕ. Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх республикăри конкурс комиссийĕ кăçал 186 заявка йышăннă, вăл шутра 17-шĕ - çемье ферми йĕркелеме, 169-шĕ - хресчен (фермер) ĕçне пуçарма. 166-шĕн бизнес-планне пăхса тухнă, конкурса хутшăннă 18 çын çĕнтерÿçĕ пулнă, вăл шутра - Москакасси ял тăрăхĕнчи Руслан Макаров.

Фермер ĕçне пуçăнас текенсене пулăшма 2015 çулта республика бюджетĕнчен 1 миллион та 6,8 пин тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 19 миллион та 129 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çемье ферми аталантарма республика шайĕнчен - 609 пин тенкĕ, федерацирен - 11 миллион та 571 пин тенкĕ.    

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика