Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл пурнăç шыраман

20 мая 2015 г.

 

Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 12 çултаччĕ. Пĕр кунхине ирхи шуçăм килсенех кĕтÿ пăхма тухса кайнăччĕ. Ун чухне хальхи пек сехетсем пулман вĕт. Сурăх кĕтĕвĕпе Исетерккĕ ялĕ еннелле тухрăмăр. Çамрăксем Советски ярмăрккине кайрĕç. Эпĕ каçалапа анчах таврăнтăм, килтисем вăрçă пуçланни пирки пĕлтерчĕç.

1941 çулхи кĕркунне аттене Лука Иванова Арзамаса вăрçă хатĕрĕсем туса кăларнă çĕре илсе кайрĕç. Сывлăхшăн сиенлĕ хутăшсем питĕ хавшатнă, ăна операци тума тивнĕ. Вăрçă пĕтнĕ çулта вăл тăван киле таврăнчĕ. Пĕрле кайнă ентеш вара унтах вилнĕ. Атте пире кĕтÿ йышăнса паратчĕ. Хăй ăста çĕвĕç пулса тăчĕ, Исетерккĕри 8 ывăл-паттăр ашшĕпе Алексей Илларионовичпа пĕрле çĕлесе çÿретчĕç.

Хамăр ялти аслăрах çулхи Любăна, Кĕтерина, Алевтинăна вăрçа салтак юррисемпе ăсатни те асрах. Çав çулсенче налук пуçтаратчĕç тата. Çулталăкра килрен 40 килограмм аш, 100 штук çăмарта, 8 килограмм шăратнă çу памаллаччĕ. Колхозра вăй хунăшăн ĕç укçи паман, ĕç кунĕ анчах шутлатчĕç. Кĕркунне вара çавăншăн кăштах тырă паратчĕç. Ăна та пулин налук тÿлеме сутма тăрăшаттăмăрччĕ. Тÿлесе татаймасан мĕн те пулин илсе тухса каятчĕç. Пирĕн килте çĕвĕ машини пурччĕ те ăна ял старости илсе тухса каятчĕ. Çав хушăра вара Кĕçтенкки пичче мăшăрĕ çĕлесе пурăнатчĕ унпа.

Хырăмĕ те кашни кунах выçать çав. Тăраниччен çăкăр çисе курасчĕ тесе мĕн чухлĕ макăрман пулĕ. Тÿпери тăрисем те ман çине хурлăхлăн пăхса юрланăн туйăнатчĕ, кунĕ вара уйра çав тери вăрăмччĕ. Анне мăян, хурхух, пиçен, кăштах çăнăх ярса пĕçернĕ шÿрпе илсе тухса çитеретчĕ. Çăкăр вырăнне мăянтан тунă пашалу е крахмал икерчиччĕ.

Ĕнесем çуркунне аран тухатчĕç, ытла начаррипе йăтса тăратни те пулнă. Вĕсене пÿрт-çурт тăрринчи кивĕ ыраш улăмĕ паратчĕç. Ун вырăнне вара кашни çулах ĕç укçи вырăнне панă улăм тепĕр хут витмеллеччĕ. Çĕнĕрен уйрăлса тухнă çемьесене 25 сотка çĕр паратчĕç.

Çуркуннехи чи аслă та кĕтнĕ уяв вăл - Мăнкун. Аттепе анне çĕнĕ çăпатапа кĕпе тăхăнтартатчĕç. Ял тăрăх тухаттăмăр. Кам çăмарта, сухан, çĕр улми паратчĕ, çăкăр паракан вара çукчĕ. Пĕррехинче пасартан килнĕ чухне 5 тенкĕ укçа тупрăм, каялла кайса çăкăр туянтăм, ытти налук тÿлеме кайрĕ.

Колхоз вăрлăх хатĕрлеме хĕллехи вăхăтра пăрçа е ытти культура суйласа тасатма паратчĕ. Каялла панă чухне те тасатнине тата çуп-çапне виçетчĕç. Улталама юрамасть, пĕр пăт тырă вăрланăшăн тĕрмене хупнă.

Манăн трахома чирĕ пулнă пирки шкулта вĕренме май килмерĕ. Кантăр акатчĕç те кайăксем тапăнасран ачасен ăна мĕн шăтса тухичченех хурал тăмаллаччĕ. Кантăр татма каяттăмăр. Вăррине çапуççипе çапса илсен тунине Элĕке илсе каятчĕç. Ăна татнă чухне туни ытла хытă пулнипе алă шыçса ларатчĕ. Тырă вырнă вăхăтра пилĕк ыратакан пулса хытса ларатчĕ. Алăсене çурлапа касаттăмăр та пире сурана тăпрапа тытма хушатчĕç, çапах та йод сĕрсе яратчĕç. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче виçепе çăкăр валеçетчĕç. Çĕрле тырă вырма юлакансене 200 грамм çăкăр паратчĕç. Пир кĕпе çĕлеме киле кантăр акаттăмăр. Анчах та кĕпене тăхăнмалла тăвиччен вара çĕр тĕрлĕ ĕç тумаллаччĕ. Кĕркуннехи сивĕ каçсенче аслисем авăн çапатчĕç. Эпир лашапа турттараттăмăр. Хытă ĕшеннипе лав çинче çывăрса кайни те пулнă. Кĕрхи ĕçсем хыççăн колхоз вăрман ĕçлеме яратчĕ. Эпĕ те çавăнта ыттисемпе вăй хутăм. Ачасене уйăрса яратчĕç, алă пăчкипе пилĕк кубла метр вутă хатĕрлемеллеччĕ. Хутма вутă çук, мĕн сÿтсе çунтарма май пур çавна çунтарнă, хура пÿрт пулнă пирки тĕтĕмне алăк уçса кăларса ямаллаччĕ. Çывăхри вăрмансене хăрăк патне тул çутăличчен виçĕ хутчен те кайса килсе. Вăрман хуралçисем хыççăн хăвалатчĕç, хăрăкне те туртса илетчĕç. Урари çăпата виçĕ куна кăна чăтатчĕ. Çапах та каçсерен хăйă çутипе ларма каçĕсене те пухăннă, юрату юррисене те юрланă.

Кăмакана çирĕм пилĕк кĕлтепе хутсан çăкăр пиçетчĕ. Пашалусене кĕл çине пăрахаттăмăр та пиçсе тухсан тасатса çиеттĕмĕр. Вăрçă çулĕсенче кашкăр нумайччĕ, сурăх фермисене тапăнни те пулнă. Çав пурнăçа аса илсен тĕлĕнсе каймалла.

Вăрçă хыççăнхи çулсем хĕн-асапра, ĕçри кĕрешÿре иртрĕç. Юхăннă хуласемпе ялсене çĕнĕрен аталантарма тиврĕ. Тĕрлĕ стройкăна хутшăнтăм. Мина хунă уйсем тăрăх çÿреме хăрамаллаччĕ, уйăрнă çулсем тăрăх анчах илсе çÿретчĕç ĕçе. Икĕ ача сирпĕнсе кайни те пулчĕ. Пĕррехинче вара вăрçă вăхăтĕнче пĕр шăтăка 130 çынна пытарнă вырăна тĕл пулма та тиврĕ. Крымра ĕçленĕ чухне каскăсем выртнине тăтăшах кураттăмăр. Баракра 12-ĕн пурăнаттăмăр, сивĕ чухне кукуруза, хĕвелçаврăнăш тунисене çунтарса ăшăнаттăмăр. Ĕç укçи илсен Севастополь пасарне кайнăччĕ, витсе лартнă тупăсем ларатчĕç, шыв хĕрринче карапсем пурччĕ. Ашшĕ-амăшне айăпланисен ачисене унта ĕçлеме йышăнман.

Тăвар кÿллисене те курса, пĕррехинче шыва кĕрсе тухрăмăр та кĕпесем шанк хытса ларчĕç. 1952 çулта вара Атăл урлă торф кăларнă çĕрте ĕçлерĕм. Çăкăр туяннă чухне çурăм хыçне номер çырса хуратчĕç. Пĕррехинче сменăран тухнăскер черет кĕтсе çывăрса кайнă та манăнне 40 тенкĕ укçа кăларса илнĕччĕ. Шахтăра та ĕçлесе куртăм, сывлăх хавшасах пычĕ. Пĕррехинче яла килсе кайрăм та мана йышăнасшăн пулмарĕç. Эпĕ усрав ача пулнăран хĕрхенчĕç пулмалла та ирĕк пачĕç. Шăпа Воркутана та илсе çитерчĕ.

Ача çуратнă хыççăн тепĕр виçĕ уйăхранах колхоз ĕçне тухрăм. Çĕр улми ани виçсе параççĕ тата ун чухне. Ачана çулла пилĕкрен кăкарса хăвараттăм, хĕлле кăмака çине яраттăм. Пĕррехинче вара пĕчĕкскер çакăнса ларнăччĕ. Кĕпе çумне çăкăр чăмлакĕ çыхаттăмччĕ. Вутра çунтăм пулĕ çав çулсенче. Эпир хамăршăн мар, пурлăх пухассишĕн мар, Çĕнтерÿшĕн, Тăван çĕршывшăн ĕçленĕ. Çав пурнăç пирĕн кун-çула хуçса хучĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: аякка ĕçлеме кайнă çулсем, авторĕ сылтăмра.

Зинаида Лукина.

Ваçкасси ялĕ.              

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика