20 мая 2015 г.
Çу уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕ тăрать. Таврара чечек шăрши хуçаланать. Сад-пахчана тухсан та шап-шурă чечеклĕ улма-çырла йывăççисем ырă малашлăх шантараççĕ. Килти хушма хуçалăхра сад-пахча ĕрчетекеншĕн ларса канма вăхăт çук кунсем. Çĕр улми лартинпе пĕрлех йăрансене хатĕрлесе çитересси те ыранхи куна хăвармалли ĕç мар. Улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсенчен хÿтĕлессипе те паянах çанă тавăрса ĕçлемелле.
Асăннă уйăхра çĕмĕрт сивви - час-час пулакан пулăм. Çавăнпа та сывлăш температурине пăхсах тăмалла. Кирлĕ пулсан садра вучах чĕртсе улма-çырла йывăççисене сивĕ тивесрен тĕтĕм виткĕч тăвассипе тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен çурхи сивĕ улма-çырла йывăççисен малтанхи чечекĕсене амантать. Вĕсем вара - чи шултра та пулăхлă çимĕç параканнисем.
Малалла хамăр вулакансене сад-пахчаçăн çывăх кунсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
Çу уйăхĕн 20 - 23-мĕшĕсем. Йывăçсене касма-иртме тăхтăр. Пахча çимĕçсене шăварма тата минерал удобренипе апатлантарма меллĕ вăхăт. Томат, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене куçарса лартăр. Кая юлса пулакан купăстана лартма юрать. Сăтăрçăсемпе кĕрешĕр. Пан улми йывăççисемпе çырла тĕммисем айне компост хывăр. Çак кунсенче виноград лартни вырăнлă.
Çу уйăхĕн 23 - 25-мĕшĕсем. Çак кунсенче çĕр сухалама, йăрансем кăпкалатма, вĕсене çумран тасатма юрăхлă вăхăт. Сад-пахча культурисене шăварма тата минерал удобренипе апатлантарни меллĕ. Халĕ улма-çырла йывăççисем айне те компост хывма юрать. Çак кунсенче акнă курăк тикĕс шăтать. Пухнă эмел курăкĕсен сывату вăйĕ пысăкрах пулнине шута илĕр.
Çу уйăхĕн 25 - 28-мĕшĕсем. Çĕр çырлипе ĕçлĕр. Çырла тĕмĕсен çамрăк тураттисене калчалантарма çĕре чиксе хурăр. Пĕр çул ÿсекен чечексене, георгинсене тата гладиолуссене лартма вăхăт. Йăрансене кăпкалатăр. Халĕ лартнă йывăç-тĕмсем лайăх чĕрĕлнипе палăраççĕ. Çавăнпа та вĕсенчен «чĕрĕ карта» йĕркелеме меллĕ пулнине ан манăр. Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ - Хăяр Çитăрĕн кунĕ. Çитăр кунĕ сивĕ килсен çăвĕпех ăшă пулмĕ.
Çу уйăхĕн 28 - 30-мĕшĕсем. Сад пуянрах пултăр тесен пан улми, груша, сливăпа чие çырлин хунавĕсене лартма тытăнса ан тăрăр. Йăрансем çине тымар çимĕçсем акма меллĕ вăхăт. Çум курĕкĕпе кĕрешме юрăхлă кунсем. Калчана сайралатăр. Томат, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене куçарса лартăр. Йывăçсем çинчи çăралантаракан хунавсене иртĕр. Ĕç хатĕрĕсене тĕрĕслĕр. Çулла валли мĕн çитменнине туянăр. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕ - Ăшă Пахомий кунĕ. Паянхи ăшă - çăвĕпех çапла пуласса.
Çу уйăхĕн 30 - 31-мĕшĕсем. Çак кунсенче йывăç-тĕмсене касма е сайралатма ан тăрăшăр. Томат, пăрăç, баклажан, хăяр вăррисене шÿтерме хурăр, калчаланнисене теплицăсене куçарса лартăр. Улма-çырла йывăççисемпе илемшĕн ÿсекен тĕмсене халĕ пĕр иккĕленÿсĕр лартма тата вырăнтан вырăна куçарма ирĕк пуррине шута илĕр. Çум çумлăр, йăрансене кăпкалатăр, çывăхри тавралăха тирпейлĕр.