20 мая 2015 г.
Муркаш ялĕнче çуралса ÿснĕ 90 çулхи Нина Ефимова (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1945 çулхи майăн 8-мĕшне халĕ те пăлханусăр аса илеймест. Мĕншĕн тесен епле чăтăмсăррăн кĕтнĕ вĕсем çак Çĕнтерÿ кунне. Вăрçă вĕçленни çинчен хыпар илсен Нина Филипповна çыхăнуçă радистка хăй сисмесĕрех çак савăнăçлă хыпара чăвашла пĕлтерме тытăннă. "Ку тата мĕнле тара-бара", - çирĕп сасăпа ыйтать старшина. "Тара-бара мар, старшина юлташ, ку вăл Çĕнтерÿ!..",- савăнăçне пытараймасть ун чухне хĕр. Çыхăну пăралукĕ вĕçĕнче те чăваш хĕрĕсем пулнă вĕт-ха.
Нина Филипповна фронта 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче лекнĕ. Унччен вара окопсем чавнă çĕрте те, фронта ăсатма снарядсем тунă çĕрте те ĕçлеме тивнĕ. Тылри мĕн пур ĕçе ытларах хĕрарăмсен пурнăçлама тивнĕ вĕт-ха.
"Çар комиссариатĕнчен янă посыльной мана хирте шыраса тупрĕ. Вăл кун эпĕ плугарьте ĕçлеттĕм. Çар комиссариатне пыма повестка пачĕ",- аса илсе каласа парать фронтовичка.
Нина Белорусси фронтне лекет. Кунта унăн Морзе азбукине алла илме тивет. Радистка та, çыхăнуçă та пулнă, тăшман самолечĕсем çывхарнине сăнаса тăма та тивнĕ. Вышка çинче виçшер сехет тăни те пулнă. Нимĕç самолечĕсем килни, хăш еннелле вĕçни пирки ротăна пĕлтерсе тăнă. "Пирĕн самолетсем ÿкнĕ чухне çулăмпа çунатчĕç, фашистсен вара тĕтĕмленетчĕç", - каласа парать вăрçă çулĕсем пирки Нина Филипповна.
Вăрçăра çыхăнусăр ниепле те май çук. Çавăнпа та чи пĕрремĕш задача çыхăнупа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси пулнă. Çакă вара çăмăлах пулман. Тепĕр чухне тăшман тăтăш персе тăнă чухне те çыхăну пăралукĕ хăш вырăнта татăлнине шыраса хăшкăлма, пăралука сыпăнтарма тивнĕ. "Задание пурнăçламанни нихăçан та пулман, яланах татăлнă вырăна шыраса тупса çыхăнупа тивĕçтернĕ",- каласа парать паян вăл.
Задание кайнă чухне хăрушă пулман-и-ха; Хăрушă пулман тесе калаймăн. Кирек хăш самантра та тăшман пульли пурнăçа татма пултарнă вĕт-ха. Çапах та чи малтанах кун пирки мар, задание пурнăçласси, пăралук хăш вырăнта татăлнине шыраса тупасси пулнă.
Ватă çыннăн куçĕ ăшă туйăмпа тулчĕ: "Пĕлетĕр-и, пĕр полкри арçын салтаксем мана Çĕнтерÿ хыççăн çакăн пирки пĕлтерчĕç. Кашни хутĕнчех эпĕ задание кайнă чухне вĕсем пирĕн Нина пĕтет, каялла таврăнаймасть пулĕ ĕнтĕ тесе шухăшланă. Эпĕ вара кашни хутĕнчех сывах таврăннă, Аслă Çĕнтерĕве те Германире кĕтсе илтĕм...".
1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи задани вара Нина Филипповнашăн юлашки пулнă. Яланхи пекех пăралук татăлнă вырăна шыраса тупса сыпăнтарма тухса кайнă. Тупнă, сыпăнтарнă, кайран вышка çине улăхнă. Аялтан вара савăнăçлăн кăшкăрни илтĕннĕ: "Вăрçă вĕçленнĕ!..".
Вăрçă хирĕнчен киле таврăнсан Нина Ефимова Иван Анисимовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ултă ача пăхса ÿстернĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ çĕре кĕрсен вара унăн икĕ ачине те ура çине тăратнă. Паян ăна сакăр ачи анне тесе чĕнет. Çавăн пекех унăн 13 мăнук тата 22 кĕçĕн мăнук.
"Пысăк та туслă çемье - чăн-чăн телей, çĕршыв хăвачĕ. Çавăншăн çапăçнă, юн юхтарнă та ĕнтĕ иртнĕ вăрçăра эпир",- тет паян Нина Филипповна.
В. ШАПОШНИКОВ.