Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пуянлăх

20 мая 2015 г.

 

Чăвашсен ăсчахĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн никĕслевçи Николай Васильевич Никольский профессор çуралнăранпа 137 çул çитрĕ.

Николай Никольский Шăмат вулăсĕнчи Купăрля ялĕнче (халĕ пирĕн районти Уйкас Янасал ял тăрăхĕ) йышлă хресчен çемйинче 1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Шăматри земство, Шупашкарти тĕн семинарийĕпе академийĕнче вĕреннĕ. Хĕрарăмсен земство шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, Хусанти учительсен семинарийĕнче ĕçленĕ. Хусан университечĕн, Çурçĕр-хĕвелтухăç археологи институчĕн доценчĕ тата профессорĕ, Хĕвелтухăç консерваторин директорĕ тата профессорĕ, Хĕвелтухăç педагогика институчĕн профессорĕ пулнă.

Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ çулсенчех Н. Никольский Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕпе тата этнографийĕпе кăсăкланма пуçланă.

Н. Никольский чăваш халăхне наци пĕртанлăхĕпе тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшнă. Николай Васильевич 1906 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăвашсен пĕремĕш хаçатне "Хыпара" пичетлесе кăларнă.

Николай Никольский - 250 яхăн томран тăракан ал çырăвĕсен пуххин авторĕ. Уйрăмах паллăраххисем: "Народное образование чуваш", "Взгляд чуваш на воинскую повинность", "Конспекты по этнографии чуваш", "Этнографические заметки о чувашах Казанской губернии", Народная медицина чуваш" т. ыт. те. 1950-мĕш çулсенче этнограф 2217 ваттисен сăмахĕнчен тăракан "Пословицы чувашского народа" тата революцичченхи чăваш халăх юмахĕсен пуххисене хатĕрлесе çитернĕ. Юмахсен кĕнеки 1960 çулта пичетленнĕ.

Пултаруллă ăсчах 1961 çулта чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусанта пурнăçран уйрăлнă.

Н. Никольский çуралнă кунĕнче Купăрляра çулсеренех халăх йышлă пухăнать. Чăвашлăха хисеплекен, ăна упракан çынсем Николай Васильевич хăй хыççăнхи ăрусем валли хăварнă пуянлăх паян та питĕ пĕлтерĕшлине палăртса калаççĕ. Апла пулсан чăвашсен профессорĕ чăвашсемшĕн хăй темĕн пысăкăш пуянлăх.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика