Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье - чи пĕлтерĕшли

20 мая 2015 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа (майăн 15-мĕшĕнче) республикăри ЗАГС пайĕсенче 30 ытла савăнăçлă уяв мероприятийĕ ирттерчĕç. Вĕсенче чи лайăх çемьесене - чи малтанах пĕрле чылай вăхăт пурăнакан çемьесене тата нумай ачаллă çемьесене чысларĕç. Вĕсен çемье опычĕ ыттисемшĕн çирĕп çемье тĕслĕхĕ пулса тăрать, çавăнпа та çак уявсене çамрăк çемьесене чĕнсе ирттерни питĕ вырăнлă пулчĕ. Çамрăксем хушшинче çемье хаклăхĕсене сарни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен умĕнче пĕрле нумай çул юратупа шанчăка упраса пурăннă çемьесем хăйсем пирки каласа пани - асра юлакан пулăм.

Республикăри чылай районта Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне уйрăлусăр кун ирттерсе те паллă турĕç. Вăл кун ЗАГС пайĕсене уйрăлас тĕллевпе пыракан мăшăрсем "шутласа пăхма" тесе уйрăлма заявлени çырмасăрах кайнă. Уяв мероприятийĕсем шутĕнче уçă алăксен кунĕсем, çемье фестивалĕсем тата ытти тĕрлĕ акци те иртрĕ.

Муркаш районĕнче акă "Çамрăк çемье" клуб хăйĕн черетлĕ тĕл пулăвне пухăнчĕ. Кунта "Кĕнеке ăс-хакăлĕ çемьене пĕрлештерме пулăшать" ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Мероприятие Муркашри тĕп библиотекăпа район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пĕрле ирттерчĕç. Çак каçра туслă çемье портретне ÿкерни уйрăмах интереслĕ самантсенчен пĕри пулчĕ. Çамрăк çемьесем çемьери йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентекен "Яланах пĕрле, яланах юнашар" видеоролик та пăхрĕç, кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç.

Кирек хăш районта та, кирек мĕнле ятпа иртнĕ мероприятире те тĕп шухăшĕ - çемье çын пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли пулни, мĕншĕн тесен вăл пурне те хÿтлĕх, пулăшу парать. Çын пурнăçĕ те, унăн гражданла активлăхĕ те çемьерен пуçланать.

Чăваш Республикин Правительстви паян çемье хаклăхне упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрать, ачаллă çемьесене пулăшу кÿрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев çемье çирĕплĕхне тата хаклăхне упрасси патшалăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче тата патшалăх политикине пурнăçлассинче тĕп вырăн пулмалла тесе палăртать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă иртнĕ Çырăвĕнче те вăл тăван кĕтесрен пахи нимĕн те çуккине палăртса çирĕп те туслă çемьене нимĕнле йывăрлăх та парăнтараймасть тесе каларĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсем умне çемьесене çирĕплетме май паракан пур енлĕ мера йышăнмаллине калать.

Çемьесене çирĕплетесси уйрăлакан мăшăрсен хисепне чакарасси те пулса тăрать. Çакна май республикăри ЗАГС уйрăмĕсем ку тĕллевпе те тĕрлĕ мероприяти пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр кăна 2000 ытла мероприяти ирттернĕ, вăл шутра Муркаш районĕнче - 35.

Муркаш районĕнче пĕрле нумай çул пурăнакан мăшăрсене чысласси ырă йăлара ĕнтĕ. Пĕлтĕр кунта 49 мăшăра чысланă, кăçал вара 29 мăшăр çемье юбилейне паллă тăвать. Муркашри Капитоновсен çемйи ку тĕлĕшпе уйрăмах пысăк чыса тивĕç.

Çакăн пек çемьесен тĕслĕхĕпе çамрăксене ÿстермелле те. Пурнăçра ашшĕпе амăшĕн, арăмĕпе упăшкин вырăнĕ пуррине те çамрăк вăхăтранах ăнлантарса ÿстермелле. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи туслă çыхăну яланах çирĕп çемье никĕсĕ пулса тăрать. Кун пек çемьесем нумай пулни пирĕн республикăна тăнăç аталантарма та пулăшать.

А. Вязов,

Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика