20 мая 2015 г.
Çĕр ĕçченĕшĕн мĕн авалтанпах çĕртен хакли нимĕн те пулман. Кунта тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Çĕр ăна тăрантарнă та, тумлантарнă та. Анчах та юлашки çулсенче çĕрпе тĕллевлĕ те туллин, пахалăхлă усă курассинче çитменлĕхсем сисĕнме тытăнни вăрттăнлăх мар. Пушă выртакан усă курман çĕр лаптăкĕсем йышланса кайрĕç. Ахăртнех çакă унчченхи колхоз-совхозсенчен хăшĕсем саланса кайнипе те çыхăнчĕ. Çынсене валеçсе панă пай çĕрĕсемпе хăшĕ-пĕри тĕллевлĕ усă курмасть, пачах усă курманнисем те пур. Ку вăл йĕркеллĕ пулăм мар. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Правительстви çĕрпе усă курассинче çирĕп йĕрке тăвас задача лартаççĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче те асăнчĕ. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле хуçасăр тата усă курман çĕр лаптăкĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессине 85 процента çитерме палăртнă.
Çак ĕç районта мĕнле пулса пыни пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Владислав АНАНЬЕВА каласа пама ыйтрăм:
- Чăннипех те çĕрпе усă курассинче йĕрке туни кирлех. Çавăнпа та ку ыйтăва район администрацийĕ те куç ытамĕнчен вĕçертме шутламасть. Уйрăмах граждансен ыйтман, усă курман пай çĕрĕсене муниципалитетсен харпăрлăхне çирĕплетессипе пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттерме тивет. Кунсăр пуçне - çакă кăткăс ĕç. Чылай чухне ыйтăва суд урлă татса пама тивет, ĕç вăраха каять. Апла пулин те ку тĕлĕшпе палăртнă ĕçсене пурнăçламаллах. Мĕншĕн тесен кашни гектар çĕр лаптăкĕ усă кÿмелле. Муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетнĕ çĕр участокĕсене арендăна пама та, сутма та пулать. Ку вара ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пуянлатмалли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать.
Пирĕн районта, кăçалхи майăн 12-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, пĕрлехи пай харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене 10027 регистрациленĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 15538 гектар пулать. Ку вăл - район территорийĕнчи пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 66 проценчĕ.
Уйкас Янасал ял тăрăхне ку енчен лайăх енчен палăртнă пулăттăм. Асăннă ял тăрăхĕнче пай çĕрĕсен правине регистрацилессипе мĕн пур ĕçе çак вăхăта вĕçлеме пултарчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак пай çĕрĕсенчен çĕр участокĕсем йĕркелес пулать, хыççăн вара вĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртсе малашне мĕнле усă курассине татса памалли юлать.
Пай çĕрĕсене регистрацилессипе пуçаруллă ĕçлесе пыракансем татах пур. Кун пеккисен шутĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне те асăнмалла. Кунта 1124 пай çĕрне регистрациленĕ. Çакă вăл шута илнĕ мĕн пур пай çĕрĕсен 86 проценчĕ пулать. Хорнуйсем 659 пай çĕрне (81 процент), Çатракассисем 604 пай çĕрне (80 процент) регистрацилесе çитернĕ.
Çак вăхăта районĕпе тупса палăртнă ыйтман пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 12350 гектарпа танлашать. Ку вăл - 7977 пай çĕрĕ. Вăл шутран 4118 пай çĕрне ял тăрăхĕсен харпăрлăхне регистрациленĕ. Çакă ыйтман мĕн пур пай çĕрĕсен 51 проценчĕпе танлашать. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле вара ку кăтартăва 85 процента çитерес пулать.
Ыйтман пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне регистрацилессипе Хорнуй ял тăрăхĕнче (86,8 процент регистрациленĕ, регистрацилемелли 66 пай çĕрĕ юлнă), Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче (76 процент), Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче (70 процент) пуçаруллă ĕçленине палăртма кăмăллă. Ял тăрăхĕсенчен муниципалитет харпăрлăхне чи нумай пай çĕрĕ куçарни вара Чуманкасси ял тăрăхĕнче - 546 пай çĕрĕ.
Шел пулин те, ыйтман пай çĕрĕсем тĕлĕшпе муниципалитет харпăрлăхĕн правине регистрацилессипе ĕç-пуç Ильинка ял тăрăхĕнче (18,3 процент), Ярапайкасси ял тăрăхĕнче (30,3 процент), Юнкă ял тăрăхĕнче (31,2 процент), Турай ял тăрăхĕнче (33,8 процент) тивĕçлĕ шайра теме çук.
2015 çулта пай çĕрĕсене регистрацилессипе палăртнă плана (85 процент) пурнăçлама пĕтĕмпе 5051 гектар лаптăк йышăнакан 3515 пай çĕрне муниципалитет харпăрлăхне регистрацилесе çирĕплетес пулать. Хальлĕхе вара 780 пай çĕрне кăна регистрациленĕ-ха е плана 22 процент пурнăçланă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлнех 1118 пай çĕрне регистрацилеме пăхса хунă пулнă. Ыйтман пай çĕрĕсене регистрацилессипе уйрăмах Ильинка, Юнкă, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче ĕçсене хăвăртлатни кирлĕ.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртес тĕллевпе ял тăрăхĕсем умĕнче муниципалитет харпăрлăхĕнчи ыйтман пай çĕрĕсенчен çĕр участокĕсем йĕркелес задача тăрать. Çак ĕçе вара хальлĕхе 4 ял тăрăхĕнче кăна тытăннă. Турай ял тăрăхĕнче 3 çĕр участокне чикĕлесе кадастр учетне тăратнă. Вĕсене 95 пай çĕрĕнчен йĕркеленĕ, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 140 гектар. Юнкă ял тăрăхĕнче 67 пай çĕрĕнчен (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 105 гектар) 1 çĕр участокĕ йĕркеленĕ, Хорнуй ял тăрăхĕнче - 132 пай çĕрĕнчен (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 176 гектар) 4 çĕр участокĕ, Чуманкасси ял тăрăхĕнче - 137 пай çĕрĕнчен (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 177,2 гектар) 7 çĕр участокĕ. Пур çĕр участокне те малашне арендăна пама хаклава тăратнă.
Юлашкинчен çавна кăна каласа хăварасшăн. Çĕрĕн хуçа пулмалла. Ятсăр-шывсăр, пушă выртакан çĕр участокĕсем ан пулччăр. Çавăн чухне кăна çĕр-аннемĕр пире хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе савăнтарĕ, хăйĕн тĕлĕшпе чурăс чунлă пулнине вара нихăçан та каçармĕ.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.