20 мая 2015 г.
Майăн 19-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ Вĕренÿ кунĕ иртрĕ. Вĕренÿ çулне пĕтĕмлетекен уява - ача-пăча общество организацийĕсен фестивальне ачасем район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи лаптăка пухăнчĕç. Хĕрлĕ, сарă, кăвак пилоткăсем, галстуксем, ялавсем, тумĕ... - кашни отряда хăйĕн паллисемпе уйăрса илме май пулчĕ. Ачасем çак вырăнта тĕрлĕ ушкăна уйрăлса Тури чăвашсен музейне, ЗАГС пайне, райхаçат редакцине, Муркаш шкулне çитрĕç: тĕрлĕ енлĕ экскурсисем тата вĕренÿ "курсĕсем" хатĕрленĕ вĕсем валли.
Савăнăçлă мероприятие ачасем хăйсен девиз-речевкисене кăшкăрса каласа, юратнă юррисене юрласа Муркашри Культура çуртне утрĕç. Вĕсене ертсе пыракансем иртнĕ ĕмĕрти пионерсем, халĕ аслă вожатăйра ĕçлекенсем пулчĕç.
Культура çуртĕнчи мероприятире вĕренÿре "пиллĕксемпе" ĕлкĕрсе пыракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине парса чысларĕç. Çак стипендие кашни чĕрĕкре районти 25-шер ача илме тивĕçет. Стипенди 400 тенкĕпе танлашать. Тĕрлĕ конкурссемпе олимпиада çĕнтерÿçисене, спортра палăрнисене, шкулăн тата районăн общество ĕçĕсене активлă хутшăнакансене те хавхалантарчĕç.
Умра - çуллахи ĕçпе кану тапхăрĕ. Ăна та ача-пăча пĕрлешĕвĕсен тивĕçлĕ ирттермелле.
Н. Николаева
сăн ÿкерчĕкĕ.