Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пай çĕрĕсем ĕçлекентех юлччăр, ял çыннине усă кÿччĕр

27 февраля 2013 г.

 

«Пĕр тăваткал метр çĕр лаптăкĕ те усă курмасăр выртмалла мар», – тенĕччĕ республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев иртнĕ çул пирĕн районта пулнă чухнех. Çак шухăша вăл хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртсах каланă. Унта вăл çавăн пекех çĕр ыйтăвĕнче йĕрке тăвассипе малалла та çирĕп йышăнусем тăвассине, ку ыйтупа йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе, вĕсем мĕнле ĕç вырăнĕнче вăй хунине пăхмасăр, çирĕп йышăнусем пулассине палăртрĕ. Çак кунсенче Юнкă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе ирттернĕ пухура та калаçу çĕр ыйтăвĕнче йĕрке тăвас пиркиех пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Çĕр ыйтăвĕнче йĕрке тăвассипе пирĕн районта иртнĕ çул лав вырăнтан тапранчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тĕл пулура палăртнинчен çакă курăнать: ĕç результачĕ куç умĕнчех. Енчен те иртнĕ çул пуçламăшĕнче çынсем хăйсен пай çĕрĕсене çакнашкал çĕр лаптăкĕсенчен 20 процентне кăна харпăрлăха куçарнă пулсан, кăçал ку кăтарту 46,89 процентпа танлашать. Урăхла каласан пурĕ 15118 граждан 28663,92 га çинче пай çĕрĕсен хуçи шутланать. Çапла вара паянхи куна районта харпăрлăха куçарман 8029 пай çĕрĕ (16500 га яхăн лаптăк) юлать. Апла пулсан вĕсемпе никам та усă курмасть, вĕсем çум айĕнче лараççĕ. Пухура Ростислав Николаевич çакна палăртрĕ, çак çур çулта июлĕн 1-мĕшĕччен çак хуçисемшĕн кирлĕ мар шутланакан çĕрсене ял тăрăхĕсем çине куçарас ĕçе вĕçлемелле.

Ростислав Николаевич пухура халăха ăнлантарнă пек каласан, ку ĕçе пурнăçламалли çулĕ кунта иккĕ: пĕрремĕшĕ – пай çĕрĕсен хуçисен çав лаптăксене хăйсен харпăрлăхне куçармалла. Тепĕр çулĕ – кам хăйсене çав пай çĕрĕсем кирлĕ мар тесе шутлать, çакна саккунпа килĕшÿллĕн тумалла. Ку ĕçе тумалли çул-йĕрĕ те иккĕ. Е çав пай çĕрĕсен хуçисем шутланакансем регпалатăна кайса хăйсем заявлени çыраççĕ: «пире çав пай çĕрĕсем кирлĕ мар» тесе. Кун пек чухне çав лаптăксем тÿрех ял тăрăхĕсем çине куçаççĕ. Е ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен ял тăрăхĕнчи çакăн пек темиçе çул усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсемпе никам та усă курманни çинчен ăнлантарса, çав пай çĕрĕсене ял тăрăхĕ çине куçарма ыйтса район судне иск тăратаççĕ.

Ку ыйтăва суд урлă татса парассипе юлашки вăхăтра уйрăмах Мăн Сĕнтĕр, Ярославка, Турай, Уйкас Янасал, Ильинка ял тăрăхĕсенче активлăн ĕçлеме пуçларĕç. Çапла вара паянхи куна пурĕ 439 пай çĕрне саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсем çине куçарнă, çав шутран 342 пай çĕрне хуçисем хăйсемех кирлĕ мар тесе йышăнусем турĕç, тепĕр 97 пай çĕрĕ район сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çине куçрĕ. Хальхи вăхăтра тата район сучĕ тепĕр çакнашкал 160 иск пăхса тухассипе ĕçлет. Çак кунсенчех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку ыйтупа тепĕр 150 иск суда тăратаççĕ (çак кăтартусем пурте иртнĕ ытлари кун Юнкăра пуху пулнă кун тĕлне тунă кăтартусем).

Юнкăра çĕр ыйтăвĕсемпе пуху ирттернин тепĕр сăлтавĕ пур, çынсен пай çĕрĕсене йÿнĕ хакпа туянса хаклă хакпа «ярăнтаракансем» республикăра пулмарĕç мар. Тĕслĕхрен, 1 çын саккунпа килĕшсе тăман çакнашкал 150 «сделка» тунă. Ун «çекĕлне» Ильинка, Катькас, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çакланнă тĕслĕхсем те пур. Халь çак çĕрпе сутă тăвакан йышшисем Юнкă ял тăрăхĕнчи çĕрсем çине куç хывни çинчен района хыпар çитрĕ. Çитменнине çак ял тăрăхĕ витĕр иртекен «Альметьевск – Чул хула» магистральлĕ нефть пăрăхĕ тĕлне вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене хăй аллине çавăрса илесшĕн. Çак трассăн 329–458-мĕш километрĕнче кăçал трассăна юсаса çĕнетесшĕн. Хайхискерсем унччен çав вырăнти пай çĕрĕсене туянса çав ĕçсем вăхăтĕнче асăннă акционерсен уçă обществинчен сахал мар укçа сăптăрса илесшĕн пулмалла.

Калас пулать, асăннă вырăнта çĕр пурĕ 42,79 га йышăнать. Унта район харпăрлăхĕнчи çĕрсем те, пай çĕрĕсем те кĕреççĕ. Çĕр сутăн илсе сутă тăваканскерсем хăш-пĕр пай çĕрĕсен хуçисене хăй майлă çавăрса, вĕсене укçа тÿлесе, вĕсенчен лешсен çĕр пайĕпе хăй пĕлнĕ пек усă курма тесе вĕсен ятĕнчен доверенноç тума та ĕлкĕрнĕ.

– Çакнашкал ултавçăсен аллине ан лекĕр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тĕл пулура. – Çĕрпе е хăвăр усă курăр, е ăна арендăна парăр. Çапла майпа эсир хăвăр пай çĕрĕнчен хăвăр тупăш илме пултаратăр.

Тата Ростислав Николаевич çакна палăртрĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курмалла, ун çинче ял хуçалăх продукцине çитĕнтермелле. Çĕрпе сутă тăвакансем вара ун çинче пĕр пĕрчĕ тырă лартма та шутламаççĕ. Вăл малалла та пушшăн çум курăкĕ айĕнче ларакан лаптăк пулса юлать. Мĕншĕн тесен çакăн йышшисенче çĕре каялла илсе унпа тĕллевлĕн усă куриччен самай нумай вăхăт иртет. Çавăнпа та Ростислав Николаевич çакăн пек ултавçăсен серепине çакланиччен тарăннăн шутласа пăхма сĕнчĕ.

– Сирĕн ачăрсем те, ачăрсен ачисем те пур. Сирĕн пай çĕрĕсем кайран вĕсене кирлĕ пулма пултараççĕ. Енчен те эсир ăна ĕçлекен ял хуçалăх предприятине ятарлă килĕшÿ туса арендăна парсан сирĕншĕн хăвăршăнах усăллă пулĕ, – терĕ.

Çапла калама сăлтавĕ те пур. Мĕншĕн тесен çĕрпе спекуляци тăвакансем ăна сирĕнтен пĕр хутчен 3–4 пинпе туянаççĕ те – ĕçĕ те пĕтнĕ. Эсир çĕрсĕр тăрса юлатăр. Çав лаптăка арендăна парсан, пĕрремĕшĕнчен, вăл сирĕн харпăрлăхах шутланса юлать. Кăмăл пулсан кайран вĕсемпе сирĕн çывăх çыннăрсем усă курма пултараççĕ. Арендăрах усрас тетĕр пулсан вăл çĕр сире кашни çул тупăш кÿрекенни пулать. Спекулянтсене сутнă 3 пин тенкĕне вара паян пĕрре магазина кайсах пĕтеретĕр. Лешсем ăна сирĕнтен 3–4 пин тенкĕпе туянса темиçе çĕр пин тенкĕпе сутса пуйса юлаççĕ.

Кун пек тĕслĕх шырама инçене кайма кирлĕ мар. Астăватăр пулĕ-ха хăвăр ваучерсене сутса нимсĕр юлнине. Çав ваучерсене туянакансем вăхăтра «ылтăн пулă» тытса пуянсен шутне кĕрсе юлма ĕлкĕрчĕç. Çав ваучерсене вĕсене йÿнĕ хакпа сутакансем вара çав укçана мĕн туса пĕтернине те астумаççĕ паян. Çапла вĕт.

Апла пулсан кунта Ростислав Николаевич шухăшĕ тĕрĕс пулнипе килĕшмелли çеç юлать. Пай çĕрĕсене хăвăра кирлĕ мар тесе шутлатăр пулсан, ăна ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарма пулăшсан хамăршăнах лайăх пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл сирĕн ял тăрăхĕнчех юлать. Ял тăрăхĕ унпа усă курса тунă укçапа сирĕн ял тăрăхне аталантармах усă курать, сирĕн ялти пурнăçа çăмăллатнă çĕре ярать. Калăпăр, шыв пăрăхне юсамалла-и е ялта çăл алтмалла, е тата çул юсамалла.

Çÿлерех асăннă нефть пăрăхĕ айĕнчи çĕр лаптăкĕсене илес пулсан та çавнах каламалла. Район администрацийĕ çав акционерсен уçă обществипе килĕшÿ туса, унтан тунă çав суммăна района аталантарнă çĕрех ярать: хамăр районти пурнăçа лайăхлатма. Çавăнпа та хамăра хамăр улталама парас марччĕ. Ултавçăсен серепине çакланас марччĕ.

Пай çĕрĕсене арендăна парсан хăвăрах усă пулать тенĕрен, Юнкă ял тăрăхĕнче йĕркеллĕ ĕçлекен «ВаСем» предприяти те пур. Пухура унăн учредительнăй директорĕ Владимир Матвеев малалла та арендăна илнĕ çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курма шантарать. Хальлĕхе ăна хăйсен пай çĕрĕсене арендăна панă 144 çын килĕшĕве сăмах вĕççĕн кăна тунă пулсан, çитес кунсенче вĕсенчен кашниех çав килĕшÿсене алла илĕ. Çитменнине предприяти регпалатăра тухса каякан суммăна хăй çине илме шантарать. Апла пулсан çав 144 çынна хăйсен пай çĕрĕсем малалла та тупăш парĕç, çакна килĕшÿре пăхса хăварĕç.

Пухурах «ВаСема» ертсе пыракансем вырăнти пушар машинине тытса тăрассине те хăйсем çине илме сăмах пачĕç. Ял тăрăхĕ вара çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерĕ. Акă мĕнле пурăнмалла пирĕн, пĕр вырăнта пурăнакансем пĕрле пĕр тĕллевлĕн хамăршăн, хамăр ял тăрăхĕшĕн кирлĕ утăмсем тумалла. Çапла вĕт.

– Пысăк тав сире пирĕн пата килсе çапла халăха ăнланмалла каласа панăшăн. Халиччен пирĕнпе сирĕн пек никам та килсе çапла ăнланмалла каласа паманччĕ. Халĕ эпир йăлт ăнлантăмăр, – терĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Александра Николаева.

Тĕл пулура çынсем чылай ыйту пачĕç. Çав ыйтусенчен вĕсем харпăрлăхри пай çĕрĕсемпе тĕллевлĕ усă курма шутлани те курăнать. Килти хушма хуçалăха, хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхсемпе интересленчĕç. Вĕсем çине те Ростислав Николаевич тулли хуравсем пачĕ.

Тата та ыйтусем пулчĕç. Ял çыннисен çав ыйтăвĕсем çине те тулли хуравсем пачĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Вĕсем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.

Районта ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те çитес вăхăтрах хăйсен пай çĕрĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тăвасса шанас килет. Е хăвăр унпа тĕллевлĕ усă курса хăвăр пурнăçăра майлаштарса пырăр. Е вырăнти ĕçлекен предприятисене, фермерсене арендăна парăр – каллех хăвăршăнах усă пулĕ. Апла тума шутламастăр пулсан çав пай çĕрĕсене ял тăрăхсем çине куçарма тăрăшăр, çак ĕçе хăвăртлатма пулăшăр. Капла та хăвăр ял тăрăхĕшĕнех, хăвăршăнах усăллă пулĕ. Сирĕн çинче пуйса юлма тăрăшакан суеçĕсен аллине çакланассинчен пăрăнăр.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика