27 февраля 2013 г.
Пурнăç хăвăрт улшăнса тăрать. Пирĕн ялти пурнăç малалла хăш енне сулăнасси, ĕçе малалла епле майлаштарса пырасси вара вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен нумай килет. Иртнĕ ытлари кун Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне тухса ирттернĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен канашлăвĕнче те пурнăçпа тан утса пыма пулăшакан ыйтусенех пăхса тухрĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ.
Пластикран чÿрече рамисем тăвакан «Карина» предприятие çитсе курнă хыççăн пуçланнă канашлура чи малтан Çĕмĕрлере вырнаçнă 8-мĕш номерлĕ Федераллă налук службипе тачă çыхăнса ĕçлес ыйтăва пăхса тухрĕç. Муркаш районĕ халĕ шăпах унта кĕрет. Шухăша мала тăсиччен çакна каласа хăвармалла, малтан налук инспекцийĕ вырнаçнă çуртра Çĕмĕрлери асăннă учрежденин специалисчех ĕçлет. Çавăнпа та вăл е ку ыйту интереслентерет пулсан сире кунта хапăл тусах кĕтеççĕ. Ял çыннисен хăйсен ыйтăвĕсемпе аякри çула тухмасăрах ыйтусене татса пама майсем мĕнле пулнă, çаплах юлнă.
Канашлура вара асăннă налук инспекцийĕн ертÿçи Т. Таранова ял çыннисен пурлăхшăн, çĕршĕн тата транспортшăн налук тÿлемелли йĕрки çинче чарăнчĕ. Çакна палăртрĕ. Камăн мĕн чуль налук тÿлемеллине Çĕмĕрлере шутлаççĕ те вĕсене тĕп базăна кĕртсе çав списока Чулхулана тĕп центра ярса параççĕ. Чулхуларан вара ял çыннисем патне вĕсен мĕнле налука мĕн чухлĕ тÿлемеллине кăтартакан хут килет.
– Енчен те çав хутсене ял çыннисем илмен тĕслĕхсем пулаççĕ пулсан, пирĕн айăп çук. «Раççей почтин» почта уйрăмĕсенчен ыйтмалла. Мĕншĕн тесен тÿлемелли хутсене шăпах почтăпа ярса паратпăр, – терĕ.
Çав налук тÿлемелли квитанцие илсен вара çынсен киле килсе кам та пулсан вĕсенчен налук пуçтарса каясса кĕтмелле мар (кун пекки пулмасть), налука вăхăтра тÿрех тÿлемелле.
Кун пек хутсене кĕтсе тăрас килмесен хăвăрăн мĕн чуль налук тÿлемеллине Интернетпа пĕлме пултаратăр. Хăвăрăн ИНН номерне çыратăр та хуравĕ пулать те.
Е тата çакăн пек тĕслĕхсене илер. Енчен те пĕлтĕр кам та пулсан мĕн те пулсан (çурт е машина тата ытти те) сутрĕ пулсан, çав куçман пурлăх сирĕн харпăрлăх шутланнăранпа 3 çул çитеймен пулсан, сирĕн апрелĕн 30-мĕшĕччен налук инспекцине деклараци тăратмалла. Çав документа тăратмарăр пулсан, штрафĕ пĕчĕкех мар – 1 пин тенкĕ. Ăна вара тÿлемех тивет. Енчен те эсир сутнă пурлăхăр сирĕн харпăрлăхра 3 çул ытла пулнă пулсан деклараци тăратма кирлĕ мар.
Камăн деклараци тăратмалла – вĕсен списокĕ хăвăр ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче пур. Ан ÿркенĕр: ытлашши укçа кăларса пăрахас мар тетĕр пулсан ыйтса пăхнине, интересленнине нимĕн те çитмест.
Ял тăрăхĕн аталанăвĕ, паллах, вырăнти бюджетра укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ пулнинчен нумай килет. Çĕрпе куçман пурлăх налукĕсем шăпах харпăр хăй тăвакан укçа-тенкĕ шутне кĕнине шута илсен налуксем вăхăтра тÿленин пĕлтерĕшĕ пысăккине хăвăрах лайăх ăнланатăр. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева каланă тăрăх иртнĕ çул ял тăрăхĕсем хăйсен бюджетĕнчи укçа-тенкĕн 23,8 процентне хăйсем тунă. Çапла вара харпăр хăй тунă укçа-тенкĕ вăтамран районĕпе кашни çын пуçне 834 тенкĕпе танлашать. Ку сумма кашни ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен: 325 тенкĕрен (Ярославка ял тăрăхĕ) пуçласа 3 пин тенкĕрен (Москакасси ял тăрăхĕ) иртекенни те пур. Ял тăрăхĕсенче харпăр хăй тунă тупăш шайĕ ÿссе пынипе иртнĕ çул Муркаш районĕн кăтартăвĕ республикăра чи лайăххи пулнине палăртрĕ Рената Иосифовна.
Канашлура финанс пайĕн пуçлăхĕ çавăн пекех бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерсе пырас ыйту çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. Ытларах культура ĕçченĕсем çинче чарăнчĕ, мĕншĕн тесен культура учрежденийĕсем шăпах ял тăрăхĕсем çинче тăраççĕ.
Культура ĕçченĕсем тенĕрен, район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна палăртсах каларĕ. Çитес вăхăтра ял тăрăхĕсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче иртнĕ çул тунă ĕçсем çинчен отчет тăваççĕ. Çак ĕçе информаципе культура центрĕсен ертÿçисем те туса ирттерĕç çав тĕл пулусенче.
Ял çыннисене тĕрлĕ ыйту канăç памасть. Вĕсенче чи çивĕччи – пай çĕрĕсемпе ĕçлес ыйту. Канашлура Ростислав Николаевич хăйсене кирлĕ мар шутланакан çĕрсене ял тăрăхĕсем çине куçарас ыйту çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Ку ĕçе июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемеллине палăртрĕ.
– Ку ыйту мĕнле пурнăçланнине куçран вĕçертместпĕр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Кашни тунти кун эрне хушшинче мĕнле улшăну пулнине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне пĕлтерсех тăмалла.
Тепĕр çивĕч ыйту вăл – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетсе улăштармалли фонд условийĕсем тавра пулчĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулнине çакă та çирĕплетсе парать. Район нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли тата çынсене кивĕ авариллĕ çуртсенчен çĕннине куçарас программăсене хутшăнасси йăлтах асăннă фонд условийĕсене пурнăçланинчен килет. Канашлура маларах тунă ăшăпа тивĕçтермелли схемăсене çирĕплетес, шывпа тивĕçтермелли çакнашкал схемăсене туса çирĕплетес тавра та анлă калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсем вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене кадастр учетне тăратассине хăвăртлатмаллине палăртсах каларĕ. Хăçан çак ĕçе вĕçлеме пултарнине вăхăтне палăртмалли çинчен каларĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем районти 8 ял тăрăхĕнче пур. Асăннă сферăна çĕнетсе улăштармалли программа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умне çĕнĕ задача лартма та хистет: 2016 çулччен коммуналлă сферăн мĕн пур инженери сечĕсене харпăрлăха памалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех февралĕн 28-мĕшĕччен Ярославка тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене малалла кам ертсе пырас ыйтăва татса памаллине палăртрĕ.
Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне те пăхса тухрĕç.
Канашлу хыççăн Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи социаллă объектсене çитсе курчĕç, «2013 çулхи спорт вăййисемлĕ хĕл» спорт уявне хутшăнчĕç.
Л. ТУКТИНА.