27 февраля 2013 г.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика парламенчĕн иртнĕ вуннăмĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата халăх патне яракан «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» Çырăвĕпе тухрĕ. Çырура иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе хак панă, умра тăракан малашлăх задачисене палăртнă. Çак кунсенче Çырăва уйрăм çынсем те, ĕç коллективĕсенче те анлăн сÿтсе яваççĕ. Мĕншĕн тесен унта палăртнă малашлăх задачисем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ.
Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пирки хăйĕн шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав ТИМОФЕЕВ пĕлтерме кăмăл турĕ:
– Хăйĕн çулленхи Çырăвĕнче Михаил Васильевич пур сферăри иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе хак пачĕ, малашлăхра хамăр умра тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп шухăш çакăнта. Республикăра хальхи вăхăтра пулса иртнĕ тата пулса иртекен ырă улшăнусем сахал мар. Апла пулин те Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн пурнăç условийĕсене малашне те лайăхлатса пырасси, унăн пахалăхĕ тĕп вырăнта пулма тивĕç. Çак задачăна татса парассишĕн вара кашнийĕнех çине тăрса тата чуна парса ĕçлемелле. Ку вăл пĕтĕмпех хамăршăн пулнине манма кирлĕ мар.
Бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ, пĕлсе усă курасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ку енĕпе заказчиксен пĕрлехи службине туса хуни пысăк усă памалла. Ăна хамăр районта та йĕркелерĕмĕр ĕнтĕ. Бюджет укçи-тенкине патшалăх тата муниципалитет заказĕсен тытăмĕ урлă тăкаклассине йĕркелени эффективлă мел пулса тăни паллă. Патшалăх заказĕсене аукцион кăтартăвĕсем тăрăх вырнаçтарасси, ĕçсене контракт мелĕпе йĕркелесси вăй илсе пыраççĕ. Ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле. Çапах та ку е вăл ĕçе ячĕшĕн тенĕ пек пурнăçлассинчен хăпас пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ «...конкурс требованийĕсене тата та çирĕплетмелле, контрактсене пит шанчăклах мар пурнăçлакансемпе тăвас йăлана пăрахăçламалла» тесе палăртрĕ. Кун пек тĕслĕхсем вара пирĕн патра та çук мар-ха. Сăмахран, Муркашра лицей çуртне реконструкци тăвакан подрядлă строительство организацине те çавăн пеккисен шутнех кĕртмелле.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăш-пĕр муниципалитет пĕрлĕхĕсене пĕрлештерсе пысăклатасси çинчен те калани пулчĕ Çырура. Кунта сăмах ял тăрăхĕсене, районсене çывăх вăхăтрах çине тăрса пĕрлештерме тытăнасси пирки пымасть тесе шутлатăп. Чи малтанах ку вăл районсемпе вĕсен территорийĕнчи хула администрацийĕсем пĕрлешессине пырса тивмелле.
Çапах та çак çĕнĕлĕх вырăнти хăш-пĕр ял тăрăхĕсене пырса тивмĕ тесе те калама çук. Енчен те ял тăрăхĕ пысăк мар, администраци хăйĕн функцийĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыраймасть, йĕркеллĕ лайăх кадрсем çук пулсан ăна çирĕпрех ял тăрăхĕпе пĕрлештересси пирки те ыйту çуралма пултарать. Хальлĕхе пирĕн районшăн ку ыйту çивĕчех тăмасть тейĕпĕр. Çапах та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шухăшласа пăхмалли те çук мар. Вырăнти халăхшăн, унăн ырлăх-пурлăхĕшĕн ытларах çине тăрса ĕçлеме тивет.
Ĕçлессишĕн кăна ĕçлемелле мар. Тĕп тĕллевре производствăна малалла аталантарса пырасси, туса кăларакан е туса илекен продукци калăпăшне ÿстересси, тăкаксене чакарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси пулмалла. Ку енĕпе инвестицисен илĕртÿлĕхне тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Укçа-тенкĕ хывса бизнеса, производствăна аталантарма, çынсем валли ĕç вырăнĕсем туса пама хатĕррисем валли лайăхрах майсем туса памалла, вĕсене пулăшса пымалла. Ку тĕлĕшпе ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен тĕплĕн пĕлтерекен даннăйсен пĕрлехи базине туса хурас ĕç пырать. Административлă процедурăсене туса ирттермелли вăхăта кĕскетес тĕллевпе строительство ĕçĕсем пурнăçлама ирĕк илмелли «çул карттине» туса хатĕрленĕ. Бизнес аталанăвĕ валли инвестици площадкисем, информаци карттисем кирлĕ. Акă иртнĕ çул «Çеçпĕл» предприятире, «Путь Ильича» агрофирмăра пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тытăннине ырăпа палăртмалла.
Унчченхи вăхăтра производство сферинче тĕллевлĕ программăсемпе ĕçлесе пынă. Малашне аталанăвăн патшалăх программисем малти вырăна тухаççĕ. Çак программăсене хутшăнса производствăна аталантарса пырасси пирки ытларах шухăшламалла. Çĕр-шыв пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май вара тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерекен пахалăхлă продукци туса хатĕрлессин пĕлтерĕшĕ каламасăрах паллă.
Çĕнĕ технологисене анлăраххăн пурнăçа кĕртесси, тăкаксене чакарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси малти вырăна тухать. Çакна вара паян пысăк опытлă, ăста кадрсемсĕр татса пама май çук. Çавна май кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси нихăçанхинчен те актуаллăрах пулса тăрать. Çавăнпа та эпир Чăваш ял хуçалăх институчĕпе, Чăваш патшалăх университечĕпе йĕркелесе пыракан хутшăнусене малашне те аталантарма шухăшлатпăр. Хăйсен предприятине аталану çулĕпе илсе пырас, ĕçлекенсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне ÿстерес, тивĕçлĕ ĕç укçи илме майсем туса парас тесен вара вĕсен ертÿçисен те тимлени кирлĕ.
Пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассине çĕр-шыв шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ программăсем пурнăçланаççĕ. Çак ĕçрен эпир те айккинче тăмастпăр. Районта бизнес-инкубатор йĕркеленĕ. Хăйсен ĕçне-хĕлне пуçласа тытăнакансем, производство йĕркелес кăмăллисем вăхăтлă та тивĕçлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ.
Республика Пуçлăхĕ бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçи шайне ÿстерсе пырасси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Халăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура сферисенче ĕçлекенсен шалăвне тапхăр-тапхăр палăрăмлă ÿстерме пăхнă. Ку ĕçе иртнĕ çулах тытăннă, вăл кăçал малалла тăсăлĕ.
Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилессин программи ăнăçлă пурнăçланса пырать. Акă «Земство тухтăрĕ» федераллă программăпа района иртнĕ çул 7 çамрăк специалист килчĕ. Çакă район больницине врачсен кадрĕсемпе туллин тивĕçтерме май пачĕ. Асăннă программăпа района татах 2 – 3 специалист йышăнма пăхатпăр.
Михаил Игнатьевăн Указне пурнăçласа районта çитес 3 çул хушшинче 3 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçе кĕртме пăхнă. Шомикри ФАП кăçалхи июль уйăхĕнче хута каймалла. Асăннă объект патне çул туса çитерессин, ăна шывпа, газпа тивĕçтерессин ыйтăвне вара пирĕн хамăрăн татса пама тивет.
Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырассипе Çырура пысăк тĕллевсем палăртнă. Майсем çук мар. Районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем иккĕ, паянхи ыйтусене тивĕçтерекен физкультурăпа спорт комплексĕ те пур. Çапах та республика Пуçлăхĕ халăха спортпа туслашма явăçтарас, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне тата унăн уссине ăнлантарас енĕпе тăвакан ĕç пахалăхне татах та çÿллĕрех шая çĕклемеллине палăртать. Спортпа туслашасси, массăллă спорт шкул ачисемшĕн кăна мар, халăхăн анлă массисемшĕн те кулленхи пурнăç норми пулса тăмалла. 3 çул хушшинче шкул çулĕнчи кашни иккĕмĕш ачанах ачасемпе çамрăксен спортне явăçтарма тĕллев палăртнă. Кунпа пĕрлех Михаил Игнатьев хăш-пĕр спорт организацийĕсенче ĕç çине çиелтен пăхнине те палăртмасăр иртмерĕ. Ăна та шута илес пулать.
Уйрăм ыйту – алкоголизмпа, пирус туртнипе кĕрешесси. Кунта чару мелĕ кăна çителĕксĕр. Ăнлантару, пропаганда, профилактика ĕçĕсене вăйлатни кирлĕ. Çак йăласен сиенне çамрăксем ачаранах ăса хывса ÿсчĕр.
Вĕренекенсене професси пĕлĕвĕ парассин тытăмне улшăнусем кĕртмелле. Хальхи ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене шкул çулĕсенчех хатĕрлеме пуçăнасси малти вырăнта пулмалла. Çавна май шкулсенче инженер, конструктор класĕсем йĕркелессине, математикăна тарăнрах вĕрентессине пăхса хумалла. Акă халĕ республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакан, патшалăх пĕрлехи экзаменĕнче математикăпа тата физикăпа 75 е унтан та ытларах балл пухнă тата республикăри професси пĕлĕвĕ паракан учреждение вĕренме кĕнĕ çамрăксене хушма стипенди параççĕ.
Республика Пуçлăхĕ 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасене, 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк çурăран тытăнса 7 çула çитичченхи ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерме палăртать. Çак задачăна пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăма тивет. Хальхи вăхăтра Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте ку ыйту актуаллă шутланать. Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене вăхăтра хута ярассипе çак ĕçсене пурнăçлакан подрядлă организацисемпе те çирĕпрех пулма тивет. Çĕнĕ ача сачĕсем хута ярассипе пĕрлех пуррисемпе эффективлă усă курасси, май пур çĕрте хушма ушкăнсем йĕркелесси пирки те манмалла мар.
2020 çул тĕлне Раççейре хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шухăшлакан çемьесен 60 процентне пурăнма юрăхлă тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Пирĕн районта та çуллен çурт-йĕр чылай хута каять. Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, сахал хутлă тата эконом класлă çурт-йĕр тăвассипе тимлемелле. Çакă чи малтанах сахал тупăшлă çемьесене хваттер ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Вырăнти влаç органĕсен çурт-йĕр лартмалли территорисене комплекслă майпа алла илмелли программăсем туса хатĕрлесе йышăнмалла.
Уйăрса паракан çĕрсемпе тĕллевлĕ, пĕлсе усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Тÿнтерле пулăмсем вара районта та тĕл пулаççĕ. Акă Юнкă тăрăхĕнче пай çĕр лаптăкĕсене кайран сутса услам тăвас тĕллевпе туяннин тĕслĕхĕсене тупса палăртнă. Вырăнсенче ку тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнни кирлĕ. Çĕр вăл – пирĕн пуянлăх. Унпа никама та мĕнле май килчĕ апла усă курма памалла мар. Эпир çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе пуян регион шутне кĕместпĕр. Апла пулсан пирĕн çĕре хаклама пĕлмелле.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх 2015 çул тĕлне граждансен 90 процентран кая мар йышĕ хăйсем пурăнакан вырăнта пĕр «чÿрече» йĕркепе пулăшу илме тытăнмалла. Патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ кун пек центра район администрацийĕн çуртĕнче те йĕркеленĕ ĕнтĕ. Малашне вара ял тăрăхĕсенче тĕслĕх библиотекăсенче кун пек нумай функциллĕ центрсем йĕркелес, çынсен ыйтăвĕсене вырăнсенче тивĕçтерме тытăнас задача тăрать.
Пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк датăсем çитсе килнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитет. Раççей Президенчĕ кун пирки ятарлă Указ та йышăнчĕ. Юбилей датисене тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн пирĕн те, Муркаш районĕнче пурăнакансен, кашнийĕнех тивĕçлĕ тÿпе хывмалла. Кунсăр пуçне 2013 çула Раççейре Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе палăртнă. Тăван çут çанталăк, тăван тавралăх ăнлавсем кашнин чĕринчех, кашнин чунĕнчех пулмалла. Михаил Васильевичăн Çырăвĕнчи «Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» сăмахĕсем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Пирĕн пурнăç малашне мĕнле пуласси ытларах никамран та мар, чи малтанах хамăртан, хамăртан кашни шанса панă ĕç участокĕнче мĕнле ĕçленинчен килет. Çакна манас марччĕ. Ытларах енĕпе Муркашсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Малашне те ку çаплах пултăрччĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.